- Чăвашла верси
- Русская версия
Мĕншĕн тÿлевлĕ?
Пирĕн «Первомайск» хуçалăха Михаил Владимирович Петров ертсе пырать. Вăлах – «Малалла» хуçалăх ертÿçи те. Эпир, колхозра ĕçленĕскерсем, çĕр пайне хуçалăха панă. Вăл унпа усă курать. Хамăр çĕр çинче çитĕнтернĕ тыр-пула пире укçалла сутать. «Малалла» колхозникĕсем çав тыр-пула тÿлевсĕрех илеççĕ.
Эпĕ 36 çул механизаторта ĕçлерĕм: комбайнерта, трактористра вăй хутăм. Халĕ пенси укçипе тырă туянатпăр. Çын пуçне 50-шар кило пачĕç. Вăл чăх усрама та çитмест.
Алексей Смирнов. Патăрьел районĕ.
Çырăва вырăна тухса тĕрĕслерĕмĕр. 1990 çулта «Рассвет» колхоз аркансан виçĕ хуçалăх йĕркеленнĕ: «Малалла», «Первомайск» тата «Ударник». «Малалла» хуçалăха малтанах Михаил Петров ертсе пынă. Вăл халĕ те асăннă районта малтисенчен пĕри. 2001 çулта «Первомайск» панкрута тухнă. «Колхоза пĕтме парар мар тесе ун чухне ман пата килчĕç Аслă Арапуçсем. Тĕрĕссипе, вăл ку вăхăтра саланнă тесен те йăнăш мар. Мĕншĕн тесен техника çукчĕ, выльăх-чĕрлĕх пылчăк ăшĕнчеччĕ, уй-хирте çум курăк ашкăраччĕ, парăмсем туллиехчĕ, – аса илет иртнине Михаил Владимирович. – Хуçалăха ертсе пыма сĕнчĕç. Эпĕ килĕшрĕм».
Малтанхи пухурах хуçалăхăн парăмĕсене татса пĕтерме калаçса татăлнă. Унччен маларах çĕр пайĕшĕн никама та тĕш тырă, утă-улăм тивмен.
Халĕ асăннă хуçалăх майĕпен ура çине тăрса пырать. Трактор паркне те çĕнетнĕ, выльăх-чĕрлĕх шутне те ÿстернĕ. Уй-хирте сухаламан лаптăк тупаймастăн. Çĕр пайĕсене акса илеççĕ, налук тÿлеççĕ. Вĕсемшĕн ĕçченсене хăй хаклăхĕпе тырă параççĕ. Малтанхи çулсенче вăл ытларах тивнĕ. Иртнĕ çул шăрăх çанталăк пулнăран ку тăрăхра тухăç начар пулнă. «Çапах та халăха тырăсăр хăвармарăмăр, – терĕ ертÿçĕ. – Килограмĕшĕн 7 тенкĕпе 50-шар кило таса тулă патăмăр».
Унсăр пуçне ял çыннине тÿлевсĕрех лашапа тивĕçтереççĕ, утă параççĕ. «Первомайск» хуçалăх хальлĕхе «Малаллапа» танлашаймасть-ха. «Малалла» ура çинче çирĕп тăрать. Çавна май çĕр пайĕшĕн тивекен тыр-пула ял çыннине укçасăр паратпăр. Ку мелпе районта эпир çеç ĕçлетпĕр», – ăнлантарчĕ Михаил Владимирович.
Комментари хушас