Çăва çинчи... Ача çурчĕ
Çак арçын 15 çул аборт тунă ачасене пытарса пурăннă. Пĕррехинче вара ун патне хырăм пăрахас шухăшлă хĕрарăмсем пынă...
Тонг больницăна ача кĕтекен арăмĕпе пĕрле кайнă. Черет кĕтсе ларнă май хĕрарăмсене сăнанă. Лешсем тухтăр пÿлĕмне кĕнĕ те каялла... макăрса тухнă. Ачасăр... Мĕн амакĕ? Мĕн пулса иртнине тÿрех ăнланса та илеймен-ха Тонг. Каярахпа кăна инкек пĕлтерĕшне туйнă. Çакна ăнланман арçын — варта тĕвĕленнĕ ачаран епле хăпма пулать-ха? Вĕлерниех пулать-çке ку. Çитменнине, пытармаççĕ те ачасене...
Тонг çакна лăпкăн йышăнма пултарайман. Хон Том тăвĕ çывăхĕнче вăл хăйĕн укçине тÿлесе çĕр туяннă. Унта амăшĕсем хырăм пăрахнине пула çут тĕнчене килсе те ĕлкĕреймен ачасене пытарма тĕв тунă. Паллах, çакăн валли малтанах госпитальтен ирĕк ыйтса илнĕ. Çапла майпа Тонг малтанхи çулсенче 10000 ытла ачана çĕрпе хупланă. Анчах та Вьетнам арçыннин тĕп тĕллевĕ ку пулман-ха. Çăва çине пырса курнă хĕрарăмсем текех хырăм пăрахмасса шаннă арçын...
Чăн та, вăл палăртни пурнăçа кĕнĕ темелле. Хĕрарăмсен пысăк пайĕ теветкеллĕ çак утăма нумай чухне укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене пула тунă — ача ÿстересси мĕн тери яваплине аван ăнланнă вĕсем. Анчах та нухрат капла та çитсе пыман. Çапла вара тата тепĕр пепке çемьере ытлашши çăвара кăна çаврăннă. Çакăн пек хĕрарăмсем Тонгран пулăшу ыйтма пуçланă. Анчах та арçын хуравĕ пурне те аптратса янă. Тонг... нушаллă пурăнакан çемьесенчи ачасене хăйĕн хÿттине пама сĕннĕ. Кĕçех хăй вăхăтĕнче хурлăхпа тулнă çăва çинче çурт ÿссе ларнă. Унта 100 ытла ача хÿтлĕх тата çемье ăшшине тупнă.
Чăн та, Тонг тÿрех асăрхаттарнă — пепкесене амăшĕсем хăть те хăш самантра каялла илме пултараççĕ: укçа-тенкĕ ыйтăвне татса парсан. Хăйĕн çемйине йышăннă ачасене арпаштарас мар тесе Тонг вĕсем валли ачаш хушма ятсем тупса панă. Сăмахран, “Вин” /чыс/ е тата “Там” /чĕре/. Ачасем пурте амăшĕн хушаматне сыхласа хăварнă. Çавăн пекех Тонг та вĕсене хăйĕн хушаматне панă.
“Эпĕ мĕн юлашки сывлăшăм тухичченех пурнăçласа пырăп çакна, — тет нумай ача ашшĕ. — Эпĕ çак тĕнчерен кайнă хыççăн ачамсем, ман пекех, ыттисене пулăшасса шанас килет”.
Сăнÿкерчĕкри ачасен куçĕсем шевле сапалаççĕ. Тонг пек ашшĕнчен вĕсен вĕренмелли пурах.
/“Fishki.net”/.
Комментари хушас