Çĕрулми тупăшлă-и е тăкаклă-и?

2 Пуш, 2017

Пуш уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти "Экспо-Контур" суту-илÿпе курав комплексĕнче "Çĕрулми – 2017" регионсен хушшинчи курав тăххăрмĕш хут иртет.

Курав — çĕрулми туса илекенсен, инвесторсен уçă форумĕ. Вăл "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтернĕ, упранă, тирпейленĕ çĕрте малти опытпа, технологипе паллаштарать. Унта çулсерен тĕрлĕ регионтан тата ытти çĕршыври предприятисем хутшăнаççĕ. Куравра "çавра сĕтелсем", наука-практика конференцийĕсем, ĕçлĕ тĕлпулусем иртеççĕ.

Федерацин Атăлçи округĕ çĕрулми, пахчаçимĕç туса илессипе паллă. Ку енĕпе эпир 8-мĕш вырăнта. Унччен пысăк организацисем ытларах ĕçленĕ пулсан, юлашки çулсенче фермер, хушма хуçалăхсенче те лаптăксем ÿссех пыраççĕ. Вăрмар, Комсомольски, Елчĕк, Вăрнар, Муркаш, Патăрьел районĕсенче "иккĕмĕш çăкăр" анисем самай.

Темиçе çул каялла республикăра çĕрулми туса илессине 1 млн тоннăна çитерме палăртнăччĕ. Вăл вăхăтра чĕртавара сутма чăрмав пулманнипе çине тăрсах хуçалăхсенче лаптăксене пысăклатма тытăнчĕç. 2014 çулта республикăра "иккĕмĕш çăкăра" 580,3 пин тонна кăларса пуçтарчĕç /гектарти тухăç 173,9 ц\. 2015 çулта асăннă хисеп патне палăрмаллах çывхартăмăр темелле – 700,1 пин тонна /206,5 ц\ пуçтарса кĕртме пултартăмăр. Шел, ун хыççăн кăтарту каллех чакрĕ. 2016 çулта вăл 593,1 пин тоннăпа /гектар пуçне 182,6 ц\ кăна танлашрĕ. Чăн та, Комсомольски тăрăхĕнче кашни гектартан вăтамран 219,7 центнер тухнă. Улатăр районĕнче — 141,3 центнер.

Çĕрулми туса илесси чакни республикăра унăн лаптăкĕсене пĕчĕклетнипе те çыхăннă. Пĕлтĕр ăна 9 пин гектар ытларах лартнă. Ку малтанхи çулхинчен 1,2 процент сахалрах. Сăлтавĕ паллă. Чĕртавар тухăçлă пулни те ура хурать иккен. Суту-илÿре "иккĕмĕш çăкăр" палăрмаллах йÿнелни, ăна тупăшлă вырнаçтарайманни çĕр ĕçченĕсене самай тăкак кăтартрĕ. Паха тавара 2-3 тенкĕпе /1 килограмне\ крахмал заводне ăсатма тивни шухăшлаттарать. Çитменнине, хресчен чăтăмлăхне тĕрĕсленĕн юлашки çулсенче кĕр çумăрлă тăни уй-хирте ăнса пулнă çимĕçе вăхăтра пуçтарса кĕртме чăрмантарчĕ.

Пĕлтĕр те лару-тăру ытлашши уйрăлса тăмарĕ темелле. Çумăрлă çанталăка пула çĕрулми пылчăк, юр айне юлса самай пĕтрĕ. Кун хыççăн ирĕксĕрех шухăша каятăн: нушаланма, тăкак курма кирлех-ши?

— Унччен техника пуррине кура çĕрулми валли пысăк лаптăк уйăрнă. Анчах юлашки тапхăрта кĕркунне йĕпе-сапа тăнипе "иккĕмĕш çăкăра" кăларса пуçтарасси йывăрланчĕ. Çĕр путнипе хăватлă техника уй-хирте йĕркеллĕ ĕçлеймерĕ. Ĕçченсем те кăмăлсăр. Çакăн хыççăн халăхпа канашласа лаптăка чакарма йышăнтăмăр, — тесе пĕлтернĕччĕ пĕр хуçалăх ертÿçи. — Чăн та, лартмалли плана тултараймарăмăр.

— 2015 çулта çĕрулми йÿнĕпе сутăнчĕ. Пĕлтĕр те çаплах. Çавна май аграрисем тупăш кÿрекен ытти ял хуçалăх культурине /пахчаçимĕç, сахăр кăшманĕ, хĕвелçаврăнăш\ ытларах çитĕнтерме тытăнчĕç, — палăртаççĕ ЧР Ял хуçалăх министерствинче.

Паян рынокра çĕрулми ытлашшипех. Ăна ытти регионта, çĕршывсенче те çителĕклех туса илеççĕ. Иртнĕ çул Раççейре 31 млн тонна пухса кĕртнĕ. Çуркунне суту-илÿ сентри кăнтăр тăрăхĕнчен, ют çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ ир пулакан çĕрулмипе тулать. Вырăнти тавара хĕссе кăларать.

Чылай хуçалăх çĕрулми, пахчаçимĕç упрама çуккипе ăна кĕркунне йÿнĕ хакпах сутать. Юлашки вăхăтра ку енĕпе те чăрмав. Ĕлĕкхи пек пысăк машинăсем черетре тăрса туянмаççĕ. Ирĕксĕрех упрама хумалла. 2014-2016 çулсенче хуçалăхсенче 28 хранилище тунă. Вĕсенче çĕрулми — 160 пин /чĕртаварăн 60 проценчĕ\, пахчаçимĕç 80 пин тонна /60 процент\ вырнаçать. Хранилищĕсем тума /юсаса çĕнетме\ кайнă тăкакăн пĕр пайне патшалăх енчен саплаштарни, çăмăллатнă кредит уйăрни курăмлă пулăшу.

Пĕлтĕр патшалăх пулăшăвĕпе усă курса Патăрьел районĕнчи "Батыревский" пĕрлешÿ 2 пин тонна çĕрулми вырнаçмалăх хранилище тунă. 2017-2018 çулсенче Вăрнар районĕнчи "Агрохмель" пĕрлешÿ /1500 тонна кĕрет\, Етĕрне тăрăхĕнчи О. Григорьева фермер хуçалăхĕнче /5000 тонна\ çĕнĕ обĕектсем çĕкленмелле.

Паха вăрлăх хуçалăхсен кĕсйине самай пушатать. Ăна ытларах аякран туянма тивет-çке. Малашне "АСК-Елчĕк" пĕрлешÿ никĕсĕ çинче çĕрулмин çĕнĕ сорчĕсемпе ĕçлекен центр йĕркелесшĕн.

Республикăра "иккĕмĕш çăкăра" ытларах туса илме, сутма çул уçăлать тейĕн. Анчах çичĕ хут тар тăкса çитĕнтернĕ çимĕçе вăхăтра, тăкаксăр кăларса пуçтарма, тупăшлă вырнаçтарма, тĕнче рынокне çул хывма вăй çитерĕпĕр-ши?

Лариса Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.