Юратнă ĕç ывăнтармасть

23 Пуш, 2017

Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ мухтавлă, ĕçчен те сатур ентешсен йышĕнче Федор Петрович Петрянкин та пур. Вăл 1937 çулта колхозниксен çемйинче çуралнă.

Пăвана çуран çÿренĕ

Ялти тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ Хĕветĕре выльăх-чĕрлĕх час-часах чирлени, ăна сыватакан пĕлÿ илнĕ ветеринар çукки пăшăрхантарнă. Çавна пулах 7-мĕш класа Хисеп грамотипе пĕтернĕ вăтам пÿллĕ яш Тутарстанри Пăва хулинчи ветеринари техникумне вĕренме кайнă.

— Вăрçа пула аттесĕр ÿсрĕмĕр эпир. Вова шăллăмпа иксĕмĕре анне пĕчченех çитĕнтерчĕ. Питĕ йывăр пурнăç пулнă вăл вăхăтра. Апла пулин те анне пире яланах лайăхрах, сĕтеклĕрех апат çитерме тăрăшнă. Ачаранах тăван тавралăха, çут çанталăка, учительсене, тăвансене юратса ÿсни пире çирĕп сывлăх, телей тата ăнăçусем парнеленĕ пулмалла. Халĕ тĕлĕнетĕп те хампа хам мăнаçланатăп: çамрăк чух Аслă Елчĕкрен Пăвана кашни эрнерех çуран хутланă. Ун чухне чирлемен те вĕт эпĕ, — аса илет иртнине Федор Петрович.

1955 çулта Пăвари техникума лайăх паллăсемпе пĕтернĕ 18 çулти ветеринари фельдшерне аякри Çĕпĕре, Монгол чиккипе юнашар вырнаçнă Бурят автономи республикине, ĕçлеме янă. Çивĕч куçлă, сарлака хул-çурăмлă Хĕветĕр кĕр пуçламăшĕнче Байкал кÿллинчен 100 çухрăм ытла хĕвелтухăçнерех вырнаçнă Закаменка районне килсе çитнĕ. Ăна кунта общежитире хăтлă пÿлĕм уйăрса панă тата аякри колхозсене тухса çÿреме ăйăр парнеленĕ.

Халăх унта пачах тырпул çитĕнтермен. Вĕсен тĕп ĕçĕ мăйракаллă шултра выльăхран, ăратлă сурăхран аш-какай тата çăм туса илесси шутланнă. Федор Петрянкина çирĕплетсе панă "Победа" колхоз 3 пине яхăн ĕне, 9 пин ытла сурăх, темиçе çĕр лаша усранă. Район центрĕнчен вун-вун çухрăмра вырнаçнă хуçалăха çитес тесен 500-700 метр çÿллĕш сăрт-ту урлă каçмалла пулнă.

— Пысăк кĕтÿсем патне çитме пач та çăмăл марччĕ. Машинăпа çÿресси çинчен сăмах та çук. Монгол чикки çывăхнерех нимĕнле асфальт çул та пулман. Ачаран ĕçре пиçĕхсе çитĕнни, юланутçă пулни пурнăçра пулăшрĕ. Унта ветеринари фельдшерĕнче ĕçлеме килĕшетчĕ мана. Кĕтÿçсемпе колхозăн ытти ĕçченĕ те хисеплетчĕç. Çулталăк вăй хутăм сăртлă-туллă вырăнта, Улан-Удэ çывăхĕнчех салтак аттине тăхăнтăм, — аса илет çамрăклăхне Федор Петрович. Совет çарĕнче виçĕ çул хĕсметре пулнă хыççăн Аслă Елчĕке таврăнсан тепĕр эрнеренех вăл тăван колхозра фельдшерта ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтра ку хуçалăха Совет Союзĕн Правительствин виçĕ орденне тата сакăр медальне тивĕçнĕ Г.Тябуков ертсе пынă. Вăл çамрăка фельдшерта та, зоотехникра та ĕçлеме сĕннĕ.

Фельдшертан - наука кандидачĕ

1960 çултан пуçласа Федор Петрович лайăх аталанакан колхозăн тĕп зоотехникĕ пулса тăрать. Çакăн хыççăн анлă тавракурăмлă специалист хăйĕн пĕлĕвĕ çителĕксĕррине туйса илет, пĕр-пĕр аслă шкула вĕренме кĕме хатĕрленет. Юлташĕ Иван Никитин ăна Хусанти Н.Бауман ячĕллĕ института кайма сĕнет. Унта 5 çул куçăмсăр майпа вĕренсе пысăк квалификациллĕ ветеринари врачĕ пулса тăрать. Çавăн хыççăн КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ З.Пчелов ăна районти ветеринари станцийĕн тĕп врачĕн ĕçне йышăнма ыйтать. 1968 çулта Елчĕкре ветеринари лабораторийĕ йĕркелеççĕ. Унăн директорĕ пулма та Федор Петрянкина çирĕплетеççĕ.

Çĕнĕ ĕçре вăл икĕ-виçĕ çултах кивĕ çуртсене тĕпренех юсаса ветеринарипе диагностика лабораторине уçма мехел çитерет. Пуçаруллă ĕçтешĕсемпе пĕрле бактериологи, серологи тата биохими тĕпчевĕсем ирттерме пуçлать. Çапла майпа выльăх апачĕн тухăçлăхне лайăхлатма тата çав тĕллевпе препаратсемпе усă курма пуçлать. Çакăн пек тĕплĕ сăнавсемпе тĕпчевсене ун чухне республикăри ытти районта пачах ирттермен. Вăй хунă вăхăтрах вăл микробиологи енĕпе тĕпчев ĕçĕсем çырма пуçлать, Хусанта тата Мускавра тухса тăракан наука журналĕсенче пичетлет. Вĕсемпе чи малтан Вăрăмхăва ялĕнчен тухнă пĕрремĕш ăсчах, Н.Бауман ячĕллĕ ял хуçалăх институчĕн доценчĕ И.Никитин паллашнă. Иван Николаевич пилленипех Федор Петрович 1974 çулта Мускаври Пĕтĕм Союзри сăнавлă ветеринари институчĕн аспиранчĕ пулса тăрать. Малашне вăл выльăх-чĕрлĕх репродуктивлă функцийĕпе çыхăннă ĕçĕсене тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчевĕсене çĕршывĕпе паллă профессорсем Н.Михайловпа Я.Коваленко академик ертсе пынипе пурнăçлать. Аспирантурăна ăнăçлă пĕтерсе наука кандидачĕ пулса тăрать. Çакна та палăртма кăмăллă: Федор Петрович хыççăн темиçе çултан ветеринари ăслăлăхĕсен диссертацине çак саларах çуралса ÿснĕ Анатолий Шаковпа Виталий Горшков хÿтĕленĕ.

Ăслăлăх ĕçĕ те, монографи те

1984 çулта Ф.Петрянкина çĕршыври халăх хуçалăхĕн специалисчĕсене хатĕрлеме Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне чĕнсе илнĕ. Кунта вăл кĕске вăхăтрах хăйне пысăк квалификациллĕ хăйнеевĕрлĕ ăсчах пек кăтартнă, ассистентран пуçласа профессор таран ÿснĕ. 30 çул ытла ĕнтĕ вăл агропромышленноç комплексĕ валли ветеринарсем хатĕрлет. Чĕрĕк ĕмĕр ытла компьютер технологийĕпе туслă. Çак вăхăтра студентсем, çавăн пекех ял хуçалăх специалисчĕсем валли 28 вĕренÿпе методика пособийĕ пичетлесе кăларнă. Выльăх-чĕрлĕх сывлăхне упрас тĕлĕшпе вун-вун тĕрлĕ биогенлă активлă препарата производствăра усă курмалли шая çĕклесе тата пурнăçа кĕртсе автор свидетельствисемпе патентсем илнĕ. Ял хуçалăх академийĕнче ĕçлеме пуçланăранпа вăл 212 ăслăлăх ĕçĕ, 7 монографи пичетленĕ.

Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ Ф.Петрянкин профессор Раççей Правительствин тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн, РФ тата ЧР Ял хуçалăх министерствисен Хисеп хучĕсемпе тĕрлĕ наградăна, В.И.Вернадский академикăн кĕмĕл медальне, Пĕтĕм Раççейри XVI агропромышленноç комплексĕн "Ылтăн кĕркунне — 2012" куравĕн ылтăн медальне тивĕçнĕ.

Тăван хуçалăхра тĕп специалистра ĕçленĕ чухне пулас профессор республикăри паллă педагогăн, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕн Е.М.Молоствовăн хĕрне Елизаветăна качча илнĕ. Аслă Елчĕкри шкул ачисене биологи тата хими вĕрентнĕ Е.Петрянкина та ашшĕ пекех чаплă педагог пулса тăнă. Ахальтен мар ăна 1980 çулта КПСС Чăваш обкомĕн тата ЧАССР Министрсен Канашĕн Хисеп хучĕпе наградăланă.

Петр СИДОРОВ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.