Хĕрарăм илемĕн фотоÿнерçи
Сергей Васильев — Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, журналистика тата ÿнер фотографийĕн ăсти. Сергей Григорьевичăн профессипе çыхăннă награда питĕ нумай: вăл — Пĕтĕм тĕнчери сăнÿкерчĕк "Оскарĕн" "Ылтăн куç" парнине пилĕк хутчен /1978, 1980, 1982, 1983, 1985/ тивĕçнĕскер. Унашкалли Раççейре урăх çук. Каярахпа ентешĕмĕре Раççей фотоÿнерĕн чи пысăк наградипе — "Раççейĕн ылтăн куçĕ" наци премийĕпе икĕ хут /2003, 2016/ чысланă. Унсăр пуçне Раççей тата чикĕ леш енчи фотокуравсен ылтăн медалĕ, дипломĕ, парнийĕ питĕ нумай. Сергей Васильевăн ятне — "Лучшие люди России" — "Родины славные сыны" энциклопедие те кĕртнĕ.
Сергей Григорьевич Челябинск хулинче ĕçлесе пурăнать. Çут тĕнчене вара Чăваш Енри Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипечре шăпах 80 çул каялла — 1936 çулхи çĕртмен 16-мĕшĕнче — килнĕ.
Тăван çĕр туртăмĕ пысăк тесе ахаль каламаççĕ пулĕ çав. Сумлă юбилее паллă тунă хыççăн 2-3 кунранах хĕрĕпе Маринăпа тата мăнукĕсемпе Женьăпа, Лизăпа тата мăнукĕн хĕрĕпе Вероникăпа тăван ене çула тухнă. Шел, мăшăрĕ Лидия 10 çул каялла çĕре кĕнĕ, тепĕр хĕрĕ Наташа пурнăçран уйрăлнăранпа та çак кĕркунне пилĕк çул пулать.
Тăван килĕнче темиçе кун пулнă — ялта йăмăкĕ Галина ывăлĕпе пурăнать, унтан пысăк йышпа "Чувашия" санаторие сипленме çитнĕ. Шăпах çакăнта тĕл пултăмăр та тĕнчипе паллă фотоÿнер ăстипе.
— Сергей Григорьевич, чи малтанах сире сумлă юбилейпе саламлатпăр. Çак куна мĕнле паллă туни çинчен те питĕ пĕлес килет. Çапах Челябинска мĕнле майпа лекнĕ-ха? Мĕншĕн шăпах унта, урăх хулара мар, çур ĕмĕр ытла ĕçлесе пурăнатăр?
— Çар службине Челябинскра ирттертĕм. Унтан комсомол путевкипе 13 салтак кунти трубопрокат заводне çул тытрăмăр. Газ магистралĕсем валли пысăк диаметрлă пăрăхсем хатĕрлеме хутшăнтăмăр.
Общежитире пурăнаттăмăр. Пĕр юлташăн фотоаппарат пурччĕ. Каçсерен пирĕн пÿлĕм фотолабораторие çаврăнатчĕ.
— Сире, çамрăк коммуниста, парти милици ретне çирĕплетме чĕнни пирки те илтнĕччĕ.
— Шалти ĕçсен министерствин ятарлă шкулне, унтан СССР ШĔМĕн академине пĕтертĕм, юрист дипломне илтĕм, преступлени тăвакансемпе кĕрешме тиврĕ. 1962 çулта хулари фотоклуба çÿреме пуçларăм. "Вечерний Челябинск" хаçат уçăлсан унта 45 çул ытла ĕçлерĕм.
— Сирĕн ятарлă куравăрсем Раççейри вун-вун хулара иртнĕ. Чикĕ леш енче — Францире, Аслă Британире, Германире, Италире, Польшăра, Бельгире, Финляндире, Венгрире, Испанире, Литвара, Эстонире — пулнă. Эсир хăвăр тухатăр-и е йĕркелÿçĕсем чĕннипе каятăр-и? Мĕнле тупаççĕ вĕсем сире?
— Хам та тĕлĕнетĕп. Эпĕ никамран та нихăçан та курав ирттерер-ха тесе ыйтман. Манăн Интернетра сайт та çук. Мĕнле тупаççĕ-и? Тупсăмне пĕлместĕп. Шăнкăравлаççĕ те курав ирттерме сĕнеççĕ. Word Press Photo çĕнтерÿçисене шыраççĕ пулĕ. Мана хăй вăхăтĕнче "Ылтăн куçа" илме Амстердама та кайма ирĕк паманччĕ. Унта çапах та 2013 çулта çемьепе кайса курма май килчĕ: СССРти лауреатсен куравне йĕркеленĕччĕ.
Иртнĕ кĕркунне пуçламă-шĕнче паллă журналист, публицист, "Эрмитажпа" кăсăкланакансен Италири фончĕн президенчĕ Франческо Битацци киле шăнкăравларĕ. Унра манăн ĕçсен коллекцийĕ пур-мĕн, Римра курав уçасшăн.
— Килĕшрĕр-и?
— /Кулать./ Иль Чембало /Палаццо Боргезе/ галерейинче-и? Паллах, кам килĕшмĕ. Рим варринчи чи паллă вырăн-çке вăл. Курав иртнĕ çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче уçăлчĕ. Хĕрĕм Марина тата мăнукăм Лиза кайса килтĕмĕр. Унта 100 яхăн сăнÿкерчĕк вырнаçтарнăччĕ, хăшĕ-пĕри тахçанхисемехчĕ. Тĕрĕссипе, темиçешĕ çинчен тахçанах маннăччĕ ĕнтĕ. Курав уçнă çĕре халăх питĕ нумай пынăччĕ.
— Сирĕн ÿкерчĕксене ăçта е камран туяннă вара вăл?
— Мускавра терĕ. Хальччен пуç вататăп: камра пулма пултарнă çав коллекци? СССР Журналистсен союзĕн фотоцентрĕнче пулĕ тетĕп.
Франческо пуçарăвĕпе кăçал çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче асăннă курав Миланра та уçăлчĕ. Вăл ăна çавăн пекех Венецие, Лондона, Парижа тата Мускава çитерме шухăшлать.
— Сергей Григорьевич, хăвăрăн юбилей кунĕнче Челябинскра уçнă "GRAND ФотоСВ" музей пирки калаçар-ха. Кам вăйĕпе йĕркеленĕ ăна?
— Пурăнакан çуртра виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер туянтăм, ăна музей валли хатĕрлесе çитертĕм. Пĕтĕмпех хам шутран тухнă. Челябинскра кăна мар, пысăк ытти хулара та унашкал музей питĕ сахал. Ку — сăнÿкерчĕксен центрĕ, фото енĕпе ĕçленĕ ăстасен ячĕсене упраса хăвармалли, фотоÿнер искусствипе кăсăкланакан çамрăксен шкулĕ, фотографсен ятарлă куравĕсене йĕркелемелли тата пултарулăх ĕçченĕсем тĕл пулмалли вырăн.
Ăна уçма Мускавран Пĕтĕм тĕнчери профессионал фотографсен гильдийĕн президенчĕ Сергей Лидов та килсе çитрĕ. Шăпах çакăнта вăл мана "Раççейĕн ылтăн куçĕ" парнепе чысларĕ.
— Музейре хăш ĕçĕрсене вырăн патăр?
— Паллах, пысăк наградăсене тивĕçнĕ сăнÿкерчĕксем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Унсăр пуçне "Çут тĕнчене килни" ярăм валли те уйăрнă. Çĕнтерÿ теми çинчен те манман, "Вилĕмсĕр полк" ярăм çывăхĕнче куракансем чылайччен чарăнса тăчĕç. Çĕршыври паллă çынсемпе — Виктор Черномырдинпа, Владимир Васильевпа, Михаил Калашниковпа — ÿкерĕннĕ ĕçсем пур. Тата, паллах, нихăçан сÿнмен тема — хĕрарăмăн илемлĕ кĕлетки — сăнланнă. Фото ĕçĕпе çыхăннă хатĕрсем — ятарлă экспозицире.
— Çур ĕмĕр ытла тăсăлакан пултарулăх ĕçĕнче эсир кама кăна ÿкермен пулĕ. Сирĕн ылтăн куçăр Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаев космонавта, чаплă артиста Владимир Высоцкие те тата ытти вун-вун, çĕр-çĕр çынна вилĕмсĕрлетнĕ. Апла пулин те манăн сирĕн пирки хĕрарăм илемĕн юрăçи теес килет.
— Пур хĕрарăм та — пике, вĕсем пирки урăхла сăмах çук. Вĕсене тĕнчене кăларма, хĕрарăм илемне уçса пама ăнтăлтăм темелле. Ку енĕпе ятарлă "Дива" кĕнеке-альбом та тухрĕ. Тăван кĕтес, кун-çул парнеленĕ ялăм умĕнчи парăма "Отчий дом" фотоальбомпа татас терĕм.
— Эпĕ илтнĕ тăрăх — сирĕн 12 альбом тухнă.
— 15 пулчĕ. Иртнĕ çул "Весна Победы" кăлартăм. Темиçе экземплярне Шупашкара та ярса панăччĕ. Кăçал çав кăларăмшăн Раççей Журналистсен союзĕн "Раççей журналистикин ылтăн çÿлĕкĕ" номинацире Диплом тата укçан преми пачĕç.
— Хальхи вăхăтра пултарулăх уйĕнче мĕнпе кăсăкланатăр?
— Хамăн ĕçтешсем пирки документлă тата илемлĕ фотоальбом кăларас ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатăп. Унсăр пуçне искусствăра, пултарулăхра палăрнă çынсене — хамăр çĕршыв çыннисем-и вĕсем е чикĕ леш енчисем-и — нихăшне те уйăрмасăр пĕр альбома вырнаçтарасшăн.
— Халĕ сăн ÿкерме çăмăлланса пырать — цифрăпа ĕçлекен аппаратсем кăлараççĕ. Çĕнĕлĕхе эсир мĕнле йышăнатăр?
— Эпĕ малтанхи пекех пленка çине ÿкеретĕп. Цифрăпа ÿкерекенсене пулеметчиксемпе танлаштарассăм килет, нимĕн шухăшламасăрах шатăртаттараççĕ. Эпĕ вара кашни кадр умĕн мĕн ÿкермелли пирки пуç вататăп. Çамрăк фотоăстасене те çавнах сунатăп: шутшăн мар, пахалăхшăн ĕçлĕр.
— Енчен те сире Чăваш Ен пирки альбом хатĕрлеме сĕнсен чи малтан мĕн ÿкернĕ пулăттăр?
— Шупашкарта та лайăх фотоăста темĕн чухлех. Вĕсем хулана тата республикăна манран лайăхрах пĕлеççĕ. Çапах ĕç питĕ кăсăклă пулĕччĕ. Тĕрĕссине калатăп: мана çынсене ÿкересси ытларах илĕртет. Вĕсене сăнама юрататăп, пит-куç вылявне шыратăп...
— Сире тăван çĕр çинче курма питĕ хавас, татах килсе çÿрĕр.
— Тавтапуç. Тепре тĕл пуличчен.
Надежда СМИРНОВА калаçнă.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас