ЭМЕЛЕ МĔНПЕ ĔÇМЕЛЛЕ?
18 Кăрлач, 2017
Тĕрĕс мар
- Кирек мĕнле эмеле те çак тĕллевпе сĕннĕ пÿлĕм температуриллĕ шывсăр пуçне кофĕпе, чейпе, газировкăпа, сĕткенпе сыпса ĕçме юрамасть.
- Сиплев курсĕ вăхăтĕнче алкоголь пачах ĕçме юрамасть.
- Капсулăна уçмалла мар — ăна апат хуранĕнче кăна ирĕлме ятарласа çакăн пек кăлараççĕ.
- Ыратнине ирттерекен препаратсене пĕрин хыççăн теприне ĕçме юрамасть — тĕрлĕ йышши препаратсем пĕр-пĕринпе япăх килĕшсе тăраççĕ.
- Шыççа хирĕçле, чĕрепе юн тымарĕсем тата пĕвер валли кăларнă хăш-пĕр препаратпа сипленнĕ чухне физиотерапи процедурисем ирттермелле мар.
Тĕрĕс
- Чейпе кофĕне эмел хыççăн пĕр сехетрен тин ĕçмелле, мĕншĕн тесен вĕсенче препарат витĕмне чакаракан хытаракан япала нумай.
- Антибиотиксемпе, чĕрепе юн тымарĕсене, гипертонирен пулăшакан эмелсемпе сипленнĕ чухне çуллă çимĕçсем сиенлĕ. Пулă ытларах çимелле. Какайран пăру, кролик какайĕ тата чăхпа кăрккан шур ашĕ кăна юраççĕ.
- Чирленĕ вăхăтра ăшаланă апат пирки те манмалла. Ăшаланă чухне пухăнакан япаласем чылай антибиотикăн, пĕвере, чĕрепе юн тымарĕсене пулăшакан, юн пусăмне чакаракан препаратсен сиплĕ витĕмне чакараççĕ.
Комментари хушас