- Чăвашла верси
- Русская версия
Упăшки кÿрентермен тĕк...
Ытти хĕрарăмăн упăшки пекех, Санюкăн мăшăрĕ те Мускава çÿрет ĕçе. Мĕн тăвас тетĕн? Ял хуçалăхĕ арканчĕ, выльăх тытнипе кăна ача-пăчана ура çине тăратаймăн. Кил-тĕрĕшне те çĕнетмелле. Йăлтах укçа кирлĕ.
Вăл-ку та юрĕччĕ-ха, ачисем пĕчĕк-çке Санюкăн. Час-часах чирлеççĕ тата. Пакша пек çаврăнать вара вăр-вар хĕрарăм. Пепкисене те асăрхамалла, чирлесен тухтăра кăтартмалла, выльăхне те пăхмалла, пахчине те вăхăтра шуратмалла-тасатмалла, кил-çуртне те тирпейлемелле. Ывăнсах çитет. Упăшки вăхăтлăха киле таврăнсан ăнлансан-шеллесен юрĕччĕ-ха. Укçапа сăмах тĕкме пăхать арçын. Хĕрарăмăн килте ларсах пурлăх пухăнать имĕш. Ку çитмен, арçыннăн тăванĕсем сайра-мĕнре хăнана килсен ÿпкев сăмахĕсĕр хăвармаççĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас