Пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем

4 Нарăс, 2017

2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен — федерацин социаллă хушма тÿлевĕ, нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен страховани пенсийĕсем тата федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕ ÿсни пирки РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева каласа кăтартрĕ.

Федерацин социаллă хушма тÿлевĕ. Ĕçлемен граждансен тупăшне Чăваш Енри пенсионерсене регионта пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçе шайне — 7720 тенке — çитерес тĕллевпе федерацин социаллă хушма тÿлевне параççĕ. Тупăш шутне пенси, уйăхри ытти тÿлев /пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн, телефоншăн тивĕçекен компенсаци/ кĕреççĕ. Урăхла каласан, федерацин социаллă хушма тÿлевĕн сумми пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе тата пенсионерăн тупăшĕ хушшинчи уйрăмлăхпа танлашать.

Чăваш Енре социаллă хушма тÿлеве 40 пине яхăн çын илет, унăн вăтам виçи — 1811 тенкĕ.

Пенсисемпе тÿлевсене нарăс уйăхĕнчен федераци пулăшăвĕн суммине çĕнĕрен палăртаççĕ: ăна тивĕçекен чылай пенсионерăн тупăшĕ ÿсет, анчах пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлашаймасть. Çавна май индексациленĕ хыççăн вĕсем алла илекен сумма малтанхи пекех 7720 тенкĕ пулать.

Страховани пенсийĕн ирĕкĕ. Раççейре 2015 çулта пурнăçа кĕртнĕ пенси формулипе 2017 çулта страховани пенсине палăртмашкăн 8 çул стаж, 11,4 балл кирлĕ. Çапла тумашкăн 2025 çулччен вăйра тăракан куçăм тапхăрĕ хистет: пĕрремĕш кăтартăва çуллен — 1 çулталăк, иккĕмĕшне 2,4 балл хăпартса пыраççĕ. Стажпа балсене кирлĕ чухлĕ пухаймасан пенсие каярах палăртаççĕ е социаллă пенси памалла тăваççĕ /хĕрарăмсене — 60, арçынсене 65 çултан/.

Ялти ватăсен кĕтме тивет. Федерацин 2016 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 428-мĕш саккунĕ ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар тăрăшнă тата унтах пурăнакан ĕçлемен пенсионерсене страховани пенсийĕн çирĕплетнĕ /фиксациленĕ/ пайне 25 процент пысăклатассипе çыхăннă саккун нормине пурнăçлассине 2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен чарса лартнă.

Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă, хальхи вăхăтра ĕçлемен 74 пин пенсионер пурăнать.

Ĕçлеменнисенне индек­саци­леççĕ. Ĕçлемен граждансен социаллă пенсийĕсене тата вĕсен тытăмĕнчи çирĕплетнĕ пая нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 5,4 процент пысăклатаççĕ.

Ĕçлекен граждансене индексациленĕ пенсие вĕсем вăй хума пăрахсан параççĕ. Вĕсен пенсине 2016 çулта хывнă взноссене шута илсе кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 3 балл таран е уйăхри 20 пин тенкĕпе танлашакан шалу виçипе пысăклатаççĕ.

Патшалăх тивĕçтерĕвĕн, çав шутра социаллă пенсисене пенсионера пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçене çĕршывра иртнĕ çулта пысăклатнă май çын ĕçленипе ĕçлеменнине пăхмасăр пуринне те ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăпартаççĕ.

Хальхи вăхăтра вĕсене республикăра тивĕçекенсем — 27 пин. Социаллă пенсисен вăтам виçи — 7,8 пин, сусăр ачасемпе пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен — 11,9 пин тенкĕ.

Федераци çăмăллăхçисен уйăхри тÿлевĕ тата соцпа­кет хакĕ нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 5,4 процент пы­сăкланаççĕ. Социаллă пулăшу пуххи 1048,97 /эмел пайĕ — 807,94, санаторипе курорт пайĕ — 124,99, транспорт пайĕ — 116,04/ тенкĕпе танлашать.

Республикăра пурăнакан федерацин 104 пин çăмăллăхçинчен 80 проценчĕ — инвалид. Уйăхри укçа тÿлевĕ вăтамран 116 тенкĕ ÿссе 2268-а çитет. Асăннă ушкăнри граждансене тÿлевпе тивĕçтермешкĕн кăçал 2,8 миллиард тенкĕ тăкаклаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.