Мана яланах ăнăçать

8 Юпа, 2016

Валентина ТЕЛЕЙ,  юрăçЮлашки вăхăтра сцена çине тухманпа пĕрех. Аннене, пиччене пăхнă вăхăтра концерта хутшăнма кăмăл пулман. Иккĕшĕ те çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕç. Тĕнчери чи çывăх çыннăм Наталья Николаевна Матросова 93 çула çитиччен пурăнчĕ. «Юрла, хĕрĕм, юрла, çынсене савăнтар», — каласа хăварчĕ мана. Анне яланах пулăшса пынине туятăп. Вăл тĕлĕкре те курăнать: манпа пĕрле е хурланать, е савăнать. Эпĕ унта та микрофонпа тăратăп, конкурса хутшăнатăп, укçа ĕçлесе илетĕп.

Пĕрре тĕлĕкре чуста çăратăп пек. Шурă çăкăр пĕçерни лайăх мара пĕлетĕп. Анчах пуçланă ĕçе вĕçнех çитерме тăрмашатăп. Тахăш самантра анне 3 ывăç ыраш çăнăхĕ сапса хăварчĕ. Унта та пулин йăлтах йĕркелерĕ.

Анне каласа хăварнине пурнăçа кĕртес тĕллевпе концерт программи хатĕрлерĕм. Кĕске вăхăтрах тăватă юрă çырăнчĕ. Çитес вăхăтрах республикăн тĕрлĕ районне çитесшĕн. Çула тухма хатĕрленнĕ май пĕр пулăм аса килчĕ. Ун чухне Григорий Ваккупа, Петр Романовпа, Елена Кузьминапа пĕрле яла концертпа каяттăмăр. Ăçтан пăрăнса кĕмеллине хамăр та пĕлместпĕр. Çул çинче алă çĕклекен кинемее лартрăмăр. Унăн шăпах пире кĕтекен ял таврашне каймалла иккен. «Эпĕ пур юрăçа та пĕлетĕп», — тет хайхискер. Эпир хамăрпа паллаштарма пуçларăмăр. Шÿтлеме юратакан Вакку Петр Романова — Сергей Павлов, Елена Кузьминана — Валентина Кузнецова, мана — Клара Чекушкина терĕ. Ĕнентерчĕ вĕт çав хĕрарăма. Эх, палласа илеймерĕ пире...

«Манăн пур ĕмĕт те пурнăçланать. Мана яланах ăнăçать. Эпĕ — çирĕп сывлăхлă, пуян, чипер хĕрарăм. Мана кăмăллă çынсем çеç тĕл пулаççĕ. Эпĕ ырă ĕçсем тăватăп», — кашни кун çапла каланинчен пуçланать. Кашни вак-тĕвекшĕн савăнма пĕлмелле. Акă паян юлташсене туй кунĕпе саламласа сăвă çыртăм. Сăмахĕсем хамăн чуна та хускатрĕç. Мал ĕмĕтлĕ çынсемпе хутшăнни хавхалантарса пырать. Никама та кĕвĕçмелле мар. Лайăххине шансан утас çул уçăлса пырать.

Ывăл авланман, çавăнпа хуняма пулаймарăм-ха. Вăл мана ĕçре пулăшать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.