- Чăвашла верси
- Русская версия
Васкакан инкеке лекет
Çуран çÿретпĕр-и е автомашинăпа – таçта васкатпăр. Унта е кунта хăвăртрах çитес тесе умри тункатана та асăрхамастпăр. Пĕр-пĕр çĕре пырса тăрăнсан çеç "чавса çывăх та çыртма çук" текен каларăша аса илетпĕр. Васкани вилĕм патне илсе çитерсен хурланса макăратпăр, кулянатпăр. Çын инкекĕ чуна витермелле, ăс памалла, асăрханулăх çинчен аса илтермелле. Хальлĕхе ун пек йăлана хăнăхаймастпăр. Чукун çул урлă каçнă чухне çав-çавах тимсĕр, йĕркене пăхăнмастпăр, транспорта ÿсĕрле тытса пыратпăр. Çакна пула чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче пĕлтĕр виçĕ инкек пулнине вулакансене пĕлтернĕччĕ. Кăçал виçĕ уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетме вăхăт çитмен темелле – кулянтаракан тĕслĕхсем пур та.
Кăрлач уйăхĕнче çăмăл автомашина Ишлей – Шупашкар чукун çул каçмине пуйăс çывхарнă вăхăтра пырса кĕнĕ, çутă тата сасă сигналĕсем ĕçленине те пăхман. Юрать хăрушă инкекрен çăлăнса юлнă.
Кун пирки нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ пухура Чул хула чукун çулĕн тытăмĕнче ĕçлекен Александр Черемнов аса илнĕ. Калаçăва Çул çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн управленийĕн республикăри пуçлăхĕн çумĕ Олег Федоров, Чăваш Республикинчи Транспорт министрĕн çумĕ Михаил Степанов хутшăннă.
Чукун çул урлă йĕркене уямасăр каçакан водитель айăпĕпе автомашинăри çынсемсĕр пуçне пуйăс çинче ларса пыракансем те инкеке лекме пултараççĕ. Мĕн кăна турттармаççĕ пулĕ чукун çулпа, çав шутра – сиенлĕ, хăрушлăх кăларса тăратакан япаласем те. Пĕр-пĕр тимсĕр водительшĕн вĕсем юхса тухсан, сирпĕнсен çĕр-çĕр çын хур курĕ.
Çул çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн тытăмĕнче ĕçлекен пĕлтернĕ тăрăх – кăçалхи икĕ уйăхрах 205 водитель йĕркене пăснă. Пĕлтĕрхи тапхăрта 145 тĕслĕх пулнă. Чукун çул урлă йĕркене пăсса каçсан водитель правине туртса илме е 5000 тенкĕлĕх штраф тÿлеттерме пултарнине аса илтернĕ яваплă çын.
Инкексен шутне чакарас тĕлĕшпе Чул хула чукун çул управленийĕ те çул-йĕр инспекторĕсемпе нумай ĕçлет, предприятисенче тĕл пулусем йĕркелет. Каçмасене ятарлă программăпа тĕпрен çĕнетет: вĕсем патне илсе çитерекен çула асфальт сарать, хатĕр-хĕтĕр вырнаçтарать, çывăхри территорие юсать тата ытти те. Пĕлтĕр республикăра 9 каçма патне пымалли çула асфальт сарнă. Кăçал 8 каçма çумĕнчине çĕнетмелле.
Сайра усă куракан тата ыйтнине тивĕçтермен каçмасене хупма тăрăшнă. Иртнĕ çултанпа "Канаш-Энĕшпуç станцийĕ" пĕрешкери каçма ĕçлемест. Кăçал иккĕ хупăнмалла.
Республикăри Транспорт министерстви те "Раççей чукун çулĕсем" пĕрлешÿпе тачă çыхăнса ĕçлессине палăртнă. Кăçал пĕрлехи проектпа "Шупашкар – Çĕнĕ Шупашкар" çулăн 2-мĕш çухрăмĕнчи каçма çинче видеохатĕр вырнаçтарасшăн. Чукун çул управленийĕ электроçыхăнăва йĕркелет, министерство хăй енчен ятарлă хатĕр туянса вырнаçтарать.
Шупашкарăн "хĕвел анăç хапхине", 15 çухрăмри каçмана, 2015 çулта модернизаци программине кĕртессе те шанаççĕ чăвашсем. Уйăхсерен ун урлă 30 пин автомашина каçать. Çавăнпа ăна тĕпрен çĕнетме кирли куç кĕрет.
Ирина НИКИТИНА
Комментари хушас