Вăхăтра сÿнтернĕ
Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче 18 сехет иртсен Чул хула чукун çулĕн Шупашкарти 2 станцийĕ çывăхĕнче /9-мĕш километрти пост/ Шупашкартан Мускава çула тухнă пассажир пуйăсĕн тепловозĕн 2-мĕш секцийĕ шал енчен хыпса илнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушнипе çак вырăна республикăн Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров кайнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - Чул хула чукун çулĕн сотрудникĕсем тата пушарниксем пĕлсе те хăвăрт ĕçленипе вут-хĕме 40 минутра сÿнтернĕ. Çак вăхăтра пĕрремĕш вакунри 25 пассажира иккĕмĕшне куçарнă, никам та суранланман. Пассажирсем шăв-шав çĕклемен, лару-тăрăва ăнланса йышăннă.
Юсавсăр тепловоза улăштарнă хыççăн 19 сехет те 24 минутра пуйăс палăртнă маршрутпа малалла кайнă. Секци мĕнле сăлтавпа хыпса илнине тĕпчеççĕ.
А.МАКАРОВА
Комментари хушас