Юхăм аталанать - патриотсен йышĕ ÿсет

15 Нарăс, 2017

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартас тесе фронтри салтаксем те, тыл ĕçченĕсем те ырми-канми тăрăшнă, ирĕклĕхшĕн çапăçса хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне те хĕрхенмен. Вĕсен хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ халăх асĕнче яланлăхах юлĕ. Шел, нумайăшĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă: хăшĕсем хыпарсăр çухалнă, чылайăшĕ окопсемпе пулемет ячейкисенчех, дзотсемпе дотсенчех ĕмĕрлĕх куçа хупнă. Шăпах çакăн пек шăпаллисем çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе ĕçлеççĕ те шырав отрячĕсем. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшакан тата тĕрлĕ ÿсĕмри пин-пин çын — врачсем, учительсем, служащисем, студентсем — «Астăвăм вахтисене» хутшăнаççĕ, 1941-1945 çулсенче хаяр çапăçусем пынă вырăнсенче вилнĕ салтаксен юлашкийĕсене шыраççĕ, хыпарсăр çухалнисем камсем пулнине палăртма тата ку информацие тăванĕсене пĕлтерме тăрăшаççĕ. «Юлашки салтака пытармасăр вăрçă пĕтмест», — вырăссен паллă çар пуçĕн Александр Суворовăн çак сăмахĕсем хальхи вăхăтра шырав отрячĕсен хастарĕсемшĕн пархатарлă ĕçĕн тĕллевĕ пулса тăраççĕ.

Чăваш Енре шырав юхăмĕ вăтăр ытла çул каялла йĕркеленнĕ. Çак тапхăрта асăннă пĕрлĕхсен хастарĕсем çĕр-çĕр салтак юлашкийĕсене тупса чыслăн пытарнă. Шыравсене хутшăннипе пĕрлех вĕсем архивсенче тата даннăйсен базисемпе ĕçлеççĕ, хыпарсăр çухалнисен йышне кĕртнисен тăванĕсене тупма тăрăшаççĕ, Çĕнтерĕве çывхартас тесе пуç хунисен вилтăприсене, палăксене, асăну паллисене тирпей-илем кĕртеççĕ, сăнаса тăраççĕ.

«Республикăра 16 шырав отрячĕ тата пĕрлешĕвĕ ĕçлет, вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çапăçăвĕсем пулнă вырăнсенче йĕркелекен шырав экспедицийĕсене хутшăнаççĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытас енĕпе тăвакан пархатарлă ĕçе ачасемпе çамрăксене хастартарах хутшăнтарас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕсене çирĕплетнĕ. Тăван çĕршыва юратни çеç пире пĕтĕçтерме тата пĕрлештерме пултарать, аслă çĕршывăмăра никам çĕнейми тăвать, пире тулашри кирек мĕнле чĕнĕве те тивĕçлĕн хирĕç тăма май парать», — палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Çапла, Чăваш Ен Пуçлăхĕн пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче кăларнă указĕпе килĕшÿллĕн шыравçăсем валли 75 пин тата 100 пин тенкĕлĕх виçшер грант уйăрма пуçланă. Çак пулăшу экспедицисене каякансемшĕн питех те вырăнлă пулĕ: вĕсем инçе çула ялан тенĕ пекех хăйсен укçи-тенкипе тухаççĕ-çке, вăтамран 5-10 пин тенкĕ тăкаклаççĕ. Асăннă грантсем Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисен ятне вилĕмсĕрлетессипе çыхăннă ĕçе ачасемпе çамрăксене тата хастартарах явăçтарасса та шанас килет. Сăмах май, пирĕн республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче 11 шырав отрячĕпе клубĕ ĕçлет.

Шыравçăсем экспедицисене тĕпрен илсен отпуск вăхăтĕнче каяççĕ. Вĕсене хăйсен кану тапхăрĕнче инçе çĕрте палаткăсенче пурăнма, вуншар çухрăм утма, 70 ытла çул каялла çапăçу пынă вырăнсене — тăмлă е хăйăрлă çĕре, халĕ тырпул çитĕнекен уйсене е хытхура алхасакан лаптăксене — чавса салтаксен кĕлеткисене шырама, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерме мĕн хистет-ха? «Экспедицисенче çĕре чавса вăрçă вăхăтĕнчи япаласене тупма пуçласан кăсăклану ÿсет. Çапах пирĕншĕн тĕп вырăнта — салтаксен кĕлеткисемпе медальонĕсене тупасси, вĕсен ят-шывне палăртса тăванĕсемпе çыхăнасси. Медальон тупсан чунра мĕнле кăмăл-туйăм хуçаланнине сăмахпа каласа-çырса кăтартма май çук! Çапла майпа астăвăма, историе тавăрнăн туйăнать. Тăванĕсене шыраса тупсан вĕсем куççульленни, пире чĕререн тав туни питĕ хумхантарать. Çакнашкал самантсемшĕнех — çынсем вăрçăра çухалнă тăванĕсем пирки мĕнле те пулин хыпар пĕлесшĕн-çке, хăшĕсем ĕмĕрĕпех кĕтеççĕ! ­— шырав ĕçне хутшăнма юрать», — тенĕччĕ экспедицие хутшăннă пĕлĕшĕмсем.

Вĕсем мĕн тери сăваплă ĕç тунине пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче — 74 çул каялла Тверь облаçĕн Ржев районĕнчи Полунино ялĕшĕн тата 200 метр çÿллĕшĕшĕн пынă çапăçура вилнĕ Константин Савельевăн кĕлетке юлашкийĕсене тăван Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте пытарнă чухне — питĕ лайăх ăнлантăм. Астăвăм кĕнекинче К.Савельева Полунино ялĕнче пытарнине палăртнă, çавна пула тăванĕсемпе ял çыннисем арçын тăванла масарта канлĕх тупнă тесе шухăшланă. Çапах пĕлтĕр Мускав хулинчи «Победа» шырав отрячĕ хĕрлĕ армеецăн кĕлетке юлашкийĕсене асăннă ялтан инçех мар хирте тупнă. Вăл шăпах пирĕн ентеш пулнине пĕлме кăранташпа çырнă медальон, нимĕç гильзи ăшне хунăскер, пулăшнă. Константин Николаевичăн кĕлетке юлашкийĕсене çĕршывăн тĕп хулине унăн тăванĕсем кайса илнĕ. 2-мĕш гварди мотострелоксен дивизийĕн 2-мĕш гварди мотострелоксен полкĕн гварди хĕрлĕ армеецне ялти масара питĕ чыслăн пытарчĕç. Ял çыннисем хурлăхлă церемоние тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерме укçа-тенкĕ пухнă, кĕлĕ тума пачăшка чĕннĕ. Вĕсем Шупашкарти «Веда» пĕрлешÿ хастарĕсене, Мускаври «Победа» отрядпа çыхăну тытса ĕçлекенскерсене, чĕререн тав турĕç. Нăрваш Шăхальсен туслăхĕ чăннипех те тĕлĕнтерчĕ: вĕсем Çĕнтерĕве çывхартас тесе пуç хунă ентешне сума суни — 74 çул каяллах пурнăçран уйрăлнăскерне хăйсем пачах курман пулин те — кашни утăмрах лайăх сисĕнчĕ.

«Эсир вилнĕ салтаксемпе офицерсен ячĕсене тавăратăр, пирĕн халăхăн пĕрлехи историне пайăр тата тĕрĕс /çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ/ фактсемпе пуянлататăр», — тенĕччĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин икĕ çул каялла Пĕтĕм Раççейри «Астăвăм вахти» акцие уçнă май. Вăл шырав отрячĕн членĕсем çамрăксене чăнласах та пĕлтерĕшлĕ пахалăхсем — чăн-чăн патриотизм мĕн иккенне кăтартаканнисем тата пирĕн историе хисеплеме пулăшаканнисем — тавра пухнине палăртнăччĕ.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче ЧР çар комиссариачĕн ĕçченĕсем Чăваш Енри шырав отрячĕсен хастарĕсене РФ Оборона министерствин наградисене парса чысланă. III степень «Шырав юхăмĕнче палăрнăшăн» палла 10 çын — «Веда», «Астăвăм» /Чăваш патшалăх педагогика университечĕ/, «Георгий хăйăвĕ» /Чăваш патшалăх университечĕ/, «Гвардеец» /Шупашкарти 29-мĕш шкул/, М.Шуйцев ячĕллĕ /Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕ/ отрядсен хастарĕсем — тивĕçнĕ.

Экспедицисене хутшăнакансем çак утăма сăваплă тивĕçе асра тытса, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ирĕклĕхшĕн çапăçнисене пуç таяс тесе тăваççĕ. Шăпах çакăн пек хастарсен тăрăшăвĕпе Раççей шырав юхăмĕ вăй илсе, аталанса пырать те.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

 

Евгений ШУМИЛОВ, Раççейри шырав юхăмĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн канашĕн председателĕ:

— 30 çул каялла эпĕ экспедицисене кайсан алла кĕреçе тытаттăм та çĕре чаваттăм, унтан вара мĕн тупма май килнине пăхаттăм. Хальхи вăхăтра шырав ĕçĕсене ăслăлăх вĕрентнине тĕпе хурса ирттеретпĕр. Чăн-чăн шыравçăн хăйĕн ĕçĕн пысăк пайне архивсенче пурнăçламалла. Унта та чăтăмлăх, тимлĕх нумай кирлĕ. Юлашки çулсенче Раççей шырав отрячĕсен хастарĕсем Чăваш Енрен вăрçа кайнă 98 çыннăн кĕлеткине тупнă, вĕсем — документсемпе çирĕплетнисем. Шырав вăхăтĕнче кĕлетке юлашкийĕсене тупсан чĕре самантлăха тапма чарăннăн туйăнать: вăл савăнать те, çав хушăрах ыратать те. Апла эпир хамăрăн тивĕçе пурнăçлатпăр.

Павел ПРОСУКОВ, Чăваш Республикинчи «Веда» шырав отрячĕн ертÿçи:

— Шырав ĕçĕсем палăртнă вырăна тухса кайиччен чылай маларах пуçланаççĕ: эпир архиври документсене тишкеретпĕр, карттăсемпе тĕплĕнрех паллашатпăр, оборона тата тапăну линийĕсене уçăмлататпăр. Унтан çапăçу пынă вырăна тĕпчетпĕр-тĕрĕслетпĕр, çак тĕллевпе ятарлă хатĕрсемпе — тимĕр детекторпа, шырав щупĕпе — усă куратпăр. Калуга облаçĕнче бомба лексе арканнă çар госпиталĕ пулнă вырăнта шырав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Унта вилнисен списокĕнче эпир хамăрăн икĕ ентешĕн — Вăрнар тата Муркаш районĕсенчен — ят-шывне тупрăмăр. Вĕсене кăçал çу уйăхĕнче Калуга облаçĕнче чыслăн пытарăпăр, тăванĕсем те пыма шантарчĕç.

Евгений ШАЛИМОВ, «Çветтуй Илья Муромецăн застави» отряд хастарĕ:

— Экспедицисене çулталăкра икĕ тата ытларах хутчен кайма тăрăшатăп. Салтак кĕлеткисем, тĕрлĕ хĕç-пăшалпа вăрçă хатĕр-хĕтĕрĕ выртакан траншейăра тăнă самантсенче хамăр та вăрçă хирне лекнĕн туйăнать. Йĕри-тавра тинкернĕ май таçтан инçетрен нимĕçсем, тăшман танкĕсем килнине, сан еннелле пенине, бомба пăрахнине куç умне кăларатăн та — çапăçăва хутшăннă çынсем мĕнле чăтнă-ши тесе тĕлĕнетĕн. Вĕсен çапăçмалла, ăçта килнĕ унта мар, фашиста тĕллемелле пулнă вĕт-ха. Ура айĕнче — çĕр-çĕр пин гильза, çапăçусем хĕрÿ иртнине çирĕплетекенскерсем. Çакнашкал самантсенче пирĕн салтаксемпе офицерсем вăрçă çулĕсенче мĕн тери пысăк паттăрлăх кăтартнине питĕ лайăх ăнланса-туйса илетпĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.