Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă

23 Утă, 2016

Юлашки 100-150 çул çамрăксене акселераци самаях витĕм кÿни палăрать. Ахальтен мар-тăр ÿсекен ăру аслисенчен тĕреклĕрех те, çÿллĕрех те курăнать. Кĕрнеклĕ яш-кĕрĕм хушшинче çак хĕрарăма тÿрех асăрхама та çук, пĕчĕкскер, вĕсен хушшинче çухалсах каять. Анчах та унăн ĕçĕ, тăрăшулăхĕ, пултарулăхĕ енчен пăхсан — улăпран пĕрре те кая мар вăл. Ахальтен каламасть чăваш пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тесе. Паян “Чăваш хĕрарăмĕн” хăни — Шупашкарти 2-мĕш лицейра ачасене хими вĕрентекен Надежда Мокеева. Ăна вулаканпа çывăхрах паллаштармашкăн питĕ пысăк сăлтав пур — Надежда Ленстовна Чăваш Енри тепĕр тăхăр вĕрентекенпе пĕрле Раççей Президенчĕн премине тивĕçнĕ. Чи лайăх учительсене хавхалантарасси пирки хушăва утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче алă пуснă. /Премие тивĕçнисен тулли списокĕпе “Хыпарăн” утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче тухнă 112 /27022/-мĕш номерĕнче паллашма пулать/.

Тухтăр пуласшăнччĕ

— Надежда Ленстовна, çитĕнÿпе саламлатпăр! Ырă хыпара ăçтан пĕлтĕр?

— Хамăн вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ шăнкăравласа саламларĕ чи малтан. Марина Сугробова СМСĕ те акă — телефонрах. Лайăх хыпара вĕсенчен илтмешкĕн, паллах, питĕ кăмăллă пулчĕ. Каярахпа ĕçтешсенчен те шăнкăрав çитрĕ.

— Каласа кăтартăр апла тăк — çак çитĕнÿ патне мĕнле çулпа çитрĕр? Хими пирки ачаранах ĕмĕтленнĕ-и? Çакăнтан пуçлар-ха.

— Шупашкарта виçĕ ачаллă çемьере çуралнă эпĕ. Ачалăхăм трактор завочĕ çĕкленнĕ вăхăтпа тÿр килчĕ. Аттене те Шупашкарти Çĕнĕ Кăнтăр районĕнче хваттерпе тивĕçтерчĕç. Микрорайонта 37-мĕш шкула хута яма палăртнăччĕ. Ас тăватăп, вĕренÿ çулĕ пуçланиччен ĕлкĕрес тесе ашшĕ-амăшĕ субботник йĕркелетчĕ. Вĕрентекенсен хушшинче те завод çĕклеме килнĕ инженерсен мăшăрĕсем пурччĕ. Эпĕ математика класĕнче вĕреннĕ, комсорг пулнă. Класс ертÿçи Анастасия Кураповăччĕ. Вăл уроксем хыççăн тетрадьсем тĕрĕсленĕ май эпир ун çумĕнчех явăнаттăмăр, киле васкаман. Класс урайне çап-çутă пуличчен çуса тасататтăмăр — ун тăрăх пушмаксене хывса шурă колготкипе çÿреттĕмĕр. Класс питĕ туслăччĕ пирĕн. Паян та пĕр-пĕринпе çыхăну тытатпăр.

Класс питĕ туслăччĕ пирĕн. Паян та пĕр-пĕринпе çыхăну тытатпăр.

Аттестатра виçĕ “4”, ытти йăлтах “5” пулнă манăн, пурпĕрех малтанах хими пирки мар, аслă пĕлÿ пирки те шухăшламан-ха эпĕ. Çĕвĕ производстви питĕ килĕшетчĕ мана. Çавăнпах çĕвĕç-мотористкăна ĕçе вырнаçрăм. Каярахпа, чăн та, çак енĕпех ятарлă пĕлÿ илес шухăш пурччĕ. Анчах та атте чарчĕ. Çемьере тухтăр пуласса ĕмĕтленнине каларĕ. Мĕнех, атте каларĕ тĕк...

Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне “Сиплев ĕçĕ” специальноçпа документсем патăм. Конкурс питĕ пысăк. Мана педиатри енĕпе каймашкĕн сĕнеççĕ. Анчах та манăн аттене сиплеме хатĕрленмелле вĕт-ха! Вăл вара ача-пăча тухтăрĕ пăхмалли çулран иртнĕ...

Химипе экзамен чиперех тытрăм. “5” мар, “4” лартса панăшăн питех кулянмарăм. Эпĕ химипе республика шайĕнчи олимпиадăна хутшăнса 3-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Унсăр пуçне манăн характеристикăра “Ачасене питĕ юратать” текен йĕркесем пурччĕ. Кусем вара 1-ер балл хушса паратчĕç. Анчах та физикăпа хамăн хушамата “5” илнисен хушшинче те, ”4” лартса панисен йышĕнче те, экзамен ”3”-лĕх тытнисен ретĕнче те тупаймарăм... “Иккĕ”!!! Мĕншĕн?! Пуçран чукмарпа çапнăн туйăнчĕ. Манăн астăвăм питĕ вăйлă. Экзамен ыйтăвне эпĕ учебник страницинче мĕнле пур — йăлт çавăн пек хуравланăччĕ... Ун чухне апелляци парас шухăш пуçра та пулман çав. Аттепе анне те питĕ тĕрĕс çынсем. Пуçа чиксе килелле утрăмăр. Шăпа çулĕпе... Шăпах эпир иртсе пынă чух хими корпусĕн крыльци çине Василий Николаев профессор тухнă. Эпир иртсе пынине курсан чĕнсе илчĕ хайхискер. “Эсĕ пирĕн вĕт-ха!” — тет. Олимпиада çĕнтерÿçисене чысланинчен — вăл шăпах унта хутшăннăччĕ — палласа илнĕ иккен мана. Çапла пуçланчĕ студент çулĕ — хими факультетĕнче ăс пухма пуçларăм, каçхи уйрăмра.

Шăпа вăййи

Пĕр вăхăтран шăнкăрав пулчĕ — университета ĕçрен справка илсе пымалла. Ак япала! Каçхи уйрăмра вĕренекенсен ĕçлемелле иккен тата. 10-мĕш шкула лаборанткăна вырнаçрăм. Хими вĕрентекенĕ, тивĕçлĕ канурискер, эпĕ алла диплом илсен мана хăй вырăнне хăварасшăнччĕ. Иккĕмĕш курсра ăс пухма пуçласан сехетсем те шанса пама пуçларĕç. Каллех шăпа хуçаланчĕ-ши? Шкул директорĕ улшăнчĕ. Унпа пĕрле — секретарша та. Секретарша хими учительне те илсе пычĕ. Эпĕ вара диплом илнĕ хыççăнах качча тухрăм. Урамра — 90-мĕш çулсем...

— Çапла каласанах чун-чĕре çÿçенет. Çав тапхăрта ача çуратнă хĕрарăмсене палăк лартмалла тесе тăтăшах калатăп ĕнтĕ...

— Аппа сĕнĕвне итлесе Шупашкар хула вĕрентÿ пайне ыйту çырса патăм. Пĕр вăхăтран шăнкăравларĕç, 9-мĕш шкулта химик кирлине пĕлтерчĕç. Анчах манăн ача — ултă уйăхра... Ан манăр — 90-мĕш çулсем. Анне сĕнÿ пур чухне ĕçе вырнаçмах каларĕ. Хăй те, аппа та пĕчĕк пепкисемпех ĕçленĕ те, хăраса тăмарăм. Киосксенче памперссем сутма пуçланăччĕ... Ача пăхмашкăн тăвансем те пулăшма шантарчĕç. Анчах та 9-мĕш шкула çитсенех хими вĕрентекенне илсе ĕлкĕрни палăрчĕ. Ман валли вара каярахпа 2-мĕш лицейра вырăн тупăнчĕ. Паян та унтах вăй хуратăп. Ачасем питĕ пултаруллă. Малтанах пулас инженерсемпе ĕçлеттĕм — инженери класĕнче. Пĕлетĕр-и, эпĕ ыйтăва вĕçлесе ĕлкĕрейместĕм, вĕсен вара хуравĕ хатĕрччĕ те. Çав тери ăслă ачасем. Пĕр енчен, вĕсемпе ĕçлеме питех те кăсăклă. Тепĕр енчен, ансат мар — темĕн тĕрлĕ ыйту та пама пултараççĕ! Уйрăмах — 9-мĕш классем /2-мĕш лицейра 9-11 классем кăна вĕренеççĕ. — Авт./. Урока çурçĕр иртни 2-ччен хатĕрленеттĕм.

Наноюмах çыракансем

— Эсир питĕ хастар хĕрарăм пулнине пĕлетĕп. Мĕн тĕрлĕ шайри çĕнтерÿ кăна çук-тăр сирĕн. Çапах та РФ Президенчĕн гранчĕшĕн тупăшма мĕн хистерĕ?

— Малтанах “РОСНАНО — шкул лиги” çинчен сăмах пуçармалла пулĕ. Пирĕн лицей вĕрентÿ çак проектне хутшăнать. Нанотехнологи вăй илсе кăна пырать-ха. Çавăнпа та çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртнипе кăна çырлахасшăн мар, бизнеса аталантарма пултаракан, техника пĕлĕвĕллĕ предпринимательсене ÿстересшĕн çĕршыв ертÿçисем. 2010 çулта Мускавра халăхсен хушшинче нанотехнологи енĕпе иртнĕ пĕрремĕш сћездра Изяслав Ахметзянов /академик, Америкăри, Европăри, Азири паллă корпорацисенче, ăслăлăх центрĕсенче, университечĕсенче ĕçленĕ. — Авт. / хăй пычĕ ман пата. Хула, лицей ертÿçисемпе организаци ыйтăвĕсене татса панă хыççăн эпир Раççейри 20 шкул хушшинче асăннă Лига членĕсем пулса тăтăмăр. Халĕ пирĕн лицей нанотехнологи енĕпе тĕрлĕ мероприятине хутшăнать. Çулсерен 30 вĕренекене “Çуллахи шкула” илсе тухатпăр.

— Ун пирки тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха.

— “Çуллахи шкула” лекес тесен вĕренекенсен ăслăлăх-практика ĕçĕсем, эссе, наноюмах... çырмалла. Конкурс çĕнтерÿçисем “Çуллахи шкула” кайма тивĕçеççĕ. Пенза, Хусан, Истра, Тольятти, Саранск хулисенче иртрĕ вăл. Шкула питĕ кăсăклă йĕркелеççĕ, ачасен пушă пĕр вăхăт та çук унта. Вĕсемпе тĕнчери чи ăнăçлă çынсем, паллă компанисен директорĕсем, ăсчахсем тĕл пулаççĕ, ăсталăх класĕсем ирттереççĕ. Вĕренекенсене тĕрлĕ предприяти кăткăслăхĕсемпе паллаштараççĕ, вĕсен çав ыйтусене татса пама тăрăшмалла.

— Кăсăклă: предприятисен ыйтăвĕсене — ачасен шайĕнче... Ыйтусене татса панă тĕслĕх пулнă-и вара?

— 10 кейсран 2-3-шĕ усăллă, интереслĕ пулса тухать. Калăпăр, Раççейре 2014 çулта Олимпиада умĕн Сочи хулинче хĕвел батарейисем юрăхсăра тухса нушалантарнăччĕ. Сăлтавне тĕпчеме тата ыйтăва татса пама — Олимпиада сăмса умĕнчех вĕт-ха! — ăсчахсене те явăçтарнăччĕ. Никам та нимĕн те тăваймасть. Çак Лигăна хутшăннă икĕ ача вара сăлтавне уçăмлатма пултарчĕ. Вĕсенчен пĕри — Андрей Злобин /Пенза/. Вăл манăн ушкăнра пулнăччĕ. Халĕ ĕнтĕ хăй те ăсталăх класĕсем ирттерет. Лигăра эпĕ те икĕ çул йĕркеленĕччĕ вĕсене.

Ыйтни — пурнăçланать

— Чăвашран палăртма пултаратăр-и вĕренекенсене?

— Паллах. Сережа Мухин Мускав патшалăх университечĕн хими факультетне вĕренме кĕчĕ. Ун хыççăн — Ваня Никифоров. Иккĕшĕ те питĕ пултаруллă. Ваня вара французла хăй тĕллĕн вĕренсе те тĕлĕнтернĕччĕ. Хулари олимпиадăра шăпах çак чĕлхепе çĕнтерчĕ вăл.

Олимпиада тенĕрен, 2-мĕш лицей никĕсĕ çинче Чăваш Ен шкулĕсен “НаноОлимп” ассоциацийĕ йĕркеленчĕ. Ассоциаци пуçарнипе математика, физика, хими енĕпе ирттерекен олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерекенсем тÿрех 100 бала тивĕçеççĕ.

— Эпир сирĕнпе кăштах пăрăнтăмăр-ха. Çапах та конкурса хутшăнас шухăш мĕнле çуралчĕ терĕр-ха?

— Пĕр кунра мар паллах. Педагогикăра, тăхтавсене шута илмесен, 25 çул тăрăшатăп: 1986 çултанпа. Пĕтĕм ĕçĕме пĕтĕмлетни пулчĕ-тĕр ку. Чăн та, темиçе çул та хутшăннăччĕ. Премие пĕрремĕш хут тивĕçрĕм. 2010 çулта хутшăнни асрах. Хĕрĕм Софья Мускава пуçтарăнать. РФ Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службин академине вĕренме кĕнĕччĕ вăл. Шухăшлатăп — эх, премие тивĕçсен ачама компьютер илсе парăттăмччĕ. Грант лекрĕ, шăп та лăп... ноутбук туянмашкăн çитрĕ. Хам ыйтнă пек. Президент премийĕ — питĕ пысăк чыс. Акă ĕнтĕ вăл мана та тивĕçрĕ.

— Укçа-тенкĕ ыйтăвне хăвăр хускатрăр та... Калăр-ха, премипе, вăл вара 200 пин тенкĕ, мĕнле усă курасшăн?

— Ĕçсе-çисе пĕтерес килмест. Çулсем иртнĕ майăн сывлăхран хаклăрах пурлăх çуккине лайăх ăнланса илетĕн. Çак тĕллевпех — сывлăха çирĕплетмешкĕн — усă курасшăн та унпа.

— Мĕнлерех туйăмсем хускатрĕ чунра преми?

— Хама спортсмен пек туятăп: малаллах, çÿлеллех!

 

Пĕрремĕш çу... канатăп

— Сире шыраса лицея шăнкăравларăм та, Надежда Ленстовна канма чикĕ леш енне кайма пултарнине систерчĕç. Тухса çÿреме тăтăшах май килет-и?

— Хĕрĕмпе Испанире Барселонăра пулса курнăччĕ. Тĕлĕнмелле килĕшрĕ унта. Стабильлĕх хуçаланать çĕршывра. Хаксем пĕр пек тăраççĕ, çĕр çултан та улшăнмаççĕ. Çынсем ниçта та васкамаççĕ. Калăпăр, кăнтăрларан пуçласа виçĕ сехетчен — фиеста вĕсен. Алăксене хупаççĕ те, кама ăçта кирлĕ — çавăнта вĕçтереççĕ. Фиеста вĕçленмесĕр пырса та ан перĕн. Кунĕпе... ĕçеççĕ. Ирхине канлĕн кăна — кофе, каçхине — эрех...

— Кăçал та таçта каясса систерчĕç-ха...

— Эпĕ пĕрремĕш çул лăпкă пурăнатăп, каникулта хушма укçа ĕçлесе илес тесе тапкаланмастăп. Кăçал Италие çитсе килме палăртрăмăр-ха.

— Финиша тухса пыратăр ĕнтĕ. Тивĕçлĕ канура мĕн тăвасшăн?

— Ахаль ларма хăнăхман. Яланах çĕнни илĕртет, вĕренме юрататăп. Хамăн йăх-несĕлĕн Пурнăç йывăççине хатĕрлес ĕмĕт пур.

 

Юрату физика е хими-и?

— Çемйĕр çинчен те пĕлес килет.

— Мăшăрăм Александр Евгеньевич ВГТРК чăваш филиалĕнче вăй хурать. Хĕрĕм Софья вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Мускавран таврăнас темерĕ, унтах юлчĕ. Вуниккĕри ывăлăм Степан 3-мĕш лицейра ăс пухать.

— Надежда Ленстовна, калаçура эсир литературăра хими йĕрĕсене шыранине палăртрăр. Александр Беляевăн фантастикăллă хайлавĕсене те химик куçĕпе тишкеретĕр авă.

— Çапла. Хайлавсенчи фактсем фантастика-и е ăслăлăх çирĕплетнĕ факт-и? Çакă кăсăклă маншăн.

— Апла пулсан калăр-ха, мĕн вăл химик куçĕпе — юрату?

— Кун çинчен ăслăлăх тĕнчи тахçанах каланă-ха ĕнтĕ. Химик куçĕпе юрату — çынна пĕрре курсах килĕштерни. Эпĕ, сăмахран, пулас мăшăрăма пĕрре курсах юратса пăрахрăм. Хĕрарăм пĕрре пăхсах вăл е ку арçынран сывă ача çураласса туйăм шайĕнче сисет. Тен, Çÿлти Хăват та пулăшать ăна? Çутă хăвăртлăхĕ чи пысăкки теççĕ. Шухăш унран та хăвăртрах.

— Апла юрату ытларах — физика, хими мар?

— Çук, хими. Хими анализĕн хăвăртлăхĕ питĕ пысăк — çавă кăна.

— Тавах сире калаçушăн. Ăнăçусем сунатпăр.

Рита АРТИ калаçнă.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.