Хаяр тымарĕ
Вăл сывлăхшăн сиплĕ витаминсемпе, аминойӳçексемпе треонин, лейзин, феланин, триптофан, метионин, эфир çăвĕсемпе пуян. Хаяр тымарĕнче марганец, тимĕр, кали, фосфор, магни тата ытти усăллă япала нумай.
Вăл юна шĕветет, апата лайăх ирĕлтерет, хырăмлăх сĕткенĕн ĕçне лайăхлатать, апатпа наркăмăшлансан пулăшать, иммунитета çирĕплетет.
Унпа шăнса чирлесен, ӳслĕк, аллерги чух, юн пусăмĕ ӳссен, юнри холестерина чакарма, начарланма усă кураççĕ. Унсăр пуçне гинекологи чирĕсем аптратсан, шăмă сыпписене, шăл тунисене сиплеме, усал шыçăран хӳтĕленме, çӳç тăкăнсан тата ытти чиртен пулăшать.
Анчах хырăмлăх суранĕ, колит, вун ик пумăклă тата хулăн пыршăсем нушалантарсан, ватра чул пуçтарăнсан, ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмăн унпа усă курма юрамасть.
Ӳт температури ӳссен, тĕрлĕ сăлтава пула юн кайсан та çак тымара çимелле мар.
Комментари хушас