ХĂЙĂР ТĂРĂХ УТСА

27 Утă, 2016

Хăйăрпа сипленине псаммотерапи теççĕ. Сывлăха лайăхлатма ун тăрăх утни те çителĕклĕ.

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем /пуçламăш тапхăр/. Малтан — ăшă хăйăр тăрăх, унтан сивĕ шыв тăрăх черетлесе 5 минут утмалла. Процедура вăхăтне майĕпен 20 минута çитермелле. Курс — 2 эрнерен кая мар.

Ват хăмпин чирĕсем. Вĕтĕ хăйăр е яка вак чул тăрăх кăна утма сĕнеççĕ. Ура тĕпĕсене ытла хастар массаж туни ват шĕвекĕ нумайрах туса кăларма хĕтĕртет тата вар-хырăм ĕçне пăсма пултарать.

Ирхине вĕтĕ хăйăр тăрăх утмалла. 10 минутран пуçласа майĕпен çур сехете çитермелле. Чи лайăх вăхăт —10-12 сехетсем.

Каçхине — ура лапписен массажĕ. Алăсемпе ура пÿрнисене пилĕк минутран кая мар массаж тумалла. Курс — 5 эрне. Пĕр эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

Шăк хăмпин чирĕсем. Пĕр­ремĕшпе иккĕмĕш эрнесенче ăшă тинĕс е юханшыв хăйăрĕ тăрăх утмалла. Процедура вăхăтне 5 минутран пуçласа майĕпен çур сехете çитермелле. Хăйăр кăнтăрла тĕлне лайăх хĕрсе çитет. Мĕн чухлĕ ăшăрах — çавăн чухлĕ лайăхрах. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш эрнесенче процедура вăхăтне чакарса пымалла тата сивĕрех хăйăр тăрăх утмалла.

Бронх астми. Чи витĕмли — тинĕс хăйăрĕ тăрăх утни. 2 минутран пуçламалла. Ура лаппине пĕтĕмĕшле ăшăтса майĕпен утмалла. Унтан чарăнмалла, кĕлерен пÿрнесем çинелле тата каялла ярăнса тăмалла. Процедура вăхăтне майĕпен 20 минута çитермелле. Унтан майĕпен чакарса 2 минут хăвармалла. Курс — 7 эрне.

Пĕлтерĕшлĕ самантсем

  •  Сиплеве тытăнас умĕн тухтăрпа çак меслет пирки канашламаллах. Тен, вăл сире юрамасть.
  •  Хĕртсе пăхакан хĕвелрен хÿтĕленмелле, уйрăмах — 11-16 сехетсенче. Сарлака шлепке, хура куçлăх, пир пусмаран çĕленĕ çутă тĕслĕ ирĕклĕ çи-пуç тăхăнмалла. Пĕрле ĕçмелли шыв илмелле.

Асăрханăр! Хăйăр терапийĕ кирек мĕнле чир вĕрĕлнĕ тапхăрта, усал шыçă пулсан, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем, туберкулез, гипертензи, флебит, тромбофлебит, ÿтĕн пÿрлĕ чирĕсем аптратсан, менструаци пуçланас умĕн темиçе кун тата ун вăхăтĕнче юрамасть.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.