Çапма пĕлмен пушшипе...
Тем тĕрлĕ инспекци, пушар хуралĕ, монополипе кĕрешекенсем, налук служби, ятĕнче "надзор" сăмахлă ытти нумай тытăм, право хуралĕн органĕсем... Кам кăна тĕрĕслемест, кам кăна сăнаса тăмасть! Раççейĕн портфельсĕр министрĕ, Уçă правительствăшăн яваплă Михаил Абызов пĕтĕмлетнĕ тăрăх — çĕршывра паян патшалăхăн 140 йышши тĕрĕслевне "симĕс çутă" панă, бизнеса кăна тĕрĕслевпе надзорăн тăватă теçеткене яхăн органĕ сăнаса тăрать.
Тĕрĕслевпе надзор ĕç-хĕлне реформăласси, бизнес çине тиенекен административлă витĕме чакарасси пирки çĕршыв ертÿçисем — Президент та, Правительство пуçлăхĕ те — пĕрре кăна мар каланă. Анчах лав вырăнтан тапранни сисĕнмест. Чăн та, утă уйăхĕн пуçламăшĕнче РФ Правительствин федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен тĕрĕслевпе тата ирĕк парассипе çыхăннă ĕçне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен çумкомиссийĕн ларăвĕнче асăннă йышши ведомствăсен "ытлашши" функцийĕсене пĕтересси пирки черетлĕ хут калаçни улшăнусем пуласса шанма май парать...
Тĕрĕслевçĕсем çавăн чухлĕн пулнине кура çĕршывра, çав шутра республикăра та саккуна пăснин пĕр тĕслĕхĕ те пулмалла мар пек. Апла мар-çке. Лавккара пире çав-çавах сутмалли вăхăчĕ иртнĕ апат-çимĕç тыттарса яма пултараççĕ, ĕçлев прависене пăсаççĕ — ĕç укçине вăхăтра тÿлеменни таранах, инвалида тÿлевсĕр реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтермеççĕ, коммуналлă тÿлевсене тарифсенчен пысăкрах виçепе тÿлеттереççĕ тата ытти те — саккуна пăснин мĕнпур тĕслĕхне асăнас тăк хаçат страницин лаптăкĕ те çитес çук. Урăхла каласан саккунлăх тени пурпĕр уксахлать — тĕрĕслевпе надзор органĕсем нумаййине пăхмасăр. Эппин, хайхи тытăмсен ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕк.
Хальлĕхе вара тĕрĕслевçĕсен пысăк çак çарĕ йĕрке тума мар, ытларах штраф пухса патшалăхăн паян пуянах мар хыснине тĕревлеме кăна кирлĕ пек туйăм та çуралать. Паллах, пĕр тытăм ертÿçи те хăйсен штраф пухмалли план пуррине йышăнмĕ — унашкалли чăннипех çук-тăр. Çапах штрафсен виçи вĕсен ĕçне хакламалли тĕп критерисен шутĕнче пулнине хирĕçлени те вырăнсăр пуль. Ахальтен-им канашлусенче-мĕнсенче, отчетсенче штрафсен виçине асăнаççĕ-асăнаççех. Цифрăсем пĕчĕк тĕк — сăпайлăн кăна калаççĕ, пысăк тăк — мăнаçланса!
Предпринимательсен пĕрлĕхĕ уйрăмах кăмăлсăр, тĕрĕслев органĕсем вĕсенчен ытлашши справкăсем ыйтаççĕ, саккунлă полномочисемсĕрех тĕрĕслеме пыраççĕ, пырас умĕн малтанах асăрхаттармаççĕ, анонимлă çăхавсемпе чăрмантараççĕ тата ытти те. Прокуратура вара ăçта пăхать? Вăл тĕлĕрмест-ха, çулталăкăн 1-мĕш çурринче кăна патшалăхăн тĕрĕслев органĕсем предпринимательлĕх субъекчĕсем тĕлĕшпе планпа пăхман тĕрĕслев ирттерме ыйтса çырнă 63 заявление тишкернĕ — 28 тĕслĕхре сăлтав çуккине кура пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсене чăрмантарма ирĕк паман. Планпа пăхман тĕрĕслевсемшĕн чиновниксене явап тыттарнă тĕслĕхсем те нумай. Çак йĕркесен авторĕн асĕнче юлнисенчен пĕри — республика прокуратури представлени çырнă хыççăн тĕп хулари Ленин районĕн сучĕ тивĕçлĕ хушусăр вырăна тухса тĕрĕслев ирттернĕшĕн ЧР Экономика аталанăвĕн тĕп специалист-экспертне дисциплина енĕпе явап тыттарни. Пĕтĕмпе вара пĕлтĕр Чăваш Енре прокурорсем саккуна пăснин 1 пине яхăн тĕслĕхне тупса палăртнă — должноçри 170 ытла çын явап тытнă.
Тĕрĕслевпе надзор органĕсен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ — штрафсем пухасси мар, экономика ĕç-хĕлĕ валли йĕркеллĕ условисем тăвасси. Çак шухăша "Пĕчĕк бизнес — наци идеи-и?" форумра Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнăччĕ. Вăлах тÿрĕ кăмăллă бизнеса тĕрĕслесе тăракан пысăк çар ĕçе чăрмантарнине те пытарманччĕ.
Ытла та вăрăм чăпăркка бизнеса кăна мар — влаçа хăйне те пырса тивет. Калăпăр, надзор органĕсен ытлашши хастарлăхĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене те килĕшсех каймасть. Тепĕр тесен, вĕсен килĕшмелле мар-ха ĕнтĕ — улахри чипер хĕрсем мар вĕт. Çапах тепĕр чух çак кăмăлсăрлăх сăлтавсăр маррине те йышăнмаллах. Сăмахран, нумаях пулмасть ЧР Правительстви шайĕнче иртнĕ канашлура асăннă тĕслĕх тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тивĕçлĕ органсем суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли хутсемпе Улатăр хулин администрацийĕн ячĕпе тăратнă тÿлевсен пĕтĕмĕшле виçи 78 миллион тенке çитнĕ иккен. Бюджет виçи миллиард-миллиард тенкĕпе танлашакан пысăк хула пулнă тăк тĕлĕнме те кирлĕ марччĕ-ха, анчах Улатăр бюджечĕн кăçалхи хăйĕн тупăшĕ пĕтĕмпе те 156 миллион тенкĕ кăна! Çак условисенче вырăнти влаçăн мĕнле ĕçлемелле тет, э?
Çук, çирĕп сăнав-тĕрĕслев кирлĕ мар тесшĕн мар. Ирĕке ярсан вăрласси-йăкăртасси, чееленесси йăлана кĕнĕ çĕршывăмăрта пĕтĕмпех, ним юлми сапаласа-валеçсе пĕтересси те часах. Йĕркене пăхăнманнисем тĕлĕшпе çирĕп яваплăх пулмаллах. Çапах та, çапах та — виçине те пĕлмелле. Унсăрăн çапма пĕлмен пушă патшалăха хăйнех сиенлет вĕт.
Николай КОНОВАЛОВ.
Станислав НИКОЛАЕВ, ЧР Муниципалитетсен йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ:
— 2016 çулăн пĕрремĕш çуррин кăтартăвĕсем тăрăх вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе тĕрĕслевсен шучĕ чакнă, çав вăхăтрах должноçри çынсем тĕлĕшпе йышăннă штраф санкцийĕсен виçи 13% пысăкланнă, юридици вăйĕнчи тытăмсем тĕлĕшпе — 73%.
Хăшпĕр тĕслĕхре тĕрĕслевсен профилактика пĕлтерĕшĕ, тухăçĕ пĕчĕк, ячĕшĕн ирттернине кура çивĕч ыйтусене татса пама пулăшмаççĕ. Хăшпĕр чухне тĕрĕслевпе надзор органĕсем тĕрĕслевсем ирттернĕ, йышăнусем тунă чухне вĕсен требованийĕсене пурнăçламашкăн вырăнсенчи бюджетсенче укçа çитменнине шута илмеççĕ. Çавнашкал предписанисен шутĕнче — çул-йĕр строительствипе, граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, водозаборсем йĕркелессипе, пушар техники туянассипе çыхăннă требованисем.
Игорь КУСТАРИН, ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ:
— Тĕрĕслевпе надзор тытăмĕсем йышлă — кашнин хăйĕн тивĕçĕ, тĕрĕслев мероприятийĕсен регламенчĕ. Бизнес представителĕсем вара чылай чухне тĕрĕслев йĕркине, хăйсен прависемпе тивĕçĕсене, тĕрĕслев органĕсен компетенцине пĕлмеççĕ. Хăйсен бизнесне хÿтĕлемешкĕн вĕсен камран пулăшу ыйтмаллине пĕлмелле, тĕрĕслев органĕсемпе çыхăну йĕркелемелле.
Предпринимательсен прависене хÿтĕлемелли тĕп принципсене федерацин юридици вăйĕнчи тытăмсен тата уйрăм предпринимательсен прависене патшалăх тата муниципалитет тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче хÿтĕлесси çинчен калакан саккунĕ палăртать. Анчах çакна та пĕлмелле: унăн положенийĕсем хăшпĕр органа пырса тивмеççĕ. Калăпăр, прокуратурăна е налук инспекцийĕсене, вĕсен тĕрĕслев ирттернĕ чухнехи прависемпе тивĕçĕсен калăпăшĕ уйрăларах тăрать.
Юрий ЦЕШКОВСКИЙ, "Т Плюс" ПАОн Мари Элти тата Чăваш Енри филиалĕн директорĕ:
— Тĕрĕслев ирттермели хушусем пирĕн ăшă электростанцийĕсене час-часах килеççĕ. Çапла тумашкăн стандартлă практика пур — йĕрке пулмаллах. Анчах кăçал тĕрĕслев органĕсен визичĕсен шучĕ мĕнпур рекордран иртрĕ. Телеэкрансенчен бизнеса ĕçлеме май памалла, тĕрĕслевсен шутне чакармалла тени вĕçĕмсĕр илтĕнет пулин те — пирĕн пачах тепĕр майлă пулса пырать. 2015 çулăн пĕрремĕш çурринче Шупашкарти 2-мĕш, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш тата Йошкар-Олари 2-мĕш ТЭЦсенче 7 хут тĕрĕслев ирттернĕ, кăçалхи çак тапхăрта вара — 23 хут!
Тĕрĕслевсем вăхăта нумай илеççĕ. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Йошкар-Олара пурăнакансене ăшă энергийĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă тĕп ĕçе пурнăçлас вырăнне ытти мероприятипе вăхăта ирттерме тивет.
Комментари хушас