- Чăвашла верси
- Русская версия
Кахал арçынна тĕпчев институтне ярасшăн
Мăн Сĕнтĕрсем Иван Степанова наукăпа тĕпчев институтне ярасшăн. Газ чарнă, çутă пралукне татса кайнă, ниçта та ĕçлемест, пахчинче нимĕн те лартса ÿстермест, çимелĕх укçи çук, анчах «çуттине» тупса ĕçет. Мĕнле пурăнать вăл кун пек условисенче? Ял халăхĕ ку ыйту тавра тем чухлĕ пуç ватсан та 52-ри хусахран тĕлĕнсе пĕтереймест. Сăмсине таçта та чикме юратакан журналистсене вара ку пушшех те кăсăклантарать. Килтех-ши вăл? «Ăçта кайтăр ĕнтĕ? Кунĕпех утать. Урама тухсан куратăрах. Анчах килĕ умĕнче ларатчĕ», — ăнлантарчĕç пире ял çыннисем.
Ку таранччен официаллă майпа пĕрре те авланман Ванюш — чăнах та урамра, хĕртсе пăхакан хĕвелрен сулхăна пытăннă. Чи малтанах пире мĕнле ыйту канăç паманни паллă ĕнтĕ: мĕншĕн халĕ те авланман? Çамрăк журналистсем сăмах хушсан хусахăн пичĕ йăл кулăпа çиçме тытăнчĕ. Тĕрĕссипе, эпир камсем пулнипе тата ăçтан килнипе кăсăкланмарĕ те вăл, кил-çуртне, чăматан тĕпĕнче выртакан авланмалли шăлаварне кăтартма утрĕ. Хăй кил умĕнчех ларать, çуртне, темĕн йăтса каймалли пур пек, ампар-лаç таврашне çăрапа питĕрнĕ.
Ванюш пирĕнпе «экскурси» ирттерчĕ. Пÿрте кĕрсенех шиклĕх туйăмĕ сырăннине пытармастăп. Кунта урай хăми шыв хăçан курнине те маннă пулĕ. Унта та кунта эрешмен карта карнă. Ку Ванюшшăн /ял çыннисем ăна çапла чĕнеççĕ/ темех мар — шăна-пăван çакланса хăлха патĕнче сĕрлесе тарăхтармасть. Хăйне евĕр «ловушка» ку. Чăматанне те уçса кăтартрĕ хусах. Темĕн, кунта авланмалли, стрелка туса якатнă шăлавар курăнмарĕ, больницăра выртнă пижама çеç. Костюм урăх çĕртре çакăнса тăрать-мĕн. Юрĕ-ха ку.
«Газ та, çутă та çук. Мĕн пĕçерсе çисе пурăнатăн?» — çаплах хăпмарăмăр эпир. Кил хуçи пире тĕпеле иртме сĕнчĕ. Кунта пĕчĕк холодильник пур. Электричество çук, çавăнпа унта пăсăлакан çимĕç хураймăн. «Ак пĕр хутаç макарон, вир кĕрпи», — туртса кăларчĕ хайхискер. Ак ку тата мĕн? «Кăмпа. Пăсăлнă-ха вăл…» — çапла каласан та Ванюш шăршланса лараканскере холодильникрен кăларса ывăтмарĕ. Ĕçтешĕм сĕтел çинче ларакан кастрюле уçсан çари! кăшкăрса ярсан чĕре ура тупанĕнчен чутах тухса каятчĕ. Çĕрулми хăçантанпа шăршланать-ши унта? Виткĕчне уçсан çĕрулми хамăра хирĕç пашлатса-йÿçсе тухрĕ. Ăна тухса тăкма шухăшламасть вăл. «Манăн тепĕр 2-3 кастрюль те пур», — терĕ çеç.
«Так, Ванюш, кун пек мая каймасть. Авланмалла! Арăм киле кĕртес пулсан сĕтел çинче çимелли пулмаллах», — çапла каласан хусах пире пахчине ертсе кайрĕ. «Манăн, мĕн, çырла пур. Ав ыхра вăрлăхлăх ÿсет», — терĕ хайхискер хăйĕн çÿллĕш курăк хушшипе утнă май. Ку — ыхри пĕлтĕр кăларманни, юр ирĕлсен шăтнă ĕнтĕ вăл. «Вара сана качча килес пулсан çĕрулми лартма тивет. Мĕн çисе пурăнăпăр капла?» — хăть те мĕн ыйтсан та сăмах патне кÿрше каçман Ванюшăн хуравĕ çийĕнчех тупăнса пычĕ: «Çиччас сухаласа пăрахатăп, проблема мар». Апла ку таранччен мĕн чăрмантарнă ăна кĕреçе тытма? Хĕрарăм пулман мар унăн. Пĕррехинче Ванюш пĕлĕшĕпе Етĕрнери вокзалта ларнă чухне вĕсем патне Наташа ятлă хĕрарăм çулăхнă. Хайхискер Ивана мар, теприне килĕштернĕ — пĕрле ерсе килнĕ. Яла çитнĕ, анчах леш арçыннăн — çемье, хуçалăх. Ăçта каймалла Наташăн? Ванюшпа иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма тытăннă. Ун чухне Ваньăн ашшĕ те пурăннă, вĕсем ĕне, сысна, сурăхсем, чăх-чĕп тытнă. Ванюш ĕçлеме çÿренĕ. Çемье пахчара питĕ туслă тăрмашнă. Кăштахран Ваньăн ашшĕ çĕре кĕнĕ. Пуçланнă вара кил-çурт юхăнма: ĕни-сыснине сутнă, чăх-чĕпне пĕр вăхăт усрасан пусса çинĕ. Ампарти юлашки тыррине сутнă, шăпăрпа шăлсах пуçтарса кайнă. 2006 çулта Наташăпа Ванюшăн ывăл çуралнă. Вăл миçемĕш класра вĕреннине ашшĕ пĕлмест. Пурăна киле Наташа тепĕр арçын тупнă та ун патне куçнă. Ванюш ăнах кĕтсе пурăнать. Лешĕ хутран-ситрен килсе çÿрет. Килет те — пахчара тар тăкса ĕçлет. Ванюшăн çеç ĕç çук тейĕн — урам хуралласа утать. «Ура хытса ларасран», — тет вăл ял çыннисене. «Эсĕ пĕр метр çĕр чав та ял тавра утса çаврăн, кайран татах чав. Суханне лартмашкăн хамах парăп», — сĕннĕ пĕррехинче пĕр хĕрарăм. Ванюша сухан кирлĕ мар, унăн ыхра пур. Виçĕмçул ял çыннисем Ванюш патне кам — пĕр витре, кам икĕ витре вăрлăх çĕрулми йăтса пынă. Эртелĕпе пухăнса хусаха çĕрулми лартса панă. Наташа çĕнĕ савнипе килсе анана çумран тасатнă, купаласа панă. Ванюш çавна та кăларса пуçтарайман. «А эп мĕн, майĕпен кăларса çирĕм», — тÿрре тухрĕ вăл. Апла хĕл лариччен çисе яма ĕлкĕреймен, юр айне пулнă… Хусаха хĕрхенекенсем кăçал та пĕр-икĕ витре вăрлăх çĕрулми йăтса килнĕ. Вăл халĕ те ампарта выртать.
Ванюш патĕнче Кĕçĕн Хăмаркка ялĕнчи Якку Гени пурăннă. Лешĕн выртса тăмашкăн çурчĕ пулман та Мăн Сĕнтĕрти выльăх нумай усракан пĕр çемье патне ĕçлеме килнĕ. Упăшкипе арăмĕ хайхискере те укçа тÿлемен — вăл пĕччен кун кунлакан Ванюш патне пурăнма куçнă, лаша пăхнă çĕртре укçа ĕçлесе илнĕ, Ванюша кукăль-çăкăр таврашĕ пĕçерсе çитерсе хĕл каçарнă. Якку Генин укçа пĕтсен хусах хайхискере сĕтеле чышкипе çапса килтен хăваланă. Халĕ Геннадий кÿршĕ республикăра лаша пăхать. Кĕр енне Ванюш патне таврăнĕ-ши вăл — паллă мар-ха.
Хăй вăхăтĕнче Степановсен ĕлĕкхи, пилĕк стеналлă чаплă мунча та пулнă. Кăмаки çеç йĕркеллĕ ĕçлемен. Юсанă ăна. Кайран тем пулнă — те ăна сÿтсе кăмака хутнă. Халĕ пура купи те курăнмасть. «Ванюш кахал. Çын пĕрре юлхавлансан наянлансах пырать. Пахчи çумĕнче йывăçсем ашкăраççĕ, вĕсене касса кашни кун алă туни хулăнăш вутă йăтсан та хĕл каçмалăх хатĕрлеет», — терĕç ун пирки ялта. Ванюша пĕрех: унăн юлташсем пур, пулăшасса кĕтет. Утать вăл çапла ял тăрăх кашни кун. Кам мĕн çитерет — чăмлать, памасан выçăллах пурăнать. Акă такам ăна пĕр батон тыттарнă.
Чим-ха, «экскурси» пирки мантăм. Ванюш кĕлет-ампара уçа-уçа кăтартрĕ. Пĕринче хуран çакмалли вучах пур. Çавăнта апат пĕçернине тăрăшсах ĕнентерчĕ, анчах ăна миçе çул чĕртмен-ши? Тепĕр кĕлетре — темиçе шифер. Ку «стройматериалпа» Ванюш çырма енчен карта тытасшăн, выльăх кĕресрен ку.
Ванюш авланма хирĕç мар. Арăм кĕртме хатĕр вăл. Эпир каç кÿлĕм каллех килессине пĕлтерсе уйрăлтăмăр. Унччен хусах урай çума, çуртра тирпейлеме шантарчĕ. Мĕн тетĕр? Ванюш каллех урам тăрăх утнă, ним шухăш та çук унăн. «Сана хĕрсем урай çума хушрĕç вĕт», — асăрхаттарнă кÿрши. «Хăшĕ килет-ши?» — Ванюша çак ыйту канăç паман. Иккĕшĕ те килсен тарса пытанасшăн вăл.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас