Петуни илем кÿрет

23 Пуш, 2017

Петуни чечекĕ вун-вун тĕрлĕ тĕспе тĕлĕнтерет. Çулла çеçке çурма пуçлать те мĕн шăнтичченех куçа илĕртет вăл. Чечеке пăхасси кăткăс мар, вăл чăтăмлă, тăпрана та тиркемест. Кăпăшка, пулăхлă çĕр çинче вăйлă сарăлса каять, чечекĕсем йышлă, çăра пулаççĕ. Пĕр çул ÿсекен çак чечеке таçта та курма пулать: ялти чечек пахчисенче, хулари газонсемпе вазонсенче, балконти куршаксенче.

Петуни вăрлăхĕ вĕтĕ. Çавăнпа ăна акнă чухне асăрхануллă пулмалла. Хăшпĕр чечекçĕ ăна юр çине акать. Акмалли савăта вĕрилентерсе сивĕтнĕ пулăхлă тăпра тултармалла та шыв сапса кăштах пусăрăнтармалла. Çиеле 1-1,5 см хулăнăш юр сармалла. Ун çине петуни вĕтĕ вăрлăхне акма аван. Юр ирĕлнĕçемĕн вăрлăх анать, ăна çиелтен тăпрапа хуплама юрамасть. Нÿрĕ савăта çиелтен кантăк таткипе хупласа çутă, ăшă çĕре лартмалла.

Вăрлăх 4-6 кунран шăтать, кивĕреххи 7-8 кунран çеç шăтма пултарать. Калча вĕтĕ, имшер тухать. Шăтма пуçласанах кантăка илмелле.

3-4 чăн çулçă тухсан калчана куçарса лартмалла. Вăрăм тымарлисене кăштах кĕскетмелле. Куçарса лартнă чечеклĕ стакансене кăшт уçăрах çĕре, çутта кăлармалла. Калча тăсăлса каймĕ. Чечекĕн туни ÿснĕ майăн, 6-7 çулçă тухсан, тĕп тунан тăррине татса илмелле. Кун хыççăн вăл туратланса ÿсме пуçлать. Чечек тĕмĕ сарăлса каять, илемлĕ курăнать.

Калча ÿснĕçемĕн ăна пайлама та пулать. Татса илнĕ турата пĕчĕк стакансене куçарса лартмалла çеç. Çак мелпе темиçе калчаранах чылай тĕп чечек ÿстерме пулать. Куçарса лартнă турат аван тымарланать.

Март вĕçĕнче акнă петуни 10-12 эрнерен чечекленекен селĕм тĕм пулса тăрать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.