«Клуба кĕрсенех ташша яратпăр»
Яла тытса тăраканни, пĕтме паманни - культура вучахĕ. Пĕчĕк ялшăн вара вăл уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна асрах тытаççĕ Йĕпреç тăрăхĕнчи Смычкăра пурăнакансем. Кунта 2012 çулта Анатолий Тимофеевпа Альбина Михетова администраторсем киличчен клуб пĕр хушă хупă ларнă. Альбина Андреевнăпа Анатолий Петрович çурта тирпей-илем кĕртнĕ, килтен аппаратура илсе килнĕ, юрлама-ташлама юратакансем валли "Тантăш" фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Икĕ çул хушшинче "Тантăша" Йĕпреç тăрăхĕнче кăна мар, кÿршĕ районсенче те пĕлме пуçланă. Вĕсем районта ирттерекен фестиваль-конкурссене хастар хутшăнаççĕ, тĕрлĕ яла çитсе хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Нумаях пулмасть Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Нурăспа Ишлĕ Шетмĕ ялĕсене çитсе килнĕ.
"Тантăша" паян хастар 12 хĕрарăм çÿрет. Пирĕн репертуарта фольклор та, эстрада та, чăваш халăх юррисем те пур. Çак йышпа эпир сценкăсем те, спектакльсем те лартатпăр. "Пурнăç урапи", "Эп те пĕчĕк пулнă-ши?", "Савăнатăп эс пуртан", "Аван-и, тăван?" - тăтăш шăрантаракан юрăсем. Сцена çине тухмалли чăваш кĕписене хĕрарăмсем хăйсемех çĕленĕ. Вĕсене тĕрлесе капăрлатнă",- каласа парать Анатолий Петрович. Ăна çунатлантараканни, ĕçлеме хавхалантараканни, паллах, Альбина Михетова. Пуçаруллăскер, хастарскер ялти яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли кашни канмалли кунрах ташă каçĕ йĕркелет. Кăшт аслăраххисем пирки те манмасть. Вĕсем валли вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчи юрă-кĕвĕпе ташă каçĕсем ирттерет. Сăмах май, клуб администраторĕсем хăйсем те фольклор ушкăнĕпе пĕрле сцена çине тухаççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ. "Пĕр хушă фольклор ушкăнĕн ятне улăштармалла мар-ши тесе те калаçкаларăмăр. "Тантăшсем мар вĕт эпир", - текелерĕç ялти артистсем. Лайăхрах ят шырарăмăр - тупаймарăмăр. "Ара "Тантăшах" пултăр апла",- килĕшрĕмĕр юлашкинчен. Сăмах май, ăна "Хыпар" Издательство çурчĕ кăларса тăракан "Тантăш" хаçата юратса çапла ят панăччĕ. Вĕсем шăпах пирĕн тăрăхалла килсе курнăччĕ те",- паллаштарать Альбина Алексеевна.
"Культура вучахĕн управçисем пирĕн пек ватăсене те çутта кăларчĕç. Фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕшĕн, культура вучахĕ лайăх ĕçленĕшĕн питĕ савăнатпăр. Концертсене кайса килнĕ хыççăн хăйсен укçи-тенкипе пире чейпе те сăйлаççĕ. Клуб пирĕншĕн - хăйне евĕр шкул та, искусство лаççи те, чун йăпанăçĕ те. Питĕ килес килет кунта. Юлас марччĕ-ха тесе пĕр-пĕрин патне шăнкăравласах тăратпăр. Клуба чун туртать, юрлас-ташлас килет. Культура çуртне кĕнĕ чухнех ташлама пуçлатпăр",- хĕпĕртевне пирĕнпе пайларĕ "Тантăша" çÿрекен 73 çулти Валентина Черняева. Валентина Павловна шухăшĕпе клубра хаваслă тăк - 47 киллĕ поселок пĕтместех! Вĕсене кăçал Культура çулталăкĕ пулни те хăпартланса ĕçлеме хавхалантарать.
"Пирĕн ял халăхĕ маттур. Хуть те мĕнле мероприяти ирттер - вĕсем клуба пуçтарăнаççех. "Зал пушă пулать",- тесе пĕрре те пăшăрханмастпăр эпир. Çăкалăхсемпе Ирçе Çармăссем те машинăсемпе килеççĕ. Аслăрах ăрурисем те ташлама юратаççĕ пирĕн. Репертуарта мунча, пĕчĕк ял, тухăç халăхĕсен ташшисем те пур. Мунча ташши - питĕ интереслĕ, хăйне евĕр ташă. Ăна Елена Иовлева юррипе лартрăмăр",- тĕлĕнтерет Альбина Андреевна.
Культура управçисем çамрăк ăру пирки те манман. "Малинки" ташă ансамбльне йĕркеленĕ. Ăна Альбина Михетова ертсе пырать. Пултарулăх ушкăнне 16 ача çÿрет. Вĕсем те аслисенчен юлмаççĕ, районти конкурс-фестивальсене хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть çамрăк артистсем "Мăн кун савăнăçĕ" фестивальте палăрнă. "Кăçал ачасемпе Раштав юррисемпе такмакĕсене вĕрентĕмĕр. Унтан ачасем ятарлă тумсем çĕлетсе, кĕрĕк тавăрса тăхăнса, хутаç çакса ял тăрăх кайрĕç. Кашни киле кĕрсе юрласа-ташласа савăнтарнă вĕсем. Кил хуçисем те парăмра юлман - кучченеçпе савăнтарнă. Кайран клуба пухăнса пĕрле чей ĕçрĕмĕр. Вĕсен хĕпĕртевĕ çавă",- чунне уçать Альбина Андреевна.
Смычкăсем Ака яшкине те /Ака туя çапла калаççĕ/ хăйне евĕр ирттереççĕ. Уçланкăра "Тантăшсен" юрри-ташши тавраналла ян та ян! сарăлать. Çимĕкре вара чăвашла тумланса вăййа тухаççĕ. Питравра вăййа ăсатса яраççĕ. Кăçал вĕсем утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче ял 80 çул тултарнине те уявлама хатĕрленеççĕ. Ырă тепĕр йăла та пур пĕчĕк ялта пурăнакансен: утă уйăхĕнче ачапча валли пулă тытмалли конкурс йĕкелеççĕ. Çакă - йăпану та, усăллă кану та. Чăн та, Смычкăсен пуçарулăхĕнчен, пултарулăхĕнчен, туслăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Транспорт ыйтăвне те хăйсемех татса параççĕ вĕсем, водительне те хăйсемех тупаççĕ. Пăрчăкан пек йăрă, яланах ăш пиллĕ Альбина Михетовăна ял çыннисем питĕ хисеплеççĕ. Альбина - Смычка кинĕ. Хăй вара Канаш районĕнчи Энтриялĕнчен. Канашри педколледжра, Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра пĕлÿ илнĕ. Пĕр хушă Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Декрет отпускĕ вăхăтĕнчех клубра ĕçлеме килĕшнĕ. Ăна кăмăлланăранах "Тантăшсем" ашшĕ-амăшне, учителĕсемпе тăванĕсене лайăх хĕр ÿстерсе панăшăн тав сăмахĕ калама тата пултарулăхĕпе савăнтарма Канаш тăрăхĕнчи Энтрияльне çитсе килнĕ. Ырă çак пуçарăва пурнăçа кĕртме ял халăхĕ хăйĕн ирĕкĕпе спонсор пулăшăвĕ панă. "Пире ĕçре ура хураканни - лайăх аппаратура çукки. Килтен илсе килнĕ техника хăватсăррине çамрăксем те туяççĕ ĕнтĕ. Çĕннине туянмашкăн ял халăхĕ укçа пухса пама та хирĕç мар. Анчах ялан çынран нухрат пуçтарни те аванах мар",- шухăшне палăртрĕç Альбина Андреевнăпа Анатолий Петрович. Çакăн пек пуçаруллă ĕçлекенсене хавхалантармаллах, пулăшмаллах ĕнтĕ...
Пăнчă лартиччен хамăн шухăшăма та палăртас килет. Кунта - Смычкăпа Малиновка тăрăхĕнче - виртуаллă пурнăç мар, чăн пурнăç хуçаланать. Ачасем те компьютер умĕнче кăна лармаççĕ, кунсерен клуба чупаççĕ. Фольклор ушкăнне йĕркелени те аван, ваттисен те тунсăхлама вăхăт çук. Вĕсем шухăша улăштармалла "гастроле" те кайса килеççĕ, ыттисен ăсталăхĕпе паллашаççĕ, хăйсене те кăтартаççĕ... Республикăн тĕп хулинчен 180 çухрăмра вырнаçнă Смычкăна çитсе курнăшăн эпĕ, чăн та, сĕре хĕпĕртерĕм. Халĕ акă савăнăçа, вулаканăм, санпа пайларăм та чунăмра ырă-ырă пулса кайрĕ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас