Çăра юнлă чăвашсем
2011 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Дмитрий Григорьевăн "Кровь или 72 часа" мистикăлла романĕ пичетленсе тухрĕ. Кĕнеке авторĕ – врач-генетик. Ун чухне вăл Америкăри Джонс Хопкинс институтĕнче /Балтимор хули/ ĕçлесе пурăнатчĕ, çулсерен пĕр-икĕ хутчен Шупашкара килсе кайма май тупатчĕ. Пĕррехинче çыравçă-медик кĕнеке корректурине вулама килчĕ, пысăк калаçу пуçлас тĕллевпе хăйпе илсе килнĕ пысăках мар чăматанне уçса кăтартрĕ. Унта туллиех темле пробиркăсем лартса тухнăччĕ, вĕсене… юн ярса тултарнă иккен. Чăваш юнĕ! Çакна Дмитрий Николаевич палăртсах каларĕ. Пробиркăсене Шупашкарти юн илекен станцире хатĕрленĕ, вĕсене океан леш енне илсе çитерсе генетиксене параççĕ, лешсен вара хăш ген мĕн енĕпе этеме витĕм кӳнине тупса палăртмалла.
"Чувашская полицитемия" текен чир пур иккен, унпа ытларах чăваш çыннисем аптранăран çапла ят панă иккен ку чире. Генетикăна тĕпчекенсем палăртнă тăрăх, çак чир 62 пин çул каяллах пулнă, анчах ăна 1960 çулта кăна шыраса тупнă. 1977 çулта Чăваш патшалăх университетĕнче Лидия Полякова вырăс гематологĕ çĕр ытла пациентăн юнне тĕрĕслесе пăхнă, хăшĕсен хĕрлĕ пайăркасем ытла та нумай пулни палăрнă. Çав пациентсенчен 81-шĕ чăваш çынни пулнă пирки чире "Чувашская полицитемия" теме пуçланă. Лидия Полякова çав çынсене куçран вĕçертмен, вунă çул хушши сăнаса пынă. Çак хушăра 100-тен 11-ĕшĕ юн çăралса кайса юн тымарĕсем питĕрĕнсе ларнипе вилнĕ, вĕсем 16-58 çулсенчи çынсем пулнă.
Америкăри генетиксем çак чир мĕнрен килнине акă епле ăнлантараççĕ: генсенчен тахăшĕ хавшакрах пулнипе юна кислород килсе тăнине организм "ăнланми" пулать иккен, çавна пула эритроцитсем /хĕрлĕ пайăркасем/ хунаса каяççĕ, юн çăралса ларать.
"Ку чăнах та чир-ши е çын чирлеме хатĕрленсе тăнине кăна пĕлтерет?" - ыйтрăм эпĕ генетикран. "Каларăм ĕнтĕ, пациентсен 10 проценчĕ çамрăклах вилсе кайнă, хальччен ку чир пирки ним те пĕлмен пирки сăлтавĕсене тĕрлĕрен палăртнă. Халь иккĕленмелли çук, юн çăралса кайнине чирех темелле, йăхран йăха куçса пыракан вăрттăн чир, - пĕлтерчĕ Дмитрий Николаевич. - Малтанах çын пуç çаврăннипе аптрать, ун сăмсинчен тăтăш юн кайма пултарать, шăл тунисем те сăлтавсăрах юнланни тĕл пулать, ура хырăмĕсенче юн тымарĕсем хăпарса тухаççĕ. Çăра юнлă çынсем вăй-хал ĕçĕнче тĕлĕнмелле тӳсĕмлĕ".
Чикĕ леш енчи генетиксене кирлĕ иккен чăваш юнĕ. Хăш ген мĕншĕн "айăплине" тĕрĕс тупса палăртсан сыватмалли меслетсене палăртса усă курма та çăмăлрах пулать. Паллах, çакна медицина науки малалла çирĕп утăм туни тесе хакланă пулĕччĕç.
Ку чире "Чувашская полицитемия" тесе калани пĕр енчен тĕрĕсех те мар, çăра юнлă çынсем Атăлçи нимĕçĕсем, çармăссем тата ытти халăхсем хушшинче те тĕл пулаççĕ. Чăвашсенчен унпала вирьялсем ытларах аптăраççĕ.
Юлашки вăхăтра генетиксем тĕрлĕ халăхăн йăхран йăха куçса пыракан чирĕсене нумай тĕпчерĕç. Чăвашсем пирки те «Генетическая структура и наследственные болезни чувашской популяции» монографи тухрĕ /2006/. Тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, çĕр çинче сып-сывă пĕр халăх та çук, кашнин хăйне майлă чир-чĕрĕ. Вĕсен сăлтавĕсем тарăн та кăткăс. Израильте пурăнакан Яир Бен-Давид /Юджин Кобылянский/ генетик шухăшĕпе чăваш халăхĕн генетика тытăмне 1922-1923 çулсенчи хăрушă выçлăх кăштах хускатнă /«Правда ПФО» интернет-хаçат, 12.12.2016/.
Валерий АЛЕКСИН
Комментари хушас