Супăнь шывĕпе

26 Çу, 2016

Уй пыйтинчен /тля/, ытти хурт-кăпшанкăран хăтăлма пахчаçăсем час-часах супăнь ирĕлчĕкĕпе усă кураççĕ.

Çакна астумалла: ÿсен-тăрана пĕрĕхмелли хутăш хатĕрлемешкĕн хуçалăх супăнĕ е тикĕтлĕ /дегтярное/ супăнь çеç юрăхлă. Ырă шăршăллă супăньсенчен пĕрĕхмелли хутăш хатĕрлеме юрамасть. Кунашкалли хурт-кăпшанкăна пушшех илĕртме пултарать.

Супăнь ирĕлчĕкĕпе тĕрлĕ хутăш хатĕрлеме пулать.

Кĕл тăррипе /сĕлтĕ/ супăнь хутăшĕ. 1 стакан йывăç кĕлне, çур стакан теркăпа хырнă супăне виçĕ литр ăшă шыва ярса лайăх пăтратмалла. Тăрăлнă шывпа йывăçсене пульверизаторпа пĕрĕхмелле. Çамрăк туратсене губкăпа сăтăрса е шĕвеклĕ савăта авса чиксе илме юрать.

Тип çупа супăнь хутăшĕ. 1 стакан тип çăва, 1 стакан хырнă супăне 1 витре таса шыва ярса хутăштармалла. Йывăçсемпе тĕмсене пĕрĕхмелле. Шĕвекри тип çу ирĕлчĕке туратсем, çулçăсем çинче лайăхрах çыпçăнса тăма май парать. Вăл хĕвелпе пăсланмасть, çĕре юхса анмасть.

Табак çулçипе супăнь хутăшĕ. Табак шăрши чылай хурт-кăпшанкăна хăратать. Сад-пахчан киревсĕр «хăнисемпе» кĕрешме лайăх. 3 литр шыва çур стакан хырнă супăнь, çур стакан вĕтетнĕ табак ярса 1-2 кун лартмалла. Унпа ÿсен-тăрана пĕрĕхме тата йывăç-тĕм айĕнчи тăпрана шăварма юрать.

Çак хутăшсем йăлтах уй пыйтинчен хăтăлма пулăшаççĕ. Хатĕрлеме те, усă курма та ансат. Хими япалисемсĕр пулнипе вĕсем ÿсен-тăраншăн та, çыншăн та сиенлĕ мар, витĕмĕ хими им-çамĕпе пĕрĕхнинчен кая мар. Тĕрлĕрен химипе ÿсен-тăрана наркăмăшличчен халăх меслечĕсемпе усă курни лайăхрах пулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.