Юлашки вăхăтра сцена çине тухманпа пĕрех. Аннене, пиччене пăхнă вăхăтра концерта хутшăнма кăмăл пулман. Иккĕшĕ те çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕç. Тĕнчери чи çывăх çыннăм Наталья Николаевна Матросова 93 çула çитиччен пурăнчĕ. «Юрла, хĕрĕм, юрла, çынсене савăнтар», — каласа хăварчĕ мана.