ЫХРА ХУППИНЕ АН ПĂРАХĂР
Ыхран шурă хуппинчен хатĕрленĕ препаратсем çамрăклатакан витĕмлĕ пулнине нумай тĕслĕх çирĕплетет. Вĕсем чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕ, шăк хăмпи, пÿре сывă мар чухне те, организмран наркăмăшсемпе шлаксене кăларма та пулăшаççĕ.
Варвитти пуçлансан
Пĕр ывăç ыхра хуппине кофе арманĕпе вĕтетмелле. 1 чей кашăкĕ порошока вĕренĕ ăшă шывпа сыпса тÿрех çăтса ямалла. Курс — пĕр-икĕ кун.
Ыхра хуппипе профилактика тĕллевĕпе усă курма юрамасть, питĕ вăйлă вар хытма пултарать.
Шлаксене кăларма
Вĕтетнĕ, тÿпелемесĕр тултарнă 1 десерт кашăкĕ хуппа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 10-15 минута вĕрекен шыв мунчине лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла.
Кунне 3 хут 1-ер чей кашăкĕ пĕр уйăх ĕçмелле. 10 кунлăх тăхтавсемпе тата икĕ курс ирттермелле.
Шăнса пăсăлсан, грипран
Пĕр ывăç хуппа тата пĕр пуç ыхрана хĕртнĕ типĕ çатма çине хумалла. Тĕтĕм тухма пуçласан унпа сывламалла. Процедурăна кашни кун пĕр эрне тумалла.
Иммунитета çирĕплетме апата ыхра хуппин порошокне çĕçĕ вĕçĕпе хушма юрать.
Çамрăклăх рецепчĕ
Виçĕ ывăç ыхра хуппине вĕренĕ вĕрирех 3 стакан шыва ямалла. Çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла. Кунне 2-3-шер стакан пĕр-икĕ уйăх ĕçмелле.
Хĕрарăмсен çак шĕвеке уйăхăн иккĕмĕш çурринче, арçынсен пĕрремĕш çурринче ĕçсен лайăхрах.
Шута илме: ыхра хуппипе вуникĕ çула çитмен ачасен, ача кĕтекен хĕрарăмсен, сахăр диабечĕпе, организмăн ылмашăну ĕçĕ пăсăлнипе, щит евĕрлĕ пар, пыршăлăх чирлипе, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвипе, гипотонипе аптракансен сипленме юрамасть.
Комментари хушас