ÇАМРĂК ÇĔРУЛМИНЕ - ХУППИПЕХ

8 Çĕртме, 2016

Диетологсем çамрăк çĕрулмине хуппипех çиме сĕнеççĕ. Ун айĕнче çĕрулми крахмалĕпе сахăрне пайлакан ферментсем вырнаçнă. Сирĕн апат рационне çак рецептсем пуянлатма пулăшĕç.

Ешĕлпе çăмарта салачĕ

Базиликăн 2-3 турачĕ, кăшкарутин 2-3 çулçи, пĕçернĕ 4 çăмарта, 6 çамрăк çĕрулми, 1 чей кашăкĕ горчица, 3-4 апат кашăкĕ тип çу, тутă кĕмелĕх тăвар, тÿнĕ пăрăç.

Çĕрулмине хуппипех пĕçер­мелле, сивĕнсен тăватшар пай туса вакламалла. Горчицăна тип çупа, тăварпа тата пăрăçпа хутăштармалла. Çĕрулми çине ярса 30 минут лартмалла. Кăшкар утине — улăм пĕрчисем евĕр, пĕçернĕ çăмартасене çаврашкасем туса вакламалла, базилика вĕтетмелле, çĕрулмипе пĕрле пăтратмалла.

Сырпа ыхра хушса

Шултра мар 1 килограмм çамрăк çĕрулми, 3-5 шăл ыхра, 2 апат кашăкĕ услам çу, 200 грамм сулугуни сыр, ешĕл.

Çĕрулмине шывпа çурри таран пиçиччен /15 минут/ вĕретмелле, ыхрана вĕтĕ вакламалла. Çатмапа услам çăва ирĕлтермелле, ыхра хушмалла, 20 минутран çулăм çинчен илмелле. Çĕрулмине формăна хумалла, ыхраллă çу ямалла. Çиелтен 1,5 сантиметр хулăнăш каснă сулугуни татăкĕсемпе хупламалла, 200 градус таран вĕрилентернĕ духовкăна лартмалла. Сыр ирĕлсе хĕреличчинех тытмалла. Ешĕл сапмалла та тÿрех çимелле.

Салăллă шашлăк

0,5 килограмм çамрăк çĕрулми, 300 грамм сысна сали, 2 чей кашăкĕ тип çу, тутă кĕмелĕх тăвар, техĕмлĕх, типĕ курăксем.

Салăна — шампура тăхăнтарма меллĕ вăтам касăксем, çĕрулмине хуппипех çаврашкасем туса касмалла. Çĕрулмине тăвар, хăвăра килĕшекен техĕмлĕхсемпе типĕтнĕ курăксем сапмалла, тип çу хушса пăтратмалла та 20 минут лартмалла. Шампурсене çĕрулмипе салăна черетлесе тирсе тухмалла. Тĕлкĕшсе тăракан кăмрăк çинче ăшаламалла. Çĕрулми мĕнле пиçнине çĕçĕпе тирсе пĕлме пулать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.