Пур çавăн пек çынсем
1932 çулхи çуркунне килнĕ вăл çак тĕнчене. Тамара Степановна Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕнче кун çути курнă. Ашшĕ Степан Григорьевич районти çĕр уйрăмĕн аслă агрономĕ пулнă. Çав вăхăтшăн лайăх пĕлÿ илме пултарнăскер — Чĕмпĕрти ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнă — республикăри чи маттур агрономсенчен пĕри пулса тăнă. Ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе, хастар ытти ентешĕпе пĕрле, Мускавра иртекен мероприятисене хутшăннă, Михаил Калининпа тĕл пулнă. Каярахпа патшалăх вăрлăх 176-мĕш участокне ертсе пынă. Пĕтĕм Союзри курава хутшăнма виçĕ хутчен тивĕçнĕ. 1957 çулта Степан Григорьева Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă.
Унăн мăшăрĕ Ольга Матвеевна та тăрăшулăхĕ, хастарлăхĕ енчен упăшкинчен юлман. Колхозра вăй хунă. Кил тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама ачисем те пулăшса пынă. Тамара çемьере виççĕмĕш пепке пулнă. Пĕчĕкскер ыттисенчен юлман, вăй çитнĕ таран аслисемпе пур ĕçе те хутшăннă. Ĕçчен çемьере урăхла пулма пултарнă-и вара?
Каярахпа хăйĕн хĕрĕсене, Таньăпа Надьăна, амăшĕ тăтăшах ачалăхне аса илсе каласа кăтартнă. Пиччĕшĕпе Валентинпа, калăпăр, ашшĕ илсе килекен вутта йăлт хăйсем татса-çурса янтăланă. Ĕçрен пушă самантра кÿршĕри шăпăрлансемпе ялти пĕвере чăмпăлтатнă. Сăмах май, пĕррехинче чутах авăра анса кайман хайхи. Юрать, инкеке вăхăтра асăрхаса хĕрачана типĕ çĕре туртса кăларма ĕлкĕрнĕ. Çапла иртнĕ ачалăх — ĕçре те, вăйăра та.
Шăпа çулĕпе
1939 çулта Тамара пĕрремĕш класс сукмакне хывнă. Ун чухне шкула саккăртан пуçласа кăна йышăннă. Тамарăна кĕçĕн классене вĕрентекен аппăшĕ Лиза ирех вулама-шутлама кăна мар, çырма та хăнăхтарнă. Çапла хĕрача тантăшĕсенчен самай маларах, çиччĕ тултаричченех, парта хушшине ларнă.
Апашри çичĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн Тамара малалла Кÿкеçе çÿреме пуçланă — унталла-кунталла кунĕпе 14 çухрăм хыçа хăварнă. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех общество ĕçне хастар хутшăннă — шкулти комсомол комитечĕн членĕ, пионер отрячĕн вожатăйĕ, стена хаçачĕн редакторĕ, класс организаторĕ пулнă.
Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан хĕрача учительсене те пулăшнă. Пĕрремĕш класрах, урокран тухма тивнĕ самантсенче, вĕрентекен ăна ачасене кĕнеке вуласа пама ыйтнă. Çакă унăн шăпине витĕм кÿнĕ те ахăр — Тамара шкул хыççăн вĕрентекен çулне суйласа илнĕ: И.Яковлев ячĕллĕ педуниверситет /ун чухне институт/ студенчĕ пулса тăнă. Вырăс чĕлхипе литератури уйрăмĕнче вĕреннĕ хĕр. Дипломлă çамрăк специалиста Шупашкар районĕнчи Толик Хураскинчи вăтам пĕлÿ паракан шкула янă. Çулталăкран хăй вĕреннĕ Кÿкеç шкулне куçарнă.
Ĕçри пĕрремĕш утăмсем яланлăхах юлнă асĕнче. “Класа кĕрсен хампа паллаштартăм та ман пата ыйтусем пуррипе кăсăклантăм. Пурте кăшăл! алă çĕклерĕç. Тĕлĕнтĕм те, савăнтăм та. Ачасене темĕн те кăсăклантарать: ăçтан эпĕ, ăçта тата хăçан вĕреннĕ... Çапла хăйне майлă “интервью” ачасемпе пĕр чĕлхе тупма тÿрех пулăшрĕ. Çак çыхăну каярахпа та çухалмарĕ”. Тамара Степановнăн сăмахĕсене çак пулăм çирĕплетет. Юратнă вĕрентекенне хăйсем те тахçанах ÿссе çын пулнă хĕрсемпе каччăсем кашни уявпах саламланă. 80-мĕш çуралнă кунне паллă тунă чухне вара хăйсен вăйĕпе уяв йĕркеленĕ.
Яваплăх тата юрату
Ĕçе яваплăха туйса пурнăçлани, идеалсем пĕр килни, вĕри çамрăклăх, йăла ыйтăвĕсем, юрату... Çакă йăлтах шанчăклă мăшăр тупса пурнăç çулĕпе пĕр сукмакпа утма пулăшнă та вĕсене. Александр Петров çав куна паян пулса иртнĕ пекех куçĕ умне кăларать.
“...1955 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ. Комсомол XXII конференцийĕ. Эпĕ унта Советски районĕнчен делегат пулса хутшăннăччĕ. Мероприяти пуçланиччен зала сăнатăп. Пĕр питĕ хитре хĕре асăрхатăп. Эпĕ лирик мар, хама мĕнле туйăм ярса илнине каласа та кăтартаймăп. Анчах... Вăл ман енне çаврăнса та пăхмарĕ! Тăхтавра куçăмпа каллех ăна шыраса тупатăп. Те ăнсăртран пулчĕ ку, те эпĕ ăна шăтарасла тинкернине сисрĕ — çаврăнчĕ, куçсем тĕл пулчĕç. Пĕтрĕм! Хам яланлăхах çак куç тыткăнне лекнине тÿрех ăнлантăм.
Каярахпа çакна пĕлтĕм. Чунăма тыткăна илнĕ хĕр — Тамара Григорьева, конференцие Шупашкар районĕнчен делегат пулса хутшăннă. Тепĕр кунне обком пленума пуçтарăнчĕ — секретарьсемпе членсене суйламалла. Парти обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Семен Ислюков ертсе пырать. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш секретарьсем тата шкул ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, çулĕсене кура, урăх ĕçе куçнине пĕлтерет. Апла çĕннисене суйламалла. Семен Матвеевич çамрăксене сĕнет. Пур ыйтăва та тенĕ пек çăмăллăн татса пачĕç. Анчах та шкул ыйтăвĕсемпе ĕçлеме хĕре сĕнчĕç. Çаплах каларĕç: “Комсомол обкомĕн секретарĕсен хушшинче хĕр пулмалла. Чăвашсем ку енĕпе юлса пыраççĕ — çĕршывĕпе те эпир пĕртен-пĕр обком: пирĕн йышра пĕр пике те çук”. Сĕнÿсем кайрĕç — Г.Ворончихина /Канаш/, Е.Железнова /Шупашкар/, В.Романова /Канаш/, Т.Григорьева /Шупашкар районĕ/. Анчах та хĕрсем хирĕçлеме пуçларĕç: пĕри те тепри чăвашла пĕлмест. Григорьева хăйĕн опыт çуккипе сăлтавласан залран реплика пулчĕ: “Опыт ĕç вăхăтĕнче пухăнать”. Тамара каллех хăй иккĕленнине пĕлтерчĕ. Ĕнтĕ нумайăшĕ ун майлă — хÿтĕлесе те хавхалантарса — калаçрĕ. Хĕр сассинче çакна туйрăм — вăл пултаратех. Çапла 32 сасă пухса Тамара комсомол обкомĕн вĕренекен çамрăксен тата пионерсен секретарĕ пулса тăчĕ. Шăпа çапла пулчĕ-тĕр: çулталăкран эпĕ те обкома лекрĕм”.
Александр Петров ял çамрăкĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ. Тамара Григорьевăпа нумай ыйтăва пĕрле татса пама тивнĕ.
Обществăра хĕрарăм ролĕ, статусĕ ÿссех пынă. 1959 çулхи кăрлач уйăхĕнче републикăра пĕрремĕш хут хĕрсен с±езчĕ иртнĕ. Унта хĕр-упраç хуçалăх тата культура аталанăвне епле хутшăннине тишкернĕ. Республика истори архивĕнче халĕ те упранать съезд стенограмми. Тамара Степановна сăмахĕсем уйрăмах нумайăшĕн асне юлнă. “Пирĕн çĕршывра хĕрарăм — пысăк вăй, — тенĕ вăл. — Юлашки çулсенче районсемпе хуласенче хĕрарăмсен клубĕсем уçăлма пуçлани питĕ аван. Унта вĕсем хуçалăх, культура аталанăвне епле витĕм кÿнине, кил тĕрĕшри, воспитани ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ. Çав вăхăтрах пăшăрхантараканни те пур. Хăшĕ-пĕри общество ĕçне хутшăнмасть, халăх хушшинче те, йăлара та хăйсене тыткалама пĕлмест, хĕр чысне упрамасть. Çăмăлттайлăха пулах юрату хакне пĕлмест, телей тупаймасть. Юратма та пĕлмелле. Çавăн пекех — юрату асапне тÿсме те, юратăва хÿтĕлеме те, уншăн кĕрешме те. ...Съезд ĕçне арçынсем те хутшăнаççĕ. Хĕрарăмсем хăйсенчен ниçта та — ĕçре те, вĕренÿре те — кая юлманнипе мăнаçланаççĕ вĕсем. Çав вăхăтрах хĕрарăма темиçе хут йывăртарах — кил хуçалăхри, ачасене воспитани парас ĕçри кăткăслăхсем те ун çине ытларах тиенеççĕ. Упрăр çемйĕрсене”.
Тамара Степановнăн çак сăмахĕсем çамрăк упăшкин кăмăлне питех те тивĕçтернĕ — вĕсем икĕ уйăх маларах кăна пĕрлешнĕ. Александр Петровпа Тамара Григорьева пĕр-пĕрин туйăмĕсене виçĕ çул тĕрĕсленĕ хыççăн пĕр йăва çавăрнă. Туя комсомол обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Николай Егоров ертсе пынă.
Евгения Артуровна ЧАПАЕВА аса илнинчен: “Тамара Степановна — тĕлĕнмелле çынччĕ. Вăл санран йăлт ыйтса пĕлет, çав шутра — йывăрлăхсем çинчен те. Анчах та хăйĕн кăткăслăхĕсем çинчен нихăçан та сăмах пуçармастчĕ. Калăн, унăн пурте лайăх. Тен, вăл йывăрлăхĕ | сене ачашлăхĕпе сиретчĕ? Тамара аппан, эпĕ ăна çапла чĕнеттĕм, чăнласах пурте вырнаçуллăччĕ — мăшăрĕ лайăх, ачисем “5” паллăпа кăна вĕренеççĕ, çурчĕ ăшă та хăтлă, юлташĕ нумай. Ун патне çынсем çутă патне пек туртăнатчĕç, ăна юрататчĕç. Пур çавăн пек çынсем — хăйне евĕрлĕскерсем. Вĕсем пуриншĕн те пăшăрханаççĕ. Вĕсен çумĕнче яланах çутă, ăшă, питĕ-питĕ лайăх. Тамара аппа — шăпах вĕсен йышĕнчен”.
Декабристка
Икĕ çултан Тамара Степановнăна профсоюз обкомне ертсе пыма шаннă. Анчах та кĕçех лару-тăру пачах улшăннă. Маларах пăрахăçланă районсене тепĕр хут йĕркеленĕ хыççăн Александр Петрова партин Йĕпреç районĕнчи комитетне ертсе пыма шаннă. Йĕппи хыççăн — çиппи. Тамара Степановна та 2,5 тата çур çулти хĕрĕсемпе мăшăрĕ хыççăн куçнă. Хĕрарăм районти вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă. “Эпĕ çакна кайри ăспа кăна ăнланса илтĕм, — палăртнă Александр Петрович каярахпа. — Мăшăрăм Шупашкартан ман хыççăн Йĕпреçе куçмасса та пултарнă вĕт. Тĕп хулара карьерăна малалла аталантарма çăмăлрах. Вăл манран пĕрре те кая мар пултаруллăччĕ. Анчах та Тамара ÿпкелешсе пĕр сăмах та каламарĕ...”
1968 çулта çемье пуçне парти Тĕп комитечĕн Общество наукисен академийĕн аспирантурине вĕренме яраççĕ. Тамара Степановна районта тăрса юлать. Пĕчĕк икĕ ачипе, чирлĕ амăшĕпе, кил тулли хуçалăхпа... Телее, шăпа çак лару-тăруран та чыслăн тухма пулăшать.
Йĕпреçе Клавдия Васильевна Чапаева хăйĕн мăнукĕпе хăнана пырать — Петровсемпе вĕсем тахçанах туслашнă. Тамара Степановна чаплă хăнасене тавралăхпа паллаштарать. Чапаев хĕрĕпе мăнукĕ шкул ачисемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Пионерсен лагерĕсенче канакансене Клавдия Васильевна ашшĕ Василий Чапаев, тăванĕсем Александрпа Аркадий çинчен каласа кăтартать. Чăваш Енпе сывпуллашиччен Чапаевсем республика ертÿлĕхĕпе тĕл пулаççĕ. Клавдия Васильевна ашшĕн ятне упранăшăн тав тăвать. Чăваш çĕрне чĕнсе илнĕшĕн, тĕлпулусем йĕркелеме пулăшнăшăн Петровсене ырăпа асăнать, арçын аспирантурăна вĕренме кайнă май çемьен йăла кăткăс ыйтăвĕсене татса парасса шаннине палăртать. Çакна пуçлăхсем тÿрремĕн ăнланаççĕ, Тамара Степановнăна упăшки Мускава тухса кайсанах Шупашкара куçараççĕ. Кĕçех вăл çутĕç тата аслă шкул ĕçченĕсен профсоюз обкомне ертсе пыма пуçлать. Çак должноçре Тамара Степановна 19 çул вăй хурать.
Комсомол, парти ĕçне пурнăçне халалланăскер çемье чăн-чăн управçи пулма та вăхăт та, вăй та çитерет. Чун ăшшине никамшăн та шеллемен вăл. Илĕртÿллĕ хĕрарăм, арăм, амăшĕ, хуняма, кукамай... Унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă. Тамара Степановнăна “Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ”, “Ĕç ветеранĕ” тата хисеплĕ ытти ятпа чысланă. Хисеп хучĕсен шучĕ те çук. Тивĕçлĕ канăва тухнă май должноçрен хăй ирĕкĕпе кайма ыйту çырса панă хĕрарăма пленум ĕçне хутшăннисем чечек айне тунă... Анчах та тивĕçлĕ канура та Тамара Степановна ахаль ларман, Учительсен пĕлĕвне ÿстермелли институтра /халĕ вĕренÿ институчĕ/ вăй хунă. Çавăн пекех ветеран педагогсен “Оптимист” клубне йĕркеленĕ.
Хăрах çунатпа
Мăшăр 56 çул çемье телейне пĕрле туптанă. Çак тапхăрта йыш ÿснĕ — 11 çынна çитнĕ. Хĕрĕсем те çемье çавăрнă, мăнукĕсем те ÿссе çитнĕ, çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ.
...Çав çул тĕлĕнмелле ăшă килнĕ хĕл. Раштавра та, кăрлачра та йĕпе юр кăна мар, пăрлă çумăр та çуса кайнă. Çил тулашнă... Аслă çулти тата чирлĕ çынсене атмосфера пусăмĕ тăрук ÿснине чăтма питĕ йывăр. Çакăн пек канăçсăр вăхăтра икĕ çул каялла нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Тамара Степановна чĕри ĕмĕрлĕхех тапма чарăннă. Икĕ çул çĕклесе çÿренĕ чунри асапа унăн мăшăрĕ Александр Петров хут çине куçарнă — “Негаснущий свет ее души” асаилÿсен кĕнеки кăларнă. Паллах, тĕп вырăн автор сăмахĕ йышăнать. Çавăн пекех Тамара Степановна хĕрĕсем, тăванĕсем, тус-юлташĕ, ĕçтешĕсем сăмах илнĕ кĕнекере. Пурин асĕнче те хĕвел ăшши пек ырă ят хăварнă хĕрарăм.
“Тамара — чăннипех манăн шăпа. Эпĕ çакна малтанхи кĕнекерех палăртнăччĕ... Пурнăçа питĕ юрататчĕ вăл, çынсене хисеплетчĕ. Йывăр вăхăтра яланах пулăшма тăрăшатчĕ. Тăвансемпе çыхăнăва нихăçан та татман. Юлташĕ нумайччĕ. Раççейĕпех çыру килетчĕ пирĕн пата, телефон вĕçĕмсĕр шăнкăртататчĕ.
Тамара питĕ ăслăччĕ, тавракурăмĕ анлăччĕ, вăл питĕ ĕçченччĕ, тĕрĕслĕхе юрататчĕ. Хирĕç-тăрăва “сÿнтерме” пĕлетчĕ. Ултава, тĕрĕсмарлăха чăтма пултараймастчĕ. Эпир унпа нихăçан та должноç суйламан, никама та сутман. Тен, иксĕмĕр те ытла та уçă кăмăллă пулнă-тăр.
56 телейлĕ çул вĕçленнишĕн питĕ шел. Халĕ кăна çакна ăнланатăп — тав туса сахал каланă эпĕ мăшăрăма вăхăтĕнче. Çывăх çынна тав тума мĕншĕн пĕлместпĕр-ши? Шел, çакна ытла та кая юлса ăнланатпăр...
Тамара Степановна ачамăрсене яланах чыса, йăла-йĕркене упрама вĕрентетчĕ. Çакă пурнăçра тĕл пулакан кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулăшать”, — палăртать шухăшне унăн мăшăрĕ, республика ертÿçинче ĕçленĕ Александр Петров.
Маргарита ИЛЬИНА хатĕрленĕ.
ПЕТРОВСЕН çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.
Комментари хушас