- Чăвашла верси
- Русская версия
Çăмарта хуппи пулăшĕ
Кÿршĕ кашни çул тенĕ пек çĕр улми ани çине çăмарта хуппи кăларса пăрахать, чăннипех те усăллă-ши вара çапла туни?
Елизавета Павлова. Шупашкар районĕ, Кÿкеç.
Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ÿсен-тăрана хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Елена Соколова хуравлать.
– Çăмарта хуппи – чăннипех те паха удобрени. Унта 92-95 процент таран кальци карбоначĕ, çавăн пекех магни карбоначĕ, фосфат тата органика япалисем пур. Ӳсен-тăрана вара азотпа фосфор тата кали тăварĕсĕр пуçне кальципе магни çав тери кирлĕ. Унсăр пуçне çăмарта хуппи йÿçек çĕре нейтрализацилеме, унăн тытăмне лайăхлатма пулăшать.
Çăмарта хуппи çулталăк хушшинче темиçе килограмм таранах пухăнать. Анчах ăна тĕрĕс упрамалла, картун курупкана тирпейлĕ хурса пымалла, виçĕ-тăватă кунран вăл типет. Ун чухне ăна вĕтетсе курупкана е хут пакета чикмелле. Полиэтилен хутаçра тытма юра-масть – пăсăлать.
Хăшĕ-пĕри çăмарта хуппине пахчана ватмасăрах кăларса пăрахать. Пысăк йăнăш ку – вĕтетмесен çав тери майĕпен ирĕлет, çитменнине ăна кайăксем таккаса пĕтереççĕ. Типĕтсе вĕтетнĕскерне çĕр ăшне варăнтармалла. Йывăç кĕлĕпе е доломит çăнăхĕпе пĕрле хывсан тата лайăхрах. Настойка та тума юрать. Ӳсен-тăрана апатлантарма çав тери лайăх удобрени. Çăмарта хуппине кĕленчене тултарса шыв ямалла, капрон хупăпа хупмалла. Эрнерен пăтранчăк тĕслĕ шăршлă шыв пулĕ. Усă куриччен ăна шывпа (1:3) хутăштармалла. Пуриншĕн те усăллă вăл. Уйрăмах кăшман, сухан, ыхра, купăста, сельдерей, шпинат, хурлăхан, слива, чие, торн килĕштерет ăна. Пÿлĕмри чечексемшĕн те лайăх вăл.
Комментари хушас