Вилĕмпе куçа-куçăн темиçе хут та тăнă – пурпĕр парăнман
Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмсĕр полк» акци çулсеренех вăй илсе, аталанса пырать. Пирĕн ентешсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă та — çавна май вĕсем вăрçăра çапăçнă тăванĕсен портречĕсене йăтса хăйсем халĕ пурăнакан çĕрте утаççĕ. Çапла вара фронта Чăваш Енрен кайнă çĕнтерÿçĕ салтаксем Раççейĕн тĕрлĕ хулинче строя «тăраççĕ».
Петр Бакинăн «çарпа вăрçă çулĕ»
Акă Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Бакин та хăйĕн çемйипе, çавăн пекех йăмăкĕпе Катеринăпа, иккĕмĕш сыпăкри тăванĕпе Мускавра йĕркелекен «Вилĕмсĕр полк» ретне тăрать. Çак тĕллевпе вăл хăйĕн аслашшĕн Петр Константиновичăн сăн ÿкерчĕкне ятарласа пысăклаттарнă. Çывăх çыннин пурнăçĕ тата вăрçăри паттăрлăхĕ пирки хĕрĕсене Валерийăпа Викторийăна та каласа кăтартать.
Петр Бакин 1920 çулта Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1939 çулта ăна, Патăрьелти педагогика училищинчен вĕренсе тухнăскере, Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи тулли мар вăтам шкула географи учителĕнче ĕçлеме янă. Çамрăк учитель унта ачасене 2 уйăх çеç вĕрентнĕ. Çав çулах чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче яша хĕсмете илнĕ. Службăра Чернигов тата Витебск хулисенче пулнă хыççăн ăна Омскри артиллери училищине вĕренме янă. Лейтенант ятне илнĕскер хушупа килĕшÿллĕн ыттисемпе пĕрле тÿрех фронта кайнă.
«Манăн пулас мăшăрăн ашшĕ эпир ача чухнех шкулта, клубра ытти фронтовикпа пĕрле тĕлпулусене хутшăнатчĕ, вăрçă пирки каласа кăтартатчĕ. Тăшмансем совет çыннисене мĕнле асаплантарса вĕлерни çинчен пĕлтерни яланлăхах асра юлчĕ, çавсене аса илсен халĕ те чун сÿлетет. Качча тухсан эпир хуняма-хуняçапа пĕрлех пурăнтăмăр. Петр Константинович вăрçă пирки ÿкернĕ фильмсене пăхма юратмастчĕ, «Эпĕ çав нуша- терте хам курнă», — тетчĕ. 1941-1945 çулсен-че хăй çапăçнă вырăнсене палăртса ÿкерчĕк тунăччĕ вăл, ăна «Петр Бакинăн çарпа вăрçă çулĕ» тесе ят панăччĕ. Шел, алăпа ÿкернĕскер сыхланса юлман», — каласа кăтартрĕ Петр Бакинăн кинĕ Лидия Васильевна.
Петр Константинович вăрçăри çулĕ чăнласах та питĕ вăрăм пулнă. Мĕнле кăна çапăçусене хутшăнман пулĕ вăл — пур çĕрте те паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Вилĕмпе куçа-куçăн темиçе хут та тăнă — пурпĕр парăнман. Вулакансене йăлтах йĕркипе каласа кăтартар-ха.
Курск пĕккинчи çапăçусем
Тăванĕсем пĕлтернĕ тăрăх — Кушкă каччи Мускав çывăхĕнче 1941 çулхи чÿк уйăхĕнче тăшманпа çапăçма тытăннă. Вăл Кутузов орденĕллĕ гварди 1114-мĕш полкĕн Богдан Хмельницкий орденĕллĕ Хĕрлĕ ялавлă артиллери гварди бригадин взвочĕн, батарейин, ротин командирĕ пулнă. Сталинград çывăхĕнчи çапăçусем вăхăтĕнче вĕсен полкĕ Атăлпа Днепр хушшинче плацдарм тытнă, тăшман çарĕсене малалла кайма паман. Вут-хĕм сирпĕнсе тăнă вăхăтра вĕсем Днепр, Десна, Прут, Неман, Буг, Тиса тата ытти юхан шыв урлă каçнă. Çак тапхăрта Петр Константиновичăн сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн темиçе хут та пысăк хăрушлăх тухса тăнă, вăл виçĕ хутчен йывăр суранланнă. «Пĕррехинче ăна çапла тăпра хупласа хунă. Юрать, вилме патнех çитнĕскере чавса кăларма ĕлкĕрнĕ», — калаçăва тăсрĕ Лидия Бакина, Аслă Пăла Тимеш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕнче вăй хунăскер. Малалла вулас...
Комментари хушас