МĔНШĔН ЫРАТАТЬ?
Хăш чухне ачасем кăкăрта ыратни пирки калаççĕ. Чи малтанах амăшĕ чĕре аптратать пулĕ тесе шухăшлама пуçлать. Анчах ку ачасен сайра тĕл пулать. Çапах кăкăрта ыратнипе тимсĕр пулма юрамасть. Сăлтавне шырамалла.
- Вăй-хал ĕçĕ е апат хыççăн ачан айăкра кĕске вăхăт /1-2 минут/ ыратса илет. Ку диафрагма мышцисем тăсăлнипе çыхăннă тесе палăртаççĕ. Çак сăлтавпа ыратнине ирттерме чарăнса тăни тата кăштах канни çителĕклĕ. Ача тăтăшрах, тарăн мар сывласан ыратни хăвăртрах иртет. Е малалла пĕшкĕнсе алăсемпе чĕркуççисенчен тĕревленни те усăллă.
Айăкра ыратни ачана час-часах канăçсăрлантарсан вăй-хал ĕçĕ тăвассине сахаллатмалла тата апатланăва тĕрĕс йĕркелемелле. Ачана сĕтел хушшинче ытлашши çисе лартма, пĕр сăтăрккăпа шĕвек нумай ĕçме памалла мар.
- Кăкăрта нервсем пăсăлсан та ыратма пултарать. Ку чĕрепе пачах çыхăнман. Психологи стресне пула ыратни вырăнтан вырăна куçать. Анчах çакăн пек мĕншĕн ыратнине палăртма çăмăл мар. Çавăнпа кардиологпа канашлани пăсмасть. Стреса пула ыратнине лăплантаракан курăксен — кушак курăкĕн /валериана/, чĕре курăкĕн /пустырник/ — шĕвекĕсем ирттереççĕ.
- Ача хăвăрт ӳсни те кăкăрта ыратнин сăлтавĕ пулма пултарать. Кăкăр кăшкарĕн икĕ енче айăк пĕрчисем тăрăх ыратать. Хусканнă вăхăтра та, каннă вăхăтра та ыратать. Ыратнинчен пулăшакан эмелсем ĕçсен 2-3 кунран иртет.
- Кăкăрта ыратнин сăлтавĕ мышцăсене туртăнтарни е айăк пĕрчисем хуçăлни пулма пултарать. Вылянă чухне, спорт занятийĕсенче ачасем час-часах аманаççĕ. Анчах хăш чухне тӳрех ыратмасть, кăштах вăхăт иртсен кăна палăрать. Ялан ыратса тăрать тата хускалсан, ӳсĕрсен, тарăннăн сывласа илсен ыратни вăйланать. Сиенленнĕ вырăна хыпашласа пăхни те ыраттарать. Çак тĕслĕхре травмпункта каймалла. Унта ачан кăкăрне рентгенпа тĕрĕслеççĕ.
- Апат ирĕлтерекен органсем чирлĕ пулсан та ачан кăкăрта ыратма пултарать. Çак тĕслĕхре яланах кăкăр хĕртет, çăварта йӳçĕ тăрать. Хырăмлăх ыратсан пуçа çӳлерех хурса çывăрни тата гастроэнтеролог тĕрĕслев хыççăн çырса панă диетăна пăхăнни, эмел ĕçни пулăшаççĕ.
- Ачан температура ӳснĕ, ӳслĕк аптратнă чухне кăкăрта ыратать-и? Тухтăра часрах чĕнмелле. Ӳпке шыççи час-часах çапла пуçланать. Сăлтавне пĕлме кăкăра рентген тумалла. Ыратни антибиотикпа сипленнĕ хыççăн иртет.
- Чĕре ыратни. Ку ачасен сайра тĕл пулать. Çак тĕслĕхре ялан тенĕ пекех сывлăш пӳлĕнет, чĕре сикет, хăш чухне пуç çаврăнать, куçра тĕттĕмленет, тăн çухалма пултарать. Приступ вăхăтĕнче ача шурса каять, тутипе чĕрнисем кăвакараççĕ. Кардиологран пулăшу ыйтмалла.
Комментари хушас