- Чăвашла верси
- Русская версия
Пахча улпучĕ - купăста
Куславкка районĕнчи Кунерте купăста фестивалĕ иртрĕ. Юлашки çулсенче уява республика тулашĕнчен те хаваспах хутшăнаççĕ, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштараççĕ. Ăна ку тăрăхри Василий Семенов фермер пуçарса янă. Ырă йăлана Куславккасем пăрахасшăн мар, çулсерен тĕплĕ хатĕрленсе ирттереççĕ.
Кунерти информаципе культура центрĕ хăнасене хаваслă юрă-кĕвĕпе, тутлă апат-çимĕçпе кĕтсе илчĕ. Культура керменĕ умĕнче хĕрсех суту-илÿ пычĕ. Хуçалăхра тăварланă, йÿçĕтнĕ пахча çимĕçе çынсем хапăлласах туянчĕç. Хуларан килнисем кăна-и – ялтисем чуна уçакан çимĕçе савăт-савăчĕпе çĕклерĕç. «Хăяр-купăстине хам та тăваралатăп, анчах фермерăн тутлăрах пек туйăнать. Вăрттăнлăхне ыйтса пĕлесшĕн-ха», - сăмахлать ватăрах хĕрарăм. Юнашарах пысăк тимĕр кăмакара купăста пăшăхлаççĕ. Сăмсана кăтăклакан ырă шăршă таврана сарăлнă.
Пăс кăларса ларакан пысăк сăмавар патĕнчен те халăх татăлмарĕ. Ик çĕр литр кĕрекен сăмаварти вĕри чей пурин валли те çитрĕ. Кунтах шашлăк, кукăль-пĕремĕк... Кăмăла кайнине суйла та суйла.
Фойере те уяв хуçи - купăста. Сарă, кĕрен, кăвак тĕслĕ купăстана курнă-и? Вĕсене фермер илемĕшĕн çитĕнтерет. Чăн та, кĕл чечекĕ пек çурăлса ларнăскерсене асăрхамасăр иртеймĕн. Хăшĕ-пĕри ытараймасăр тата ĕнемесĕр тытса та пăхать.
«Пурăннă тет купăста...» курав-конкурса тĕрлĕ апат-çимĕçе, алă ĕçĕсене тăратнă. Ачасем вара стендсене ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Шупашкарти Ача-пăча пултарулăх çурчĕн специалисчĕ Надежда Степанова вĕренекенĕсемпе пĕрле хурăн хуппинчен тунă япалисене, ÿкерчĕкĕсене пурте тĕлĕнсе сăнарĕç.
Елчĕк ялĕнче пурăнакан 84 çулти Сергей Чебослав купăста тураса вĕтетмелли валашкасем ăсталать. Сутма хуласене те çÿрет вăл. Хальхи вăхăтра кун пек савăта лавккара тупса илеймĕн, çавăнпа хакне пăхмасăрах туянаççĕ: ĕлĕкхилле валашкара тураса хатĕрленĕ купăста тутлăрах-çке.
Куславкка тăрăхĕнче чăн-чăн алă ăстисем пурăнаççĕ. Çакна курав та çирĕплетрĕ. Хăваран çыхнă карçынккасем, тĕрлесе илемлетнĕ пусмасем... Пĕри тепринчен чаплăрах.
Ял тăрăхĕсем тутлă апат-çимĕç хатĕрлессипе те ăмăртрĕç. Сĕтел кукăльпе, салатпа авăнчĕ темелле. Çынсем Кармăш ял тăрăхĕнне уйрăмах кăмăлласа йышăнчĕç.
Çурхи ака-сухаччен инçе-ха, çапах çынсем пахча çимĕç вăрлăхне черет тăрсах туянчĕç.
Конкурссене хушма хуçалăх тытакансемпе фермерсем те хутшăнчĕç. Кăçал чи пысăк купăста Семенов фермер уйĕнче çитĕннĕ. Ытăма та кĕменскер 9,5 килограмм тайрĕ. Пахча çимĕçне турассипе, йÿçĕтессипе йĕркеленĕ конкурс çивĕч иртрĕ. Надежда Павловăпа Наталья Ананьева палăрчĕç. Тамара Соловьева вара алă вĕççĕн виçсех купăста йывăрăшне палăртма пултарнипе тĕлĕнтерчĕ.
- Фестиваль - савăнмалли тата пултарулăха кăтартмалли уяв кăна мар, пĕр-пĕринпе хутшăнмалли, ĕç çыхăнăвĕсене çирĕплетмелли май та, - терĕ Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ Валентин Колумб пухăннисене ăшшăн саламланă май.
Лайăх ĕçлесе пыракансене тивĕçлипе чысларĕç. ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине Елена Ершова бухгалтер, Зоя Павлова тĕп аргоном ?В. Семенов фермер хуçалăхĕ% тивĕçрĕç.
Фестиваль çулсерен вун-вун çынна пуçтарать. Районта маларах та хатĕрленме пуçлаççĕ: такмаксем вĕренеççĕ, ятарлă тум çĕлеççĕ. Ача-пăчапа аслисен тумĕсене ытараймасăр сăнарĕç пухăннисем. Пĕрне те кÿрентермерĕ комисси, кашнинех парнепе хавхалантарчĕ.
Кăçал Кунерте пĕрремĕш хут «Выля, хут купăс!» район конкурсĕ иртрĕ. Ăна хăй тĕллĕн вĕреннĕ Петр Шоркин хут купăсçă 80 çул тултарнине халăлланă. Конкурс тĕллевĕ - чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине упраса хăварасси, П. Шоркин пултарулăхне сарасси, çĕнĕ талантсене тупса палăртасси. Ватти-вĕтти хаваспах сцена çине тухрĕ, илемлĕ кĕвĕсем каласа савăнтарчĕ.
Фестиваль вĕçленсен те çынсем чылайччен саланмарĕç. Курни- илтнине сÿтсе яврĕç. «Тепре тĕл пуличчен», - терĕç пĕр-пĕринпе сыв пуллашнă май.
Лариса Никитина.
Комментари хушас