Иртнĕ ĕмĕрте çырса илнĕ спектакльсем - пирĕн пуянлăх

2 Çурла, 2016

Вăхăт малаллах шăвать. Кивви хыçала юлать. Апла пулин те хăшпĕр чухне иртнине аса илсе пурнăçа тепĕр хут каялла тавăрас килет. Сăнÿкерчĕксем, видео- тата аудиокассетăсем çакна тума май параççĕ. Вăй хушаççĕ, çĕнĕ шухăш çуратаççĕ. Чăваш радиора сасă упрамалли ятарлă пÿлĕм пур. Ун çинчен калаçу.

Фонотека — Чăвашрадио пуянлăхĕ, унăн ылтăн фончĕ. Пĕтĕмĕшле вăл 110 тăваткал метр лаптăк йышăнать. Унта 40 пин ытла магнит пленки упранать. Ытларах пайĕ — спектакльсем, паллă çынсенчен илнĕ интервьюсем, радиокомпозицисем тата ытти те. Фонотекарьте хăй вăхăтĕнче Людмила Иванова, Галина Афанасьева, Ираида Лисицина ĕçленĕ. Вĕсенчен чи нумай — 39 çул вăй хураканни — Людмила Алексеевна. «Вăл йăлтах пĕлетчĕ, мĕн ыйтнине çийĕнчех тупса паратчĕ, çамрăксене те сĕнÿ-канашпа пулăшатчĕ. Хăйĕн ĕçне яланах тĕплĕн те тирпейлĕн тăватчĕ», — аса илет çав вăхăта Чăваш телерадиокомпанийĕнче 40 çула яхăн ĕçленĕ Венера Большова.

Халĕ фонотекăн тĕп управçи — Ираида Канавичева. Вăл çак ĕçре — 26-мĕш çул. Ираида Александровна Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллăра 1956 çулта учительсен çемйинче çуралнă. 5 ачаран /4 хĕрпе 1 ывăл/ чи асли пулнă. Çавна май ĕç ытларах амăшĕпе ун çине тиеннĕ. Ачаранах юрлама-ташлама юратнă. Шкул хорĕн концерчĕсем вăл шăрантаракан юрăсемсĕр иртмен. 1974-1981 çулсенче Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищин дирижерпа хор уйрăмĕнче, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрăмĕнче вĕреннĕ. Диплом иличченех Чăвашрадиопа телекурав хорне ĕçлеме килнĕ. 1990 çултан телекуравпа радио хыпарлавăн патшалăх комитечĕн фонотекарĕнче тăрăшать. «Ачаранах юрă-кĕвĕпе кăсăкланни, музыка училищинче вĕренни тата хорта ĕçлени мана фонотекарь ĕçĕнче чылай пулăшать», — пĕлтерчĕ Ираида Александровна сасă упрамалли пÿлĕмпе, унăн историйĕпе çывăхрах паллаштарнă май.

Кашни пленка — хăй пĕр пурнăç

Фонотека пÿлĕмне кĕрсенех хама урăх тĕнчене лекнĕн туйрăм. Сывлăш та, тавралăх та урăхларах кунта. Вăрттăнлăхпа, асамлăхпа тулнă тейĕн. Пÿлĕмри стеллажсене икĕ ретĕн вырнаçтарнă. Кирлĕ пленкăна шыраса тупма та меллĕрех капла. Пĕр çÿлĕк çинче — 50 ытла магнит пленки. Пысăк тата пĕчĕк калăпăшлисем те пур. Тĕлĕнмелле пек, çак пÿлĕмре республикăн пĕтĕм пурнăçĕ, паллă та пултаруллă çынсен сасси, документлă-историллĕ фактсем упранаççĕ.

Чи малтанхи кăларăмсене илемлетме юрă-кĕвĕ кирлĕ пулнăран пленкăсене 1948 çулта Мускавран ярса панă. Вĕсем — Михаил Глинкăн, Дмитрий Шостаковичăн, Анатолий Новиковăн классика хайлавĕсем. Çавăн пекех удмурт, пушкăрт, тутар халăхĕсен юрри-кĕвви пулнă. Вĕсем чăваш кĕвви евĕр янăранă. Хамăр юрра-кĕвве темшĕн çырса илмен. Юрланă, инструмент каланă произведенисене тÿрех эфира кăларнă. 1955 çултан тин пĕрремĕш пленкăсем çырса илнĕ. Вĕсем — Мефодий Денисов, Зоя Селиванова, Олимпиада Агакова, Анна Казакова, Николай Петров юррисем. Малтанхи спектакльсенчен Василий Ржановăн «Энтип» /1961/, Петр Осиповăн «Айтар» /1953/, Федор Павловăн «Ялта» /1962/ драмисене асăнмалла. Çав çултанах Федор Павловăн, Герман Лебедевăн, Аристарх Орлов-Шуçăмăн, Василий тата Геннадий Воробьевсен юрри-кĕввине Чăваш телерадиокомпанийĕн юрăпа ташă ансамблĕ шăрантарнă. Чи паллисенчен — «Юрăçсем», «Шурă кăвакарчăн». Каярахпа мĕнпур пленкăна планпа çырма пуçланă. «Эпĕ ĕçленĕ чухне Мускавран кварталта 20 сехетлĕх произведени килетчĕ. Фонотека валли ятарласа Чăваш телекуравĕпе радио хорĕ юрланă», — аса илет Ираида Александровна çав вăхăта. Çухалса каясран кашни пленкăн хăйĕн паспорчĕ пур. Унта мĕнпур информацие вуласа пĕлме пулать. Композиторĕ, авторĕ кам, миçемĕш çулта çырса илнĕ тата ытти те.

Магнит пленкисене тĕрĕс упрама та пĕлмелле, ятарлă йĕркене пăхăнмалла. Сывлăш температурине, нÿрĕк миçе процент пулмаллине шута илмелле-çке. «Çапла. Кашни япалан хăйĕн йĕрки пур. Сивĕ чухне сывлăш температури — 15 градусран, ăшă чухне 25 градусран ытла пулмалла мар. Çавăн пекех кашни çÿлĕк айĕнче савăтпа шыв тытатпăр. Нÿрĕк тытма, пленкăсем типсе ан кайччăр тата ан татăлччăр тесе. Çирĕм çултан магнит пленкисене тепĕр хут çырса илмелле. Мĕншĕн тесен вĕсен пахалăхĕ çухалать. Халĕ кирлĕ кăларăмсене электрон майпа упрама тăрăшатпăр, диск çине çырса илетпĕр. Фонотекăшăн чи хаклă магнит ленти — виççĕмĕш летчик космонавтăн Андриян Николаевăн сасси. Ăна тĕрлĕ çулта çырса илнĕ. Эпĕ çакăншăн хĕпĕртетĕп», — тет Ираида Александровна.

Ылтăн арча

Спектакльсем те фонотекăра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Чи малтанхи артистсем вылянă спектакльсем тата пахарах, тата хаклăрах пек туйăнаççĕ. Вĕсен сассине илтсен хăпартланатăн, çунатланатăн. «Сăмахран, Ефим Никитин артиста хăйне темиçе хут та курнă. Геннадий Терентьева вара ачаранах юратнă. Иртнĕ ĕмĕрте çырса илнĕ спектакльсене эфира ытларах кăларма тăрăшатпăр. Вĕсем — пирĕн пуянлăх. Хаваспах итлесе ларатăн, тепĕр чухне куççуль тухать. Артистпа пĕрле çав пурнăçа пурăнса ирттеретĕн, савăнатăн, хурланатăн. «Микрофон умĕнче — театр», «Ылтăн çÿпçерен», «Пирĕн фондран» кăларăмсене радио итлекенсем юратсах итлеççĕ», — калаçăва тăсать Ираида Канавичева.

Фонотека юрă-кĕвĕпе те пуян. Вĕсемпе республикăра ирттерекен массăллă мероприятисенче те, районсенчи клубсенче те нумай усă курнă. Журналистсем те фонотекăра упранакан материалсене тăтăшах ыйтаççĕ. Çавна май радио кăларăмĕсем илемлĕрех, пуянрах илтĕнеççĕ. Хăй вăхăтĕнче Юрий Никифоров журналист «Кашни йĕрки — ахах пĕрчи» ярăмри кăларăмсене тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк кĕввипе илемлететчĕ. Хальхи вăхăтра Галина Вастрюкова журналистпа Ольга Туркай шеф-редактор поэтсемпе артистсен сассине, вĕсен сăввисене эфира чылай кăлараççĕ.

Фонотекарь — управçă тата пуçтаруçă

Манăн шухăшпа — кашни ĕç хăйнеевĕр тата интереслĕ. Паллах, йывăрлăхсăр мар. Фонотекарь ĕçĕнче уйрăмах анлă тавракурăмлă пулмалла. Ираида Канавичева ку ĕçре — 1990 çултанпа. «Мана, çамрăкскере, Агния Михайловна Мадянова сасă режиссерĕ малтанхи çулсенче нумай пулăшса пычĕ. Тавах ăна», — аса илет вăл. Роза Деменцова, Людмила Кудряшова, Рената Никитина, Анна Александрова та фонотека ĕçĕ-хĕлĕнче чылай пулăшнă. Вĕсемпе самай ĕç тунă, нумай материала диск çине куçарнă.

Ку чухнехи технологисем аталаннă май халĕ магнит пленкисене цифрăлаççĕ. 4 пине яхăн кăларăма диск çине куçарнă ĕнтĕ, 700 ытла кăларăма компьютера çырса илнĕ. Алексей Алексеев инженер Чăвашрадиора — 5-мĕш çул. Вăл каланă тăрăх — магнит лентисем кивĕ пулнăран татăлаççĕ, вĕсене ятарлă лентăпа çыпăçтармалла. Кунне çак ĕç валли 4-6 сехет уйăрма тивет.

Ираида Канавичевăна итлекенсем «Эсир юратнă юрă-кĕвĕ», «Ирхи концерт», «Кăмăлтан», «Ылтăн çÿпçерен», «Микрофон умĕнче — театр», «Юрă пултăр парне» кăларăмсенчен лайăх пĕлеççĕ. Шăматкунсерен Чăвашрадиопа эфира тухакан «Юрă пултăр парне» передача чылайăшĕшĕн — кĕтнĕ те юратнă кăларăм. Вăл мĕнле янăрасси, ăна мĕнлерех йĕркелесси редактортан чылай килет. Унсăр пуçне вăл тĕрлĕ мероприятирен репортажсем хатĕрлет, чылай композиторпа, юрăçпа, пултарулăх ушкăнĕпе тĕл пулать, вĕсемпе тачă çыхăну тытать. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе 2 ывăл пăхса ÿстернĕ. Асли Александр Мускаври электрон техникин институтĕнчен вĕренсе тухнă, çемьеллĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Сергей — Шупашкарта, Вырăс драма театрĕн сасă режиссерĕ. Пĕр мăнук. Вăл та юрра-кĕвве питĕ кăмăллать.

Ираида Канавичевăна ЧР Культура министерствин, композиторсен пĕрлĕхĕн, республикăри композиторсен ассоциацийĕн хисеп хучĕсемпе чысланă. Тавах ăна çак ĕçре чуна парса ĕçленĕшĕн, журналистсен историшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсене фонд валли упраса хăварма, малашнехи ăру валли тарăн йĕр хăварма тăрăшнăшăн.

Ирина ПАРГЕЕВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.