Гражданлăхпа патриотизм темине чи лайăх çутатнă фильмшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ хавхалантарĕ
Шупашкарти «Çеçпĕл» кинотеатрта çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери X кинофестиваль уçăлать. Вăл 27-мĕшĕччен пырĕ. Ун пирки республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе ирттерекен паянхи канашлура культура министрĕ Константин Яковлев пĕлтерчĕ.
Хатĕрленÿ ĕçне туллин пурнăçланă — пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла. Фестивале мĕнпур кинозал хутшăнĕ, республикăра пурăнакансем çĕнĕ фильмсене пăхса хаклама пултарĕç. Çĕнтерÿçĕсене филармонире чыслĕç. ЧР Пуçлăхĕн парни те пулать — унпа гражданлăхпа патриотизм темине тĕпе хуракан чи лайăх фильмшăн хавхалантарма палăртнă.
Кинофестиваль хăнисенчен пĕринчен тепри сумлă та паллă: жюрие ертсе пыма килĕшнĕ Марк Рудинштейн, Галина Бокашевская, Зинаида Кириенко, Владимир Новиков, Елена Коренева тата ыттисем.
Комментари хушас