Хуçалăхра пулăшать

30 Çĕртме, 2016

Вĕлтрен — сиплĕ курăк. Вăл апат-çимĕç пĕçерме аван. Ака уйăхĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕчченех тĕрлĕрен яшка, салат хатĕрлеме усă кураççĕ.

Çавăн пекех вĕлтрен килти хуçалăхра питĕ кирлĕ ÿсен-тăран. Çулçăри фитонцидсене пула вăл аш-пăша, пулăна пăсăласран упрать. Тĕслĕхрен, çул çÿреве тухсан пулă тытнă тейĕпĕр. Пулă ăшне кăларса вĕлтрен хурсассăн, унпа чĕркесессĕн пулă чылай упранĕ.

Сĕт йÿçĕхесрен савăта вĕлтренпе çумалла, сĕте пĕр-икĕ турат вĕлтрен ямалла. Вăл хăвăрт йÿçĕхмĕ.

Вĕлтрене кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх апатне хушма юрать. Сыснана чĕрĕ вĕлтрене пăшăхласа памалла. Тутлăхлă çак апата выльăх иммунитетне çирĕплетме пĕр уйăха яхăн кулленех пĕр хутчен памалла.

Кайăк-кĕшĕк валли вĕлтрене типĕтсе хатĕрлемелле. Апата пĕчĕккĕн хушса памалла. Чăхсем хĕлĕпех çăмарта туса савăнтарĕç.

Выльăх валли вĕлтрене çу каçипех пуçтарса типĕтме юрать. Типĕ вĕлтрен ванать. Ăна утăран уйрăм хумалла. Вĕлтренпе перчетке тăхăнса ĕçлемелле. Вара вĕтелес хăрушлăх пулмасть, ĕçлес кăмăл та сивĕнмест.

Халăх медицининче анлă усă кураççĕ унпа. Сыпăсем ыратсан чĕрĕ вĕлтренпе ыратакан вырăна вĕтелетчĕç ватăсем. Пуç тирĕ лĕкĕленсен, кĕçĕтсен, çÿç тăкăнсан вĕлтрен шывĕпе пуçа чÿхени пулăшать. Вĕлтрен шывĕпе пахчаçимĕçе шăварни те аван. Вăт çапла çумкурăк вăл — вĕлтрен.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.