«Эпир çуннине кÿршĕсем ярмăрккăри пек пăхса тăчĕç»

2 Нарăс, 2017

"Галя, тăр-ха! Пушар! Çунатпăр", — çывăракан арăмне вăратнă Владимир. Çĕр варри, икĕ сехет иртнĕ. Тутлă ыйха сасартăк татма тивнĕ май мĕн пулса иртнине хĕрарăм тÿрех ăнкарайман. Чÿречерен пăхнă — вите-сарай хĕп-хĕрлĕн ялкăшса çуннă. Пушарнăйсене чĕннĕ хыççăн арăмĕ чĕтрекен аллипе документсене пуçтарнă, унтан çывăрмалли кĕпе вĕççĕн, çара уран кÿршисем патне чупнă. Упăшки выльăха вут-çулăмран хăтарма васканă...

Ана çинчи йĕрсем

Ку инкек пĕлтĕрхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿелти Любимовсен хуçалăхĕнче пулнă. Пушарччен тăватă кун маларах кăна утă хăпартнă вĕсем, икĕ ĕне хĕл каçармалăх аслăка тултарнă. "Тюксене çăтă-çăтă хурса купаланăччĕ, сывлăш çуккипе кăна çулăм алхасаймарĕ. Ялти кашни килтенех пушар сÿнтерме тухрĕç. Çулăм мунчана хыпса илес патнех çитнĕччĕ, куçма памарĕç. Юрать-ха, çанталăкĕ çиллĕ марччĕ, çынсем тăрăшнипе пÿрте сыхласа хăвартăмăр", — аса илчĕç синкерлĕ çĕре кил хуçисем.

Пушар ăçтан тухнă? Ку ăнсăртран маррине Любимовсем тÿрех тавçăрнă. "Всех уничтожу!" "Бензин сапса çунтарса яратăп!" çапла каланине вĕсем О.-сенчен пĕрре мар илтнĕ. Кÿршĕ-аршăн вăрçăнасси пулать-ха, анчах уншăнах шăрпăк алла тытмалла-им? Владимир Семенович пахчана тухса пăхнă: çĕрулми ани çинче тин кăна юлнă ура йĕрне асăрханă. Такам вĕсем патне карта урлă каçса кĕнине кăтартнă ку.

Пĕтĕм ял "хĕрлĕ автанпа" кĕрешнĕ чухне О.-сем çывăрман /вĕсен çурчĕн чÿречинчен çутă курăннă/, анчах пушара сÿнтерме пулăшман. "Ярмăрккă курма килнĕ пек, шоу тейĕн, çемйипех тухса тăчĕç: ирхи 4 сехетре ачи-пăчине те — пĕри тукмак пысăкăш, тепри 1-мĕш класа каймаллискер — тăратса тухнă. Пушар сарăласса вĕсем кĕтсех тăнă, çавăнпа çывăрман тен", — Любимовсен хутне кĕчĕ тепĕр кÿрши Антонина Краснова.

Тавăрнă

Тĕпчев пуçлансан О.-сен ывăлĕ, 1983 çулта çуралнă А., хăйĕн айăпне тÿрех йышăнман. Вĕсем çемйипех туннă: пушара Любимовсемех кăларнă имĕш. "Мĕн кăна илтме тÿр килмерĕ-ши? Упăшка аслăк çинче çывăрнă та эпĕ ăна шăрпăк çутса шыранă иккен. Ара, халь кам шăрпăкпа çÿрет? Телефон та, хунар та алă айĕнчех. Эрех юхтарнă терĕç. Сăмакунне ялĕпех юхтараççĕ, анчах никам та вучах чĕртмест, пурин те газ пур. Унтан "сварка тунă" сăмах та илтрĕмĕр. О.-сен хĕрĕ судра: "Тетене айăплас тесе эсир хăвăр юриех чĕртнĕ", — тени шалтах тĕлĕнтерчĕ. Çав тери ăсран тайăлнă çынсем-шим вара эпир аслăк тулли утта çунтарса ямашкăн? Тĕрĕссипе, çав кунхине эпир мунча та хутман", — калаçрĕ Галина Викторовна.

Следстви тата суд палăртнă тăрăх, А. çав каçхине ÿсĕр пулнă. Вăл Романов патĕнче эрех ĕçнĕ. Çур çĕр иртни 1 сехет тĕлĕнче тин киле кайнă. Хăйсен сарайĕ хыçĕнче пирус туртнă чухне унăн пуçне Любимовсене тавăрас шухăш кĕнĕ. Вĕсем 2007 çултанпа вăрçăнса пурăннă. Арçын кÿршисем патне карта урлă сиксе каçнă. Пирус курупкине чĕртнĕ те аслăк тăррине пенĕ, унăн алăкĕ уçах тăнă. Утă çунма тытăнсан А. киле тарнă, çывăрма выртнă. Анчах ыйхă килмен. Мĕн туса хунă-ха вăл? Кÿршĕсен пÿрчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайсан? Йăнăшне ăнланнă хыççăн А. сарай хыçĕпе Любимовсем патне тепĕр хутчен каçнă, вутăн вăрăм чĕлхи аслăк çийĕн алхаснине курнă. Пушара пĕччен сÿнтерме май çуккине ăнланнăскер каллех килелле чупнă, ашшĕ-амăшне вăратнă. Çынсен сарайне вут тивертнине вăл тÿрех каламан — тĕрмене лартасран хăранă. Судра А. айăпне йышăннă, киревсĕр хăтланнăшăн ÿкĕннĕ. Ăна суд икĕ çул çурăлăха условлă майпа айăпланă, тăкак кÿнĕшĕн 102 пин тенкĕ тÿлеттерме йышăннă.

"Ку преступление А.-на хăйĕн çине вăйпа илтернĕ имĕш. "Пуçне "кăшăл" /ывăлне полиграфпа тĕрĕсленĕ/ тăхăнтартса йышăнтарнă, хĕненĕ ăна..." — амăшĕ Р. çапла сÿпĕлтетсе çÿрерĕ", — ăнлантарчĕ Владимир Семенович.

"Эпĕ каплах ватă курăнмастăм. Куляннипе пĕркеленчĕксем тухрĕç, начарлантăм. Çапла хăтланмалла марччĕ вĕсен. Библиотекăра ĕçленĕ чухне О.-сене мухтаса тĕрлĕ хаçата статья çыртăм. Суд хыççăн А.-на лавккара куртăм: "Сана хисеплеттĕм, чипер каччă тесе мухтаттăм. Эпир çунса вилнĕ тĕк эсĕ çĕр çинче мĕнле утса çÿрĕттĕнччĕ-ши?" — терĕм. "Çÿрĕттĕмччĕ", — сиввĕн хуравларĕ, хура ĕçĕшĕн ÿкĕнмест те вăл, тарăхнипе участковăй патне шăнкăравларăм", — аса илчĕ Галина Викторовна. Пушарта кĕлленнĕ сарая Любимовсем пĕр уйăхрах çĕнĕрен çĕкленĕ, утă та туяннă. Страховка укçи кăштах тухнă. Агентра ĕçлекен пĕлĕшĕ ÿкĕте кĕртнĕшĕн вĕсем халĕ те савăнаççĕ: "Кÿршÿсем чĕртсе ярассипе пĕрмай хăратаççĕ, хуçалăха страхламаллах сирĕн", — тенĕ лешĕ. Çĕнĕ сарай çĕкленĕ чухне вĕсен 500 пин тенке яхăн тăкакланнă. Пушарта 100 пин тенкĕлĕх утă çуннă. Любимовсен Çурçĕрте ĕçлекен ывăлĕ укçа-тенкĕрен пулăшнă. Ялти 3 арçын Любимовсем патĕнче ĕçленĕ. Вĕсене пулăшас тесе платниксем Мускава шапаша кайма тăхтанă, ĕçĕшĕн пысăк укçа та ыйтман. Çавăн пирки кÿршĕ хĕрарăмĕ пĕлнĕ те бригадира лавккара курсан: "Мĕншĕн эсир вĕсем патĕнче йÿнĕлле тар тăкатăр?!" — тесе вăрçма тытăннă. "Мĕнле çын пулчĕ ку?" — тĕлĕннĕ строитель. Хальлĕхе О.-сем тăкак кÿнĕшĕн Любимовсене 1 пус та тÿлемен.

Лумпа çапнине курнă

Любимовсемпе О.-сем 5 çул каялла питĕ туслă пурăннă, хĕрарăмсем ялти клуба юрлама çÿренĕ. Пĕрле ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕксем те çакна çирĕплетеççĕ. Мĕнрен пуçланнă хирĕçÿ? Галина Викторовна Р. тепĕр кÿршипе Антонина Красновăпа урамра вăрçăннине курнă. Р. сăмах вĕççĕн кăна ятлаçман, ачасем умĕнче кĕпине çĕклесе киревсĕр хăтланнă. Галина Любимова Тоньăн хутне кĕнĕ. "Каçару ыйтмаллах санăн", — тенĕ Р.-на. Кайран урамра пулса иртнĕ пăтăрмах пирки сас-хура ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ патне кăна мар, района та çитнĕ. Сăмах çине сăмах... Р. çăхавне пула Любимовсем патне прокуратурăран шăнкăравланă: "Ачасене мĕншĕн хăрататăр? Сизона хупмалла сире", — тенĕ йĕрке хуралçи. Тепĕр кунхине Антонинăпа Галина прокуратурăна кайнă. Çавăнтанпа Красновсем те, Любимовсем те О.-семпе пĕр чĕлхе тупаймаççĕ. Пилĕк çул хушшинче кÿршĕсен çилли юр чăмакки евĕр ÿссе пынă. Тепрехинче Галина Викторовна О.-сем /арăмĕ, упăшки, ывăлĕ/ Николай Краснова, Антонинăн упăшкине, лумпа икĕ хутчен çапнине курнă. Ку ĕç тĕлĕшпе суд та пулнă, унта Галина Любимовăна кÿнтелене чĕннĕ, вăл мĕн курнине пытармасăр каланă. Упăшкан унччен те çурăм шăмми ĕнсе тĕлĕнчен аманнăччĕ, ăна операци тунăччĕ. Çынна лумпа епле çапма пулать-ха? О.-сен ваккачĕ Канашри экспертсем çырса панине ĕненмесĕр Шупашкара ячĕ. Паянхи кун та вĕсем Кольăна хĕненине йышăнмаççĕ. Амнистие пула /Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă май РФ Патшалăх Думи кăларнă йышăнупа килĕшÿллĕн/ судпа айăпланнине пĕтерчĕç. Пире чĕртсе çунтарма палăртнăччĕ ахăртнех. Эпир О.-семпе çывăх пурăнатпăр, вут-кăвар хăйсене тивес хăрушлăх пысăк. Любимовсемпе вĕсен хушшинче — пралук", — терĕ Антонина Краснова. Халĕ вĕсем те, Любимовсем те О.-семпе ăнсăртран тĕл пулсан калаçмаççĕ, сывлăх сунмаççĕ.

Чăх вилли

"Р. пулман япала çинчен суйма ăста. Йăлтах калас тăк çырса кăтартма пĕр кĕнеке те çитмест. Мĕнле кăна айăпламарĕç-ши? Эпĕ элек сарнă, хăратнă имĕш. Вĕсен ачине эпĕ — пуртăпа, Антонина Краснова патакпа хăваласа чупнă тесе евитленĕ. Пушар хыççăнах çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор пирĕн пата çитрĕ. О.-сен ачисене хăрататпăр имĕш. Паллах, ку тĕрĕс мар сăмах. Ун чухне эпĕ, тĕрĕссипе, пуртă ăçта выртнине те пĕлмен. Çынсен судпа çыхланма тÿсĕмлĕхĕ епле çитнинчен тĕлĕнетĕп. Манăн, сăмахран, прокуратура тĕлне çитсенех ура вăйĕ пĕтет. Участковăй та: "Сирĕн пата çÿресе ывăнтăм", — тет. Пушар хыççăн пире 4 хутчен суда пачĕ! О.-сем опекун пулнипе хÿтĕленеççĕ, эпир вĕсене ачасене укçашăн илнĕ тесе айăплатпăр имĕш. Пирĕншĕн пулсан хăть килĕнче садик уçчăр — çынпа ан вăрçăнччăр çеç.

О.-сен хурĕсем пирĕн кил умĕнчи хăйăр купи çине килнĕччĕ. Унта мăнуксем выляççĕ, хур аçи вара сăхать. "Ан хăвалăр пирĕн хурсене! Ахаль те чăхха вĕлертĕр", — сиксе тухрĕ Р. Унтан "Ах, хуняма, хуняма" юрă кĕввипе "Ах, кĕрт ами..." тесе юрласа ячĕ. "Кĕрт ами" темешкĕн эпĕ ĕçсе-çапкаланса çÿрекен хĕрарăм-им? Хăйне пĕлтĕр малтан. Эпĕ библиотекăра 40 çул ĕçленĕ. Тарăхрăм. Эпĕ çав Р. чухлĕ юрлаймастăп-им? Тепрехинче Р. ĕне хăваласа килнине курсан эпĕ те аптăраса тăмарăм, "Шăнкăрав курăкĕ" кĕввипе "Вĕлтĕрен кайăкĕ..." тесе янăраттартăм. /Р.-ăн хĕрĕ качча каймасăр ача çуратрĕ./ Кÿршĕсен мыскарине каласа пĕтереес çук. Пĕррехинче, çулла, упăшка ирхине сĕт пама тухрĕ. Çавăнта Р. кăвак целлофан хутаçпа чăх виллине йăтса килнĕ. "Акă Галя чăхха çапса вĕлерчĕ", — çапла каланă вăл. Малтанхи кун эпĕ урама та тухман! Килте ĕç мăй таран. Кайран Р.-на курсан ыйтрăм: "Кăтарт-ха чăххуна". "Вĕлтĕрен ăшĕнче кайса шыра", — терĕ. Ейпоху çав чăхха экспертизăна кайса пама хатĕрччĕ. Р.-тан сĕт пама пуçтарăннă хĕрарăмсем те тĕлĕннĕ. Такамăн та чăх кăнса выртать, анчах никам та унăн виллине çын умне йăтса тухмасть. О.-семшĕн чăх вилни те вăрçăнмалли сăлтав", — кÿршипе ăнманшăн тарăхрĕ Галина Викторовна.

Кÿршĕсене итлесе ларнă хыççăн ялта пурăнма мĕн тери хăрушă пулнине ăнлантăм: пĕри теприне чĕртсе ярать, судлашать... Курайманлăх ашшĕ-амăшĕнчен ачисене те "куçать". Аслисен хирĕçĕвне ачасене явăçтарни вара ырăпа вĕçленместех.

Алина ИЗМАН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.