Суперкинемей
50 çултан иртсен пурнăç пуçланать кăна-ха теççĕ. Красноярскра пурăнакан Елена Ерхина вара урăхларах çирĕплетет — 90 çула çитсен те нимĕнрен те хăрама кирлĕ мар, пурнăçпа кирек хăçан та туллин киленме май пур — кăмăл кăна пултăр.
Интернетпа туслисем çак кунсенче курса ĕненчĕç — кинемей чăн-чăн çăлтăра çаврăнчĕ. Сăлтавĕ — хĕрарăм тĕнче тăрăх курса çÿреме юратнинче. Çулçÿревçĕ тĕнчен çуррине курнă та темелле. Анчах та вăл çакăнпа çырлахмасть, малаллах талпăнать. Чун киленĕçĕ унăн 7 çул каялла пуçланнă. Лена кинемей, вăл хăйне çапла чĕнме ирĕк парать, Интернетра та çаплах тупма пулать ăна, пĕрремĕш хут вăрăм çула пуçтарăннă чухне 83-ре пулнă.
Чăн та, Лена кинемей хăй тĕллĕн кăна парăнтараймастчĕ-ха Интернет анлăшне, ăна Вьетнамри пĕр ресторанра Мускав пики Екатерина Папина асăрханă.
“Кинемее курсан чи малтанах ăна пулăшас шухăш çуралчĕ. Вăл чĕлхине хуçкаласа официанта хăйне кирлĕ апат саккас пама тăрăшатчĕ, анчах лешĕ ниепле те ăнланмасть, — каласа кăтартнă каярахпа Екатерина. — Эпĕ вĕсем патне пытăм. Саккас панă хыççăн кинемейпе калаçса кайрăмăр. Лена кинемей мана тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Вьетнама вăл пĕчченех килнĕ иккен. 90 çултискер. Тепĕр тесен, тĕлĕнтĕм тени ытла та çемçен илтĕнет-ха”.
Лена кинемей темиçе çĕршывра пулнă — Германире, Турцире, Польшăра, темиçе хутчен Чехие çитсе курнă. Çула хĕрарăм яланах пысăк кутамккапа тухать. Унта мĕн кирлĕ пулма пултарать — йăлтах пур. “Паллах, çулĕсене кура çак куттамккана çĕклеме çăмăл мар Лена кинемее, анчах та кирек ăçта та ăна пулăшма хатĕр çынсем яланах тупăнаççĕ. Эпĕ халиччен ун пек çынна курман — вăл пурнăçа тĕлĕнмелле юратать, хаваслă кăмăллă. Унра вăй-хал тата позитив тапса тăрать”, — каласа кăтарать кăмăлне ирĕке ярса Екатерина.
Паллах, инçе çула тухса çÿремешкĕн пенси укçи кăна çитеймĕ. Лена кинемей пенсие тирпейлĕ тыткаласа пуçтарса пынисĕр пуçне килти пахчинче чечек çитĕнтерсе сутать. Унсăр пуçне туроператорсем ăна йÿнĕрех путевкăпа тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Укçа-тенкĕ ыйтăвне татса панă тейĕпĕр, анчах та 90 çултискерĕн сывлăхĕ те çамрăкăнни пек мар-çке. Лена кинемей кашни çул Карловы Вары санаторийĕнче сывлăхне 3 эрне çирĕплетет. Çакăн хыççăн вара тÿрех çула пуçтарăнать. Черетлĕ хут каннă-сипленнĕ чухне вăл нимĕç хĕрарăмĕпе паллашнă, лешĕ ăна хăйĕн патне Германие чĕннĕ. Çĕнĕ пĕлĕшĕ патне кинемей çулталăкран çула тухнă. Унтан вара иккĕшĕ пĕрле Чехие вĕçнĕ.
“Сирĕн унăн çи-пуçне курасчĕ! — тĕлĕнме пăрахаймасть Екатерина. — Вĕсене вăл шкапра питĕ тирпейлĕ çакса хурать. Лена кинемейпе калаçма та питĕ кăсăклă. Чăн та, тĕлĕнтермĕш кинемей”.
Лена кинемейĕн шăпи çăмăл пулман. Вăрçă вăхăтĕнче, ыттисем пекех, Çĕнтерĕве çывхартас тесе ĕçленĕ. Уй-хирте вăкăрпа суха тунă, акнă, вырнă. Çар çыннипе çемье çавăрсан пурнăç майлашăнма пуçланă пек туйăннă. Анчах та арçын ĕçкелеме пуçланă, ÿсĕрле арăмĕ тата хĕрачи çине алă çĕклеме те именмен. Унтанпа вăхăт нумай иртнĕ. Хĕрĕ ÿссе çитсе çемье çавăрнă. Лена кинемей халĕ унран уйрăм пурăнать.
Ватлăх кунĕсем çывхарсан хĕрарăм пурнăçа улăштарма тĕв тунă. Вăрăм çула пĕрремĕш хут тухса курнă хыççăн хăйне сăмах панă — малашне çулсерен тĕрлĕ çĕршыва çитсе курмаллах! Кинемей нимрен те хăрамасть, çав шутра — теветкеллĕ утăмсенчен те. Вьетнамра ăна, сăмахран, мотоциклпа ярăнма сĕнсен хĕрарăм пĕр самант та шухăшласа-иккĕленсе тăмасăр килĕшнĕ. Унтан байкера тав тунă: “Супер!”
Çав вăхăтрах Лена кинемейĕн сывлăхĕ Улăпăнни пек çирĕп теме çук. Вăл туя çине таянса кăна çÿрет. Куçлăх тăхăнать. Хăрах куçĕ курманпа пĕрех. Укçа-тенкĕ пуçтарса çитерсенех Лена кинемей куçне операци тума палăртать.
Малашлăха шанчăклăн тата ĕмĕтсемпе пăхать Лена кинемей — çитес çул вăл Израиле çитме планланă. Унтан вара — Италие.
Паллах, çав çула çитсе Лена кинемей çамрăксене сĕнÿ-канашпа пулăшма пултарать. Вулакана та вĕсемпе паллаштарас килет.
Иккĕмĕш пепкене кун çути кăтартма тăрăшăр: пĕр ача — ача мар!
Ĕмĕтленĕр! Ĕмĕт яланах тенĕ пек пурнăçа кĕрсе пырать.
Япăххине нихăçан та ан чăтăр.
Нимрен те ан хăрăр. Кăсăкли хăюллисене шыраса тупать.
Тĕрлĕ çĕре çитсе курăр.
Лайăх çынсем таçта та пур — вĕсем сире пулăшусăр хăвармĕç.
Тав тума ан манăр! Ăшра та пулин.
/Adme.ru,
Livejournal.com/.
Комментари хушас