Пурччĕ тимĕрçĕ лаççи...
Паян, космос ĕмĕрĕнче, тимĕрçĕ лаççине пĕрлешӳллĕ хуçалăхсене йĕркелес тапхăрпа çыхăннă кинофильмсенче кăна куратăн. Эпĕ, кĕçех çитмĕл çул тултараканскер, тăван Хачăкра Ункă юханшывĕнчен инçех мар вырнаçнă тимĕрçĕ лаççине астăватăп. Унăн вучахĕнче çĕр кăмрăкĕ ялкăшса çунатчĕ, сӳнесрен ăна вĕркĕчпе сывлăш парсах тăратчĕç. Пичĕ-куçĕ хĕрлĕ-хура тĕспе витĕннĕ арçын хĕртнĕ тимĕр татăкне шыв чанне пăрахса сивĕтетчĕ. Хăй вара умне хулăн саппун çакнă, алсиш, хура куçлăх тăхăннă. Паллах, пире, шĕвĕрккесене, шала кĕртместчĕç.
Эпĕ 10-мĕш класра чухне çирĕме çывхаракан Трофим Бычков "С-4" комбайна вырмана епле типтерлĕн юсаса хатĕрлени халĕ те куç умĕнче. Каярахпа ячĕсене улăштарнă, пĕрлештерсе пысăклатнă "Знамя коммунизма", Киров ячĕллĕ колхоз, "Ишлейский" совхоз уй-хирĕнче МТС, РТС, "Сельхозтехника" тракторĕсемпе автомашинисем кунĕн-çĕрĕн кĕрлеме пуçларĕç. Халĕ вĕсен йĕрĕсем тахçанах таптанса çухалнă ĕнтĕ, штурвалĕсен умĕнче ларнă çынсен ячĕсене астăвакансем те çукпа пĕрех.
А. Михайлов журналист-таврапĕлӳçĕ кăларнă "Тăван ялăм Хачăк, вăлах Ямпак" кĕнекере çакăн пек йĕркесем пур: "Пахом Назарович Назаров – пирĕн ялти пĕрремĕш тимĕрçĕ. Çак ăсталăха ăна 1905-1907 çулсенчи революци хыççăн пирĕн ялта хӳтлĕх тупнă Чулхула вырăсĕ Борис Добросмыслов слесарь вĕрентсе хăварнă. Пахом Назарович тимĕрçĕ ĕçне хăйĕн ывăлĕсене Степанпа Уçăпа алла илме пулăшнă. Вăрçăччен Степанпа Осип Кузнецовсем пирĕн тăрăхра ăста тимĕрçĕсем пулнипе палăрнăччĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче Степан пичче тимĕрçĕ ĕçне хăйĕн аслă ывăлне вĕрентнĕ. Çак ĕçре Владимир Кузнецов 30 çул ытла вăй хурса ырă ята тивĕçрĕ".
Паян механизаторсем юсав ĕçĕнче çĕнĕ йышши инструментсемпе усă кураççĕ пулин те тимĕрçĕ лаççине кĕмесĕр, сăмахран, сӳре шăлне те тӳрлетеймеççĕ тата ытти те. 1987 çулта ун чухнехи Горький облаçĕнчи Вад районĕнчи пĕр хуçалăха ĕçлеме кайнăччĕ. Çавăн чухне манăн тимĕрçĕ лаççинче сӳре шăлĕсене хĕртсе тӳрлетме тиврĕ. Ку вăл – орден илме тивĕç пулнă хуçалăхра! Эппин, пурнăçра "катăк пуртă та кирлĕ" тени тĕрĕсех.
Хачăкри тимĕрçĕ лаççи пирки калас тăк унăн никĕсĕ те тахçанах курăкпа витĕннĕ. Ун çинчен Шупашкарти ял хуçалăх выставкинчи экспонатсем çеç аса илтереççĕ /сăнӳкер-чĕкре\.
Александр МОКИН.
Шупашкар районĕ.
Комментари хушас