Усламçă йывăрлăхран хăрамасть

27 Çу, 2016

Ĕнер Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей предпринимательлĕх кунне халалланă савăнăçлă уяв иртрĕ. Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев усламçăсен çĕршывра 2008 çултанпа иртекен праçникĕ ячĕпе саламласа пайтаçăсен теветкеллĕхне палăртрĕ. Хăйсен шухăшне пурнăçлас тесе укçи-тенкине шеллемеççĕ, кредит илеççĕ, анчах производствăна аталантараççех. Çапла тума кашниех пултараймасть. Хăшĕсем 20-25 çул каяллах ĕçе кÿлĕннĕ, теприсем — пĕлтĕр е кăçал. Вĕсене пĕр тĕллев пĕрлештерет — продукци туса кăларса халăх хуçалăхĕн отраслĕсене аталантарма хăйсен тÿпине хывасшăн.

— Эпир регионсемпе, пысăк корпорацисемпе килĕшÿсем йĕркелесе предпринимательсене ăнăçлă аталанма майсем туса паратпăр. Куравсенче çынсем вĕсен таварĕпе çывăхрах паллашма пултарччăр, — терĕ Михаил Васильевич.

Республика Пуçлăхĕ ял-хулара тирпей-илем кĕртесси, çул-йĕр юсасси, шкулсемпе ача сачĕсене хута ярасси ăнăçлă пурнăçланнине палăртрĕ. Чăваш Ен ку енĕпе çĕршывра чи лайăх регионсен йышне кĕнине пĕлтерчĕ. Пĕрле тăрăшсан ÿсĕм пулатех терĕ. Бизнеса аталантарни халăхăн пурнăç шайне лайăхлатма май парать. Çакна юлашки çулсенче халăхăн вăтам ĕмĕрĕ пысăкланни те çирĕплетет. Республикăра нумай çул пурăнакансен йышĕ хушăнсах пырать.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова пĕчĕк тата вăтам бизнес республикăра 2015 çулта епле аталаннипе паллаштарчĕ. 22 пине яхăн субъекчĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă, 3,5 пин ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Юлашки 3 çулта çеç пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшма, çирĕп тĕллевлĕ усламçăсене хавхалантарма 1,5 миллиард ытла тенкĕ уйăрнă. Инновациллĕ пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçлама аукционсем ирттермесĕрех çĕр лаптăкĕсем уйăрса параççĕ.

Республикăра ĕçе пуçăнакан бизнесменсем валли 2 çуллăх «налук каникулĕсем» палăртнă.

Тĕллевсем уçăмлă. Правительствăра 2030 çулччен аталантармалли стратеги тумалла. Вак тата вăтам предприятисен çаврăнăшне — 2,5 хут, тавар калăпăшне, çавăн пекех ĕç тухăçлăхне 2 хутран кая мар ÿстермелле.

Ĕçре палăрнă предпринимательсене уявра Правительство наградисемпе те чысларĕç.

В.ВАЛЕНТИНОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.