«Ача чухне... вăрра та кайнă»
1990-95 çулсенче ЧР Шалти ĕçсен министрĕнче тăрăшнă Михаил Киселев, халĕ отставкăри генерал-майор, хĕлле хулара, çуллахи вăхăтра тăван тăрăхĕнче — Муркаш салинче — пурăнать. Çак кунсенче экс-министр патĕнче хăнара пулса куртăмăр. «Мухтанмалли нимĕн те çук. Ав улма-çырла йывăççи — пахча тулли. Çумкурăкĕ те пур, пурин те саркаланса ÿсмелле çĕр çинче. Беседкăра мăшăр чей хатĕрленĕччĕ. Атьăр, калаçса ларăпăр, çырла çийĕпĕр. Кайран хам лартнă йывăçсене курса çаврăнăпăр», — урама тухсах кĕтсе илчĕ Михаил Федорович.
Беседка тавра хĕп-хĕрлĕ хăмла çырли çитĕнет. Кунта Михаил Киселев хуларан ывăнса килсен канма, хаçат вулама, пахчари темиçе тĕрлĕ çырлапа киленсе чей ĕçме юратать.
Тутлă пĕремĕк
«Çак ялта çуралса ÿснĕ эпĕ. Пÿрчĕ, паллах, ку вырăнта пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕ çул килнĕ çĕр çине. Атте 1944 çул вĕçĕнче йывăр аманса таврăннă. Сак тулли сакăр ача пулнă пирĕн, вĕсенчен улттăшĕ çеç çитĕннĕ. Пĕчĕк пÿртре пăру-путекпе пĕрле ÿснĕ эпир. Кам кăмака çинче, кам сентре çинче çывăратчĕ. Пире, вăл вăхăтрисене, нумай кирлĕ пулман. Пасар кунне юрататтăмăр. Апи /ку тăрăхра аннене çапла калаççĕ/ таврăнасса пÿрт пуçĕнче кĕтсе тăраттăмăр. Пĕремĕк илсе килсе çитеретчĕ вăл. Эх, епле тутлăччĕ! Халь унашкаллине ниçта та тупса илме çук. Электричество пулман эпир ÿснĕ чухне. Телевизор мĕн иккенне те пĕлмен. Ултă çула çитичченех шкула кайнă. Пĕррехинче пахчара выляса-чупса çÿреттĕмччĕ. Пĕр арçын килчĕ те: «Эпĕ учитель. Шкула пыратăн-и?» — терĕ. Атте-аннепе канашламасăрах: «Пыратăп», — терĕм. Мана шута илчĕ, авăнăн 1-мĕшĕнче шкула пыма йыхравларĕ. Çăпата та сырса курнă, кирза атăпа çÿренĕ», — ачалăхĕ пирки питĕ ăшшăн, çав вăхăтрах тунсăхлăн каласа кăтартрĕ Михаил Федорович.
Ытти мĕнпур ача пекех ĕçре пиçĕхсе çитĕннĕ вăл: 5-6 çултах çу вăхăтĕнче ĕне кĕтĕвне кайнă, аслă пиччĕшĕпе пĕрле тракторпа суха тунă, пăртак та пулин укçа ĕçлесе илес тесе почта-лавккана вутă çурса купаласа панă, макулатура, тимĕр-тăмăр пуçтарнă. «Çĕнĕ кĕпе тăхăнни — калама çук пысăк уявччĕ. Тем пекех хĕпĕртенĕ уншăн. Хальхи пек туянса мар, пиртен çĕлесе панă пире. Çемьере йышлăн пулнăран мана ыттисем хыççăн çеç лекетчĕ тумтир. Вельвет куртка тăхăннине астăватăп. Панулми вăррине çÿреме юрататтăмăр. Эпĕ пĕчĕк чухне килте антоновка, китайка çеçчĕ. Ют садри улма тата тутлăрах çав, вăрлама чылай çÿренĕ, пĕрре те çакланман. Хам пахчана кĕрсен те тарăхмастăп халь. Вăрăран пире валли те тăрса юлать. Ниçта хума çук кăçал панулмие, ав еплерех тăкăнать, компост тĕмĕ çине йăтса ывăнатăп», — ăшшăн кулать Михаил Киселев.
Шахтера илмен
Пĕрремĕш класа 6 çула çитичченех кайнăскер шкулпа та 16 тултаричченех сывпуллашнă. «Ун чухне аслă пĕлÿ илесси пирки шухăшламан. Шкулти учительсем те, атте-анне те пĕр сăмах та шарламан. Юлташсем Карагандана шахтера вĕренме кайма тĕв тунă, мана та пĕрле чĕнчĕç. Килĕшрĕм. Апи 60 тенкĕ пачĕ, хамăн 15 тенкĕ пурччĕ. Караганда хулине 14 тенкĕ те 90 пуспа çитрĕм. Шахтер пулас текенсем манран пурте аслă. «Сана илместпĕр, эсĕ чи кĕçĕнни, вĕренсе тухсан çулу çитменнипе шахтера никам та вырнаçтармĕ», — терĕç. Çухалса каймарăм, документсене илтĕм те техника училищине кайса патăм. Икĕ çултан шахтер мар, слесарь пулса тăтăм çапла, завода ĕçе вырнаçрăм. Паянхи кун та хĕпĕртетĕп çак специальноçа алла илнишĕн. Унсăрăн епле пурăнăттăмччĕ-ши, пушă вăхăта мĕнле ирттереттĕмччĕ-ши эпĕ? Ав мастерской ларать, çу кунĕсенче, уйрăмах çумăр çунă чухне, çавăнтан тухмастăп. Пахчара мар тăк, мана çав пĕчĕк çуртра шырамалла», — йăл кулать Михаил Федорович.
Салтака килтен мар, Карагандаранах кайнă вăл. Çар тивĕçĕсене Германире, Ютербог хулинче, пурнăçланă. Виçĕ çул пулнă унта, малтан çар машинин командирне, кайран батарея старшинине çирĕплетнĕ. 1968 çулта, киле таврăнма вăхăт çитсен, тревогăпа Чехославакие, тепĕр виçĕ уйăхлăха, ăсатнă. «Салтак пăтти тутлă пулнăран-ши, çарта 14 сантиметр ÿснĕ эпĕ. Таврăнтăм — пĕр тумтир те юрамасть. Бушлатпа вăрахчен çÿрерĕм. Кĕрхи пальто пурччĕ, çаннисем кĕскеччĕ, ан курăнтăр тесе алла пĕрмай кĕсьене чикеттĕм. Килте нумай тытăнса тăмарăм. Унта мансăрах пĕр кĕтÿ ачаччĕ. Аслисем авланнă, вĕсен те ачисем пирĕн патрах чупатчĕç», — иртнине аса илет кил хуçи.
«Çăмлă алă пулман»
Пĕчĕкренех следователь пулма ĕмĕтленнĕ вăл. Карагандана çити шахтера вĕренме кайнă чухне те çак шухăша пуçран кăларса пăрахман. Заводра икĕ çул электросварщикре ĕçленĕ хыççăн: «Çитет-ха, ку ĕç ниçта та çухалмĕ, вăхăтĕнче тармалла», — тĕллев лартнă. Чулхулари милици шкулне вĕренме çул тытнă. Икĕ çултан Хусанти юридици факультетĕнче, кайран Мускаври академире хушма пĕлÿ илнĕ. «Чулхулара икĕ çул вĕренни пурнăçра çул уçса пачĕ те мана. Тĕрĕс утăм тунă çавăнта кайса. Епле ăс çитернĕ-ши?» — тет халь Михаил Киселев. Анчах та мĕнпур «пиллĕкпе» вĕренсе тухнăскере Шупашкарта ĕçе илмен. Пĕр вăхăт Муркашра участковăйра тăрăшнă, кайран Çĕмĕрле хулинче служба инспекторĕнче вăй хунă. 2 çултан пай пуçлăхне, кайран Çĕмĕрлери шалти ĕçсен уйрăмĕн оперативлă ĕç пуçлăхĕн çумне çирĕплетнĕ. Нумай вăхăт та иртмен, ЧР ШĔМ уголовлă шырав пуçлăхĕн çумĕ пулма чĕнсе илнĕ. Çулталăкран тата çÿлерех хăпарнă — министр çумне çитнĕ вăл. «Преступление уçса парса вĕçне çитермесĕр лăпланман эпĕ. Пăнчă лартма, ĕçе хупса хума нихăçан та васкаман. Министр пуканне йышăнасси пирки ĕмĕтленмен, хирĕçленĕччĕ те. Çăмлă алă та пулман пурнăçра, юлташсем вара нумай пулăшнă. «Сирĕнсĕр эпĕ никам та мар», — тесе хăйсене те пĕрре мар каланă. Юрий Назаров министр Мускава кайнă хыççăн ЧР Правительстви ун вырăнне мана çирĕплетрĕ. Яваплă должноçе çапла йышăнтăм. 5 çул хушшинче темĕн те курнă. Çĕрпÿ районĕнче пĕр хĕрача çухалнăччĕ, ниçта та тупайманнипе тăванĕсем ман пата пулăшу ыйтма килчĕç. Çав вăхăтра Шупашкар районĕнче çамрăк пĕр арçын хĕрарăма тапăнни, ăна пÿрт тăрринче пытарса усрани пирки сас-хура сарăлчĕ. Çак çынпа тĕл пулма хам тухса кайрăм. Çĕрпÿри следстви изоляторне çитрĕм, чăн-чăн психолог пек виçĕ хутчен калаçрăм унпа. «Сана кунта хăварма юрамасть, урăх çĕре куçаратăп», — тетĕп. «Атьăр, хĕрача ăçта иккенне кăтартатăп», — терĕ хайхискер. Оперушкăн пухăнчĕ те Çĕрпÿ тăрăхне вĕçтертĕмĕр. Им-çам пички тĕлĕнче чартарчĕ çамрăк. Хĕрачана вĕлерсе ун ăшне пăрахнă. Чăваш Енре тахçантанпах урса кайса шыраççĕ — тупаймаççĕ. Темиçе сехетре вĕçне-хĕрне тухрăмăр. Шел, хĕрачана вĕлерме ĕлкĕрнĕ йĕксĕк. Кунашкал тĕслĕх чылай пулнă. Вĕсене çырса пĕтерме те çук, ытлашши аса илес те килмест халĕ», — каласа кăтартать Михаил Федорович.
Юратнă ĕç
Паянхи кун Михаил Киселев — ШĔМ ветеранĕсен канашĕн ертÿçи. Вăл тивĕçлĕ канурисене лăпкă пурăнма памасть, Михаил Федорович тăрăшнипе час-часах тĕлпулусем, ăмăртусем, уявсем иртеççĕ. «Республикăри кадет класĕсемпе çине тăрсах ĕçлетпĕр. Хамăр вырăна килекен çамрăк ăрăва пулăшмалла, патриотизм туйăмне вăйлăрах аталантармалла. Тăван çĕршыва юратма вĕрентмелле. Ăçта çуралса ÿснĕ — çавăнта кирлĕ эпир», — çирĕплетет экс-министр.
Хулари ĕçсенчен пушансанах Муркаш салине васкать. Кунта вăл çурт лартнă, пысăк сад çавăрнă. Темиçе тĕрлĕ сорт иçĕм çырли, груша, панулми, слива çитĕнтерет. Хĕрлĕ, хура хурлăхан, чие тĕмĕсем — çур пахча. Иçĕм çырлинчен тутлă эрех, хĕл валли компот-варени нумай хатĕрлеççĕ. «Сывлăха хамăрăн упрамалла. Çавăнпах мăн хăяр, кабачок, кăшман, кишĕр нумай ÿстеретпĕр. Какай мар, пахчаçимĕç ытларах çимелле. Юн лайăх тăк — çын организмĕ те йĕркеллĕ. Вăрăм ĕмĕр хамăртан та чылай килет. Эпĕ ака уйăхĕнчен тытăнса юпа уйăхĕчченех Атăлта шыва кĕретĕп. Уçă сывлăшра нумай çÿретĕп», — сывă пурнăç йĕркине хăй епле пăхăннипе паллаштарать Михаил Федорович.
Экс-министр кăмпана, пуринчен ытларах пулла çÿреме юратать. «Мухтанмалли нимĕн те çук тесе малтанах каларăм сире. Вăт, чавса тăршшĕ пулă тытсан пăртак вĕçкĕнленме пултаратăп. Адреналин ку маншăн, анчах та вăл та вăхăтлăха çеç», — кулать Михаил Киселев.
Мăшăрĕ Татьяна Васильевна вăхăчĕ хĕсĕкрех пулнипе калаçăва питех хутшăнмарĕ. Çапах та сывпуллашас умĕн унран çакна ыйтмасăр чăтаймарăм: «Министр арăмĕ пулма çăмăл-и?» «Вăл çывăрман, эпĕ те çывăрман. Тăшмана та сунмастăп, питĕ шел министр арăмĕсене. Зодиак паллипе Михаил Федорович — Скорпион, эпĕ — Шывтăкан. Вăт, хăть мĕнле чăт та пурăн çав çынпа!» — пĕр шÿтлесе, пĕр чăнласа хуравларĕ Татьяна Киселева.
«Чун Муркашах туртать. Хулари хваттерте çулла мĕн тумалла? Ялта çын çутçанталăка çывăхрах: хурт-кăпшанкă чĕрĕлет, ешĕл курăк хушшинче шăрчăксем сиккелеççĕ, кайăксем юрлаççĕ, йывăçсем чечеке лараççĕ, çимĕç параççĕ… Çакă йăлтах куç умĕнче пулса иртет. Панулми çиме килĕр кĕркунне. Хамăр çук тăк — ав карта урлă каçса кĕме те юрать, вăрçмастăп», — кула-кула сывпуллашрĕ экс-министр.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас