ЭМЕЛЕ МĔНПЕ ĔÇМЕЛЛЕ?

18 Кăрлач, 2017

Тĕрĕс мар

  •  Кирек мĕнле эмеле те çак тĕллевпе сĕннĕ пÿлĕм температуриллĕ шывсăр пуçне кофĕпе, чейпе, газировкăпа, сĕткенпе сыпса ĕçме юрамасть.
  •  Сиплев курсĕ вăхăтĕнче алкоголь пачах ĕçме юрамасть.
  •  Капсулăна уçмалла мар — ăна апат хуранĕнче кăна ирĕлме ятарласа çакăн пек кăлараççĕ.
  •  Ыратнине ирттерекен препаратсене пĕрин хыççăн теприне ĕçме юрамасть — тĕрлĕ йышши препаратсем пĕр-пĕринпе япăх килĕшсе тăраççĕ.
  •  Шыççа хирĕçле, чĕрепе юн тымарĕсем тата пĕвер валли кăларнă хăш-пĕр препаратпа сипленнĕ чухне физиотерапи процедурисем ирттермелле мар.

Тĕрĕс

  •  Чейпе кофĕне эмел хыççăн пĕр сехетрен тин ĕçмелле, мĕншĕн тесен вĕсенче препарат витĕмне чакаракан хытаракан япала нумай.
  •  Антибиотиксемпе, чĕрепе юн тымарĕсене, гипертонирен пулăшакан эмелсемпе сипленнĕ чухне çуллă çимĕçсем сиенлĕ. Пулă ытларах çимелле. Какайран пăру, кролик какайĕ тата чăхпа кăрккан шур ашĕ кăна юраççĕ.
  •  Чирленĕ вăхăтра ăшаланă апат пирки те манмалла. Ăшаланă чухне пухăнакан япаласем чылай антибиотикăн, пĕвере, чĕрепе юн тымарĕсене пулăшакан, юн пусăмне чакаракан препаратсен сиплĕ витĕмне чакараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.