Маузер юлташ çĕр-шывĕнче
Альбина Петрова /Романюк/. Чăваш. Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ, Мускавра, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕ çумĕнчи Комсомол аслă шкулĕнче вĕреннĕ, Шупашкарта «Молодой коммунист» хаçат редакцийĕнче корреспондентра ĕçленĕ. 25 çул ытла Киевра пурăнать, Киеври тата Раççейри хаçатсемпе çыхăну тытать.
«Хыпар» хаçат вулаканĕсем А.Петрова-Романюк Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа çырнă «Чĕлхи - хĕртнĕ хурçă пек» статьяна лайăх пĕлеççĕ. Паян вулакансене Украина журналистки П.Толочко академикран майдан урокĕсем çинчен илнĕ интервьюпа паллаштаратпăр.
Украина академикĕ Петр Толочко майдан урокĕсем çинчен
Украина Наци ăслăлăх академийĕн академикĕ Петр Толочко Европа картти çинче Украина еплерех вырнаçасси пирки хавхалансах калаçмасть, хăйсене влаç тесе пĕлтерекенсене шухăшламасăр истори процесĕн саккунĕсене хирĕçлекен утăмсем тăвасран асăрхаттарать. Пулас историксем ун майлă пуласса шанать вăл.
Майдан çаплипех карта лараймасть
- Петр Петрович, çĕр-шывра халь мĕн пулса иртет-ха?
- Инкек. Майдан пухăнма пуçласанах эпĕ вăл саланмĕ ĕнтĕ терĕм. Хĕрлĕ революци вăхăтĕнчи пекех йĕркелÿçĕсен пĕртен пĕр тĕллев пулнă - влаçа революци ирттерсе сирпĕтмелле. Маяковский «Сире сăмах - маузер юлташ» тесе çырнă çĕр-шывра пурăнма халĕ пачах та хăтлă мар. Суйлав майдан мĕнле хушать çапла иртет, патшалăх тытăмĕсем майдан мĕн калать çапла йĕркеленеççĕ, чиновниксене те унтах çирĕплетеççĕ, пуканене çаврăннă Рада кайран вĕсен ирĕкне пурнăçа кĕртет - çакă пирĕн патра Конституцие пăхăнса пурăнакан демократи патшалăхĕ çаплипех йĕркеленсе çитейменнине çирĕплетет. Паянхи ĕç-пуç пуçа шăнăçмасть. Министр должноçне çынна майданра «хастарлăх кăтартнипе» суйлаççĕ. Вĕсен шухăшĕ: эпир виçĕ уйăх асаплантăмăр, Янукович режимĕпе кĕрешрĕмĕр - çакăншăн пире хавхалантармалла. Эпир, мĕн, Вăтам ĕмĕрсен пуçламăш тапхăрĕнче-и е Запорожьери казаксен вăхăтĕнче-и?
- Киеври тата Мускаври хирĕç тăру акцийĕсен хушшинче мĕнле уйрăмлăх?
- Раççейĕн патшалăха тытса пымалли пин-пин çулхи йăлисем пур. Украинăн çакнашкалли çук. Паянхи майдана пуçламăшĕнчех, юн тăкмасăрах тĕп тума пулатчĕ. Янукович украин халăхĕ ирĕклĕхе еплерех юратать тесе мăнаçланчĕ, майдан хăйне сирпĕтес çула суйласа илнине ăнланмарĕ те. Ĕç-пуç ним айăпсăр çынсем юн юхтарнипе вĕçленчĕ. Икĕ енчен те вилнисем пулчĕç. Халĕ Янукович режимĕ çеç айăплă тесе пĕтĕмлетÿ тăвасшăн. Ман шухăшпа - çынсем вилнĕшĕн виçĕ енĕ хăйсен айăпне туйма тивĕç - ахаль çынсене штурма янă оппозици çул пуçĕсем, Янукович режимĕ /лару-тăрăва вăл çав таранчченех кăткăслатнă/ тата Анăç. Демократи хаклăхĕсем, сăмах ирĕклĕхĕ çинчен пакăлтатакан либерал-демократ Анăç. Майдан трибунисем çинче кам кăна пулмарĕ-ши? Вĕсем çынсене чĕнÿсемпе хĕтĕртсе тăчĕç: «Кĕрешĕр! Эпир сирĕн майлă!» Юн юхнăшăн виçĕ çак енĕн пĕр пекех явап тытмалла. Çакна пăхăр-ха тата: ку çапăçура оппозици çул пуçĕсенчен пĕри те ÿтне те шăйăрттармарĕ. Çав вилĕм сехетĕнче ăçта пулнă вĕсем?
Мĕншĕн тăратпăр?
- Оппозици çынсем урама Европа хаклăхĕсемшĕн тухнă тесе çирĕплетет.
- Тĕрĕссипе, пирĕн патра яланхилле япала пулса иртрĕ - пуç пулса тăракан пĕр ушкăнри элитăна пуç пулса тăракан олигархсен тепĕр ушкăнĕ улăштарчĕ. Çавă çеç. Пĕлсе йĕркеленĕ технологисемпе çынсене пăлхатрĕç, илемлĕ лозунгсемпе, укçа-тенкĕпе усă курчĕç. Мĕн пулса иртнин пĕртен пĕр тĕллев: Украинăна Раççейрен уйăрасси. Палăртса калатăп: ку - хăйĕн Тăван çĕр-шывне чун-чĕререн юратакан çын шухăшĕ. Халĕ нумайăшĕ кашни тăкăрлăкрах Тăван çĕр-шыва юратни çинчен кăшкăрашать. Эпĕ те Украинăна юрататăп, анчах та çĕнĕ влаç Евроатлантика сăмахне çеç итлесе ан лартăрччĕ. Анăç вăйлă, хăватлă Югославие пĕчĕк темиçе патшалăха пайларĕ, хăйне çеç итлеттерме пуçларĕ. Халĕ Раççей демократи нормисенчен пăрăнать текен сăмаха пур çĕрте те сарать. Анăç Украинăна сăмах ирĕклĕхĕ çук, Саддам Хусейн режимне «кольчугăсем» сутать, ирĕклĕ шухăшлакан журналистсене вĕлерет тесе айăпланă вăхăтсене аса илетĕп. Кусем - американла глобализаци мелĕсем: Америка мĕнле тăвас тет, кашни çĕр-шывăн çапла пурăнмалла. Майданри пулăмсене эпĕ халăх революцийĕ пек пăхмастăп. Ку революци - йĕркелесе тунăскер. Хăватлă пропаганда хăйĕн вăйне кăтартрĕ. Тата - питĕ пысăк укçа. Вак-тĕвек таранчченех малтанах шухăшласа хунă: профессионал психологсем, режиссерсем ĕçлерĕç. Лапам талăкĕ-талăкĕпе пĕр чарăнми «калаçрĕ», «юрларĕ», «кăшкăрашрĕ». Карнавал пычĕ.
- Анчах та халăх çак карнавала пымасăр тăраймарĕ, мĕншĕн тесен влаçрисем саккун урлă каçрĕç.
- Çапах та революци лару-тăрăвне искусствăлла майпа йĕркелерĕç. Телекурав, хаçатсем, пĕтĕм тĕнчери фондсем çынсен ăс-тăнне минретме пултараççĕ.
- Çапах та пирĕн патра влаçра пĕчĕк çын интересĕсемшĕн çунакансем пулнă, Виктор Янукович çĕр-шывшăн юрăхлăччĕ тесе ан калăрах.
- Паллах, сутăнчăксен режимĕ пулнă, хыснана çаратакансем. Çакна вĕсен керменĕсемпе чаплă çурчĕсем çирĕплетеççĕ, халĕ вĕсене пурте курма пултараççĕ. Çук çынсен çĕр-шывĕнче улпутла пурăнни килпетсĕр. Çак керменсене туртса илнĕшĕн эпĕ пачах та кулянмастăп. Анчах та кунта пĕр «анчах» пур. Оппозици çул пуçĕсем те çавăн пекех пурăнаççĕ вĕт. Çавнашкал çуртсенчех, хăйсен укçи-тенкипе туманнисенчех. Çавна май çакнашкал ыйту çуралать: «Мĕншĕн-ха майдана хутшăннисем малалла кайман, хăйсен çул пуçĕсенчен керменĕсене мĕнле укçапа тунине ыйтман? Чикĕ леш енче Януковичăн тата ун çывăхĕнчи çынсен счечĕсемпе усă курма ирĕк паманни - лайăх. Çапах та оппозици çул пуçĕсен счечĕсене «хупни» те тĕп-тĕрĕс пулмаллаччĕ. Веçех Украинăна тавăрса памаллаччĕ. Мĕнлерех пулса тухать: пĕр ушкăн тепĕрне тавăрать, айăпсăр çамрăксем вилеççĕ.
Донбаса гуцулсен шăлаварне тăхăнтартаймăн
- Анчах та революци тĕллевĕсем урăхларах пулнă-çке-ха.
- Çапла, Украинăна пур енĕпе те Аслă Галичина туса хурас шухăш палăрчĕ. Хăрушлăхĕ çакăнта пытаннă та. Пĕрремĕшĕнчен, çапла тума май çук. Иккĕмĕшĕнчен, çавнашкал хăтланни çĕр-шывра вĕçĕ-хĕррисĕр хирĕç тăрусем çуратĕ. Хĕвел анăç, Тĕп тата Кăнтăр-Хĕвел тухăç Украинăн историре опычĕ тĕрлĕрен. Пирĕн пĕрле пурăнма вĕренмелле, пĕр-пĕрин хаклăхĕсене хисеплемелле. Донбаса гуцулсен гачине /унта шăлавара çапла калаççĕ/ тăхăнтартаймăн. Пирĕн влаçа ярса илнĕ кашни клан пĕтĕм Украинăна хăйĕн хаклăхĕсене вăйпах сĕнет. Тахçан Днепропетровск кланĕччĕ, ун хыççăн - Галичина ушкăнĕ, кайран Донецк кланĕ килчĕ.
- Çакнашкал кашни улшăну - граждан хирĕçĕвĕ!
- Çапла, паян «Запорожье ирĕклĕхĕн», «махновщинăн» тата «Бандера тапхăрĕн» чирĕсем харăсах вăй илеççĕ. Çак майдан çирĕпрех патшалăх йĕркеленĕвне туса хума пулăшĕ-и е ăна тĕппипех хавшатĕ-и - пĕлместĕп. Çапах та, манăн шухăшпа, майданăн истори тĕлĕшĕнчи урокĕ /ăна никам та итлесшĕн мар/ - Украина унитари патшалăх форминче пурăнма пултарайманни. Украина хăйĕн патшалăхне федерализм никĕсĕ çинче йĕркелеме тивĕç. Хальхи 25 облаç никĕсĕ çинче мар, истори тĕлĕшĕнчи регионсем тăрăх. Вĕсем 9-10 пулĕç. Тĕслĕхрен, Германири пек, унта 16 çĕр. Çакнашкал тытăмра регионсем хăйсен шалти çивĕч ыйтăвĕсемпе ытларах, çине тăрса ĕçлĕç.
Черномырдин мана çапла каланăччĕ: «Сире Анăç параканни - пуспа çеç. Эпир çулленех - 3,5 млрд доллар». Анчах та Анăç çынсене витермелле ĕçлерĕ
- Галичинăна илер-ха. Львов, Тернополь, Ивано-Франковск облаçĕсем валли йĕркеллĕ пурнăç условийĕсем туса памалла. Бандерăпа Шухевича сума сăвасшăн, хура-хĕрлĕ ялавсем çакасшăн, грек-католик чиркĕвĕсене çÿресшĕн - ку вĕсен ирĕкĕ. Çапах Донбаса, Крыма тата ытти региона та çакнашкал ирĕк парăр - хăйсен паттăрĕсене хисеплеме, вырăсла калаçма, хăйсен культура тата йăла традицийĕсемшĕн тăрăшма.
Элита тата оппозици
- Обществăри демократие оппозици вăй-хăвачĕпе виçеççĕ теççĕ. Çакна пирĕн çĕр-шыв пирки калама пулать-и?
- Эпир оппозици мĕн иккенне ăнланмастпăр. Темшĕн-çке нумайăшĕ оппозици ку вăл баррикадăсем тесе шухăшлама хăнăхнă, баррикадăсем çук тăк - оппозици те çук. Эпĕ ăс-тăн енĕпе оппозиционер, çакна унчченхи влаçран та, хальхинчен те пытарман. Интеллигенцин истори тĕлĕшĕнчи миссийĕ - пуç пулса тăракан режимшăн вĕсен йывăр ĕçĕнче чăрмав кÿме мар, чунĕсенче этемлĕх хаклăхĕсене тытса тăма пулăшас тĕллевпе ăс-тăн оппозицийĕнче пуласси.
- Çакна интеллигенци е влаç çинчен калатăр?
- Евросоюзпа пĕрлешесси çинчен килĕшĕве алă пусас умĕн /ăна çаплипех алă пусса çирĕплетеймерĕç/ виçесĕр хавхаланнă вăхăтра оппозици кăна мар, правительство та çынсене çапла ĕнентерчĕç: «Европăна каятпăр - Европăри пек пурăнăпăр». Çак тĕллевпе Европăри пек ĕçлемелли çинчен никам та каламан. Паян кÿршĕ хÿми патне çÿп-çап тăкма хăтланнă чухне эпир апла пурăнаймăпăр. Малтанах пуçра Европа пултăр, каярах çеç унта ăнтăлмалла. Çынсене, уйрăмах çамрăксене, Америка е Европа пурнăç йĕрки лайăхраххине ĕнентерме хăтланаççĕ.
- Патшалăх политикине çĕр-шывăн истори аталанăвĕн шалти содержанийĕпе йĕркелесе тытса пымаççĕ-им?
- Тĕлĕнмелле те, вăхăт иртнĕçемĕн çĕр-шывăн шалти аталанăвне шăпах тулаш сăлтавсем палăртаççĕ, çакă норма пулса пырать тата. Халăхăн ытларах пайĕ Европăна кĕнинчен мĕн кĕтет-ха? Хăйĕн пурнăçĕ пурлăх тĕлĕшĕнчен лайăхланасса. Украина тухăç-православи тĕнчин пайĕ пулнине эпир манатпăр. Ку - пачах урăх цивилизаци тытăмĕ. Анăç тĕнчи - рим-католик, тухăç - византи-православи. Украина Киев Руçĕ вăхăтĕнчен пуçласа халăхсен çак тытăмĕнче пулнă.
- Украинсем тăхăмĕсен ăс-хакăл хаклăхĕсене улăштарас хăрушлăх çук-и?
- Эпир шанчăклă мар! Янукович çывăхĕнчи ушкăн ăна сутрĕ пулсан, мĕншĕн-ха эпир хамăрăн тăхăмсене сутма пултараймастпăр? Çĕнĕ кашни тапхăртах эпир хамăрăн историне стерилизацилетпĕр, пĕр ушкăн тăмсая сирпĕтсе вĕсен вырăнне ытти ухмаха лартатпăр. Раççей империйĕ аркансан совет влаçĕ маларах мĕн пулнине веçех хирĕçлерĕ. Çĕн йĕркелÿ çулĕсенче эпир каллех совет тапхăрĕпе çыхăннине ылханма пуçларăмăр, унта лайăххи те нумай пулнă-çке. Эпир Европăна ăнтăлатпăр тăк ансат япалана ăнланмалла: Европăра историн мĕн пур тапхăрĕнче влаçра çветтуй çынсем тăман - инквизиторсем те, хаяр патшасем те пулнă, çапах та унта хăйĕн историне вăхăт-вăхăтпа тасатса тăмаççĕ, хăйсен иртнĕ пурнăçне вăл мĕнле пулнă, çапла йышăнаççĕ.
Раççейĕн тÿрлетме çук йăнăшĕ
- Ку вĕренÿ тытăмне пырса тивет-и?
- Чи малтанах! Учебниксенче граждан, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçисенче палăрнă çынсем çинчен материал сахал. Эпĕ Коцюбинские е Антонов-Овсиенкăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартмалла теместĕп, çапах та пирĕн çакна пĕлмелле: Муравьев генерал мар, ахаль кăна деятельсем, украинсем, Украинăра социализм туса хунă! Историн çак пайне учебниксенчен кăларнă, вĕсем тăрăх вĕреннĕ çамрăксем паян майданта тăраççĕ, хăйсен патшалăхĕн историйĕнче тĕпре тăраканни Хĕвел анăç Украинăра Степан Бандера ялавĕ айĕнче пулса иртнĕ тесе ĕненеççĕ. Çĕр-шывра урăх идеологи çук чухне хирĕç тăру акцийĕсем текен идеологирен мĕн тĕлĕнмелли?
- Çак идеологи тĕпрен илсен Раççее хирĕçле. Раççей информаци вăрçинче выляса ячĕ-и?
- Шел те, Раççей тахăш тапхăрта хăйĕн шалти çивĕч ыйтăвĕсем çинче çеç чарăнса тăчĕ, нумай япалана куçран вĕçертрĕ. 20 çулта Украинăра пĕр ăру ÿссе çитĕнчĕ, вĕсене çĕнĕ учебниксемпе вĕрентнĕ, ку çамрăксене Раççей пирĕншĕн пичче те, кÿршĕ те мар тесе пĕрмаях каланă. Темшĕн-çке çапла каланисене Раççей политологĕсемпе историкĕсем лăпкăн йышăнатчĕç. Раççей украинсен ăс-тăнне урăхларах ене пăрас процеса хутшăнмарĕ. Украинăна пирĕн Анăçри çĕр-шывсем укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен тĕрлĕ фонд пур. Нумай укçа яраççĕ. Калăпăр, ĕнер çеç çын Раççей çине чиперех пăхнă, паян ăна Европăри тĕпчев центрне йышăннă, унта вăл секретарь, пысăк ĕç укçи шантараççĕ, çак çын çавăнтах Анăç хаклăхĕсене ырлама, сарма пуçлать.
Официаллă верси тăрăх - пирĕн Раççейпе пĕрлехи истори çук. Православи чиркĕвĕ юлать, анчах та унта пăшăрхантаракан процессем иртеççĕ. Пĕррехинче эпĕ Раççей посолĕпе Виктор Черномырдинпа калаçнăччĕ. «Виктор Степанович, Анăçри çĕр-шывсем Украинăра мĕнлерех хастар ĕçленине эсир пăхатăр-и? Тĕрлĕ фонд, пĕрлĕх, институт мĕн чухлĕ вĕсен? Мĕншĕн-ха Раççейĕн те ку енĕпе ĕçлемелле мар?» - терĕм ăна. Вăл мана çапла хуравларĕ: «Анăç çак фондсене паракан укçа - пуспа çеç. Эпир кашни çулах сире 3,5 млрд доллар дотаци уйăратпăр. Украинăна йÿнĕ газпа нефть паратпăр». Раççей панă укçапа патшалăх деятелĕ текенсем хăйсем валли керменсем çĕкленĕ. Раççейре çакна ăнланман пулас.
- Ахаль кăна украинсем Раççей Украинăпа пĕрле пулнине çаплипех туйман тесшĕн-и?
- Шăпах çапла. Ку - Раççейĕн пысăк йăнăшĕ. Пĕлместĕп: халĕ мĕн те пулин тÿрлетме пулĕ-ши. Пирĕн ачасем, мăнуксем эпир Европăра Киев Руçĕ вăхăтĕнчен пуçласах пурăннине пĕлччĕр. Вăл Вăтам ĕмĕрти чи хăватлă державăсенчен пĕри пулнă, унпа Европăри нумай çĕр-шыв тăванлашма хăтланнă. Эпир пĕр вăхăтрах Европа та, Ази те. Украина пайĕн çурринче мĕн ĕмĕртенпех Азири тĕрĕк чĕлхисемпе калаçакан йăхсем пурăннă. Вăхăт иртнĕ май çакă веçех пирĕн этносра хутăшса кайнă. Тĕрĕссипе, 3 ĕмĕр ытла эпир Раççейпе пĕр халăх пулнă.
Истори - вĕрентÿллĕ ăслăлăх. Иртнĕ йăнăшсене çĕнĕрен тăвас мар тесе ăна пĕлмелле. Европăра эпир Хмельницкиччен 300 çул пулнă. Хамăрăн вырăна ниепле те тупма пултарайман. Халĕ Раççейпе япăх, каллех Европăпа пĕрле пулмалла тесе йышăнтăмăр. Сахал-и, нумай-и вăхăт иртĕ - маятник каллех тепĕр еннелле çаврăнать-тăр. Вырăссен паллă поэчĕ Н.А.Некрасов каланă пек «Шел - çав лайăх вăхăтра мана та, сана та пурăнма пÿрмен».
Комментари хушас