Аркадий Петров: Çара юрăхсăррине çирĕплетсен те вăрçа кайрăм

6 Çу, 2016
«Эс нихçан хăраман, эс нихçан парăнман
Шурă çÿçлĕ салтак ветеран…»

Çак юрра ача чухне тăтăшах шăрантараттăмăр, ăна итленĕçемĕн вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисен куçĕ шывланатчĕ. Йывăр çав çулсенче хăйсем мĕн чухлĕ терт-нуша тÿснине, тăшманпа çапăçнă май вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнă самантсене аса илетчĕç, ахăртнех, вĕсем. Шел, шурă çÿçлĕ салтаксен шучĕ çулсеренех чакса пырать. Пирĕн халĕ пурăнакансемпе тĕл пулма, вĕсен асаилĕвĕсене çырса юлма тăрăшмалла: çакă паянхи кун, çамрăк ăру историе тивĕçлĕ шайра пĕлмен е ăна хăшĕсем ятарласа урăхлатса кăтартма хăтланнă тапхăрта, питех те кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ.

“Фронта каятăпах!”

Патăрьел районĕнчи Тăрăнта çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Лапсарта пурăнакан Аркадий Никифорович Петров вăрçă мĕн иккенне кам та пулин каласа кăтартнă е тĕрлĕ фильмпа литература тăрăх мар, хăй фронтра малти линире пулнăран питĕ лайăх пĕлет. Çу уйăхĕн вĕçĕнче 93 çул тултараканскер 70 ытла çул каялла хăй ытти совет салтакĕ-офицерĕпе пĕрле мĕн курни-тÿснине питĕ лайăх астăвать, кашни самант пирки тĕплĕн каласа кăтартма пултарать.

Тăшман самолечĕсем бомба пăрахнине фронта кайичченех курма тивнĕ унăн. Салтака кайма ят тухиччен тесе Азербайджанра ĕçленĕскер шăпах унта чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни çинчен илтнĕ. Палăртнă ĕçе вĕçлесен тăван тăрăха таврăнма тухнă Патăрьел каччи, анчах пуйăс пулманран Бакура пĕр эрне ытла ларма тивнĕ. “Пĕр каçхине нимĕçсен самолечĕсем вĕçсе килчĕç те бомба пăрахрĕç, çынсем унта-кунта тарса пĕтрĕç”, — аса илчĕ Аркадий Никифорович. Тăрăна çитсен ăна темиçе кунранах колхозниксемпе пĕрле Улатăра окоп чавма илсе кайнă. Унта ĕçленĕ чухне çĕр ишĕлсе аннă та Аркадипе тепĕр хĕре хупласа хунă. Юрать-ха аманнăскерсене туртса кăларнă, киле ăсатнă.

1941 çулхи авăн уйăхĕнче вăл районти санэпидемстанцире дезинфекторта ĕçлеме пуçланă. Кăштахран ăна медкомиссие чĕнтернĕ, сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн “çар службине юрăхсăр” тесе документ панă. “Манпа пĕр çулхи ачасем çара кайма тытăнчĕç. Эпĕ вара — юрăхсăррисен йышĕнче. Епле-ха апла? Пирĕн вăхăтра салтакра пулман яшсене пачах хисеплеместчĕç, йĕркеллĕ çын вырăнне хумастчĕç. Ун чухне 3-4 районăн пĕрлехи медкомиссийĕ эрнере пĕрре пухăнатчĕ. Повестка çук пулин те унта хам ирĕкпех тепĕр икĕ хут кайрăм, виççĕмĕшĕнче тин мана строй службине юрăхлă тесе йышăнчĕç”, — каласа кăтартрĕ ветеран.

Аркадий Никифоровичăн фронта лекес ĕмĕчĕ питĕ пысăк пулнă çав. Повестка илсен Канашра темиçе кун тăма тивнĕ, шăпах унта Тăрăн каччинчен фронта каяс килет-и тесе ыйтнă. Лешĕ, паллах, савăнсах килĕшнĕ: “Паянхи кун фронта каяс темен çын пур-и вара?” Тепĕр кунхинех вăл Липецк облаçĕнчи малти фронта лекет. 1942 çулхи çу уйăхĕнче пулнă ку. Ентеш хăй ирĕкĕпе разведушкăнпа пĕрле разведкăна та темиçе хут кайнă. Командирсем ăна тÿрех асăрханă, тăрăшуллăскере Воронеж фрончĕн стрелоксен 340-мĕш дивизийĕн вĕренÿ уйрăм батальонне янă, унтан — Новохоперск хулинчи кĕçĕн лейтенантсен курсĕсене. Çакăн хыççăн взвод командирĕ пулнă вăл, çав хушăрах — ротăн комсомол организацийĕн секретарĕ те.

Пĕр кунра тăватă хут аманнă

Чăваш каччи 38-мĕш армин 184-мĕш дивизийĕн 294-мĕш полкĕн йышĕнче пулнă май Курск пĕкки çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. 1943 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче ăна Белгород облаçĕн Верхние Пены текен ялтан инçех мар тăватă хут амантнă.

Аркадий Петров шăпах ун чухне нимĕçсен “Тигр” текен çĕнĕ танкне курнă. “Разведчиксем ыраш пуссинчен тухрĕç те “Пирĕн çине нимĕçсен тигрĕсем килеççĕ тесе пĕлтерчĕç. Тигр чĕрчун-çке-ха, кунта вара тăшманăн çĕнĕрен кăларнă пысăк танкĕсем килеççĕ. Манăн взводри салтаксен ахаль танксене пĕтермелли 1-ер граната çеç пур. “Тигрсене” танк пăшалĕсенчен перкелерĕмĕр-ха, анчах вĕсене нимĕн те пулмарĕ. Пысăкскерсем пирĕн урлах каçса кайрĕç, çав вăхăтра эпĕ пĕрин айне граната пăрахрăм. Шел, унăн ванчăкĕ хама сăмсаран пырса лекрĕ: юн юхать, ниепле те чарма çук. Пĕр салтак чупса пычĕ те кĕсьерен бинт илсе пуçа çыхрĕ. — II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденне тивĕçнĕ ветеранăн асаилĕвне итленĕçемĕн чун сÿлетсе илет. — Тепĕртакран ыраш пуссинчен ахаль танк тухрĕ, ун хыççăн 10 автоматчик утать. Пĕри танк люкне уçнă та йĕри-тавралла пăхса пырать, командирĕ ахăртнех. «Эп сана кăтартатăп!» — терĕм те автоматран петĕм. Курăнми пулчĕ çакскер: те вилчĕ, те аманчĕ, танкĕ те чарăнчĕ. Нимĕç автоматчикĕсене мĕнле парăнтарас? Пирĕн винтовкăсем çеç пур-çке. Пирĕнтен сылтăмарах станоклă пулемет расчечĕ пуррине асăрхарăм, çавăн патне хырăмпа шуса кайрăм. Вĕсемпе малалла мĕн тумалли пирки калаçса выртнă хушăра пĕçĕрен амантрĕç. Каялла шума тытăнтăм, пĕçĕрен юн юхать. Окоп патне çитиччен манăн икĕ ура хушшине автомат «черечĕ» лекрĕ, атă кунчисене ала пек шăтарса пĕтерчĕ. Икĕ урана та пĕрер пуля лекнĕ иккен».

Ун чухне Аркадий Никифорович 10-15 минут хускалмасăр выртнă: хăйне нимĕçсем офицер пулнине пĕлсе пенине, халĕ кăшт хускану тусанах автоматпа тепре тĕллессине аван чухланă вăл. Лару-тăру кăшт лăплансан хамăрăн икĕ салтак пырса унăн суранĕсене çыхнă, хăйсем малалла кайнă. Взвод командирĕшĕн шăпа тĕрĕслевĕ çакăнпа çеç вĕçленмен-ха. Суранланса вăйсăрланнăскер тул çутăличчен çавăнтах выртнă, ирхине хамăрăннисем патнелле кайма пуçланă. «Умра — мина уйĕ. Унта мĕнле кĕмелле? Юрать-ха ку уйра пехота мини мар, танксене пĕтермелли иккенне ăнлантăм. Мина лартса хăваракансем «растяжкăсем» хунине те пĕлетĕп эпĕ. Вĕсем çине пуссан мина çурăлать. Мĕн тумалла? Кăшт йăнăшсанах вилетĕп, малалла каймасан тăшман снайперĕсен аллине лекме пултаратăп», — тем те тÿснĕ ветеран хумханнине ирттерес тесе куркари чейе сыпса илет.

Мина уйĕ витĕр йĕркеллех тухнă вăл, хамăрăн артиллери расчечĕсем патне çитнĕ. Ăна Свердловскри эвакогоспитале ăсатнă. Унта 4 уйăх сипленме тивнĕ Аркадий Петровăн.

Выçă нимĕçсем

Çумра документсем пулманран, чаçа ыйтса çырса ярсан та хурав килменрен А.Петрова сывалсан çар комиссариатне кайма хушнă, лерен вара ăна Тюменьти пехота иккĕмĕш училищине вĕренме янă. Унта 1943 çулхи юпа-раштав уйăхĕсенче пулнă вăхăтра ăна йĕлтĕрçĕсен командине илнĕ. Училищĕре — 1 пин çын, командăра вара — пĕтĕмпе те 12-ĕн çеç, çавсен йышĕнче пирĕн ентеш те пулнă, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă.

Службăна вăл Киев çар округĕн 20-мĕш дивизийĕн 81-мĕш саппас полкĕнче малалла тăснă, взвод командирĕ пулнă. Çĕнтерÿ кунне Киевра кĕтсе илнĕ. Демобилизациччен, 1945 çулхи çулла, полк командирĕ А.Петрова хăйсем вĕрентнĕ салтаксене Германие ăсатмашкăн командировкăна янă. «Польша чиккинчен каçрăмăр та Германие кĕриччен пуйăс чарăнчĕ. Эпĕ эшелон дежурнăйĕн пулăшуçи пулнă май лару-тăрăва уçăмлатма кайрăм. Пăравус умĕнче нимĕçсем тăраççĕ: пушă икĕ пĕчĕк хуран тытнă та кашăкпа шаккаççĕ. Вĕсем выçă пулнине тÿрех ăнлантăм, хамăрăн салтаксене яшка илсе килме хушрăм. Хуранпа яшка илсен нимĕçсем сигнал пачĕç те пуйăс вырăнтан хускалчĕ», — калаçу çăмхи малаллах сÿтĕлчĕ.

Берлинра Александерплацра пĕр эрнене яхăн пурăннă вĕсем, çак хушăра хулапа çывăхарах паллашнă. «Унăн варринчи çуртсенчен нумайăшĕ ишĕлсе-арканса пĕтнĕччĕ. Хула хĕрринче чиперех лараканнисем те, 1-2 хутлисем, пурччĕ. Вырăнти халăх пирĕнпе тĕл пулсан хирĕçместчĕ. Ун чухне пирĕн салтаксене поход кухнисенче апат çитеретчĕç, вĕсем хыççăн яшка çиес тесе черетре нимĕçсем те тăратчĕç: малта — ачасем, хыçалта — аслисем. Нимĕç халăхĕ те вăрçа пула выçăпа аптранă çав», — чунне уçрĕ «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Берлина çĕнтернĕшĕн» тата ытти медале тивĕçнĕскер. 1945 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче демобилизациленĕ ăна.

Мирлĕ пурнăçра та — вăрçăри пекех

Аркадий Петров тăван тăрăха таврăнсан ОСОАВИАХИМа ĕçе вырнаçнă. 1950-1984 çулсенче пушар хуралĕн тытăмĕнче вăй хунă: Патăрьел районĕнчи патшалăх пушар надзорĕн /ППН\ инспекторĕнчен пуçласа Комсомольски районĕнчи ППН инспекцийĕн пуçлăхне çитнĕ, унтан ăна Шупашкар районне куçарнă. Унта вăл районти пушар хуралĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă.

Çапла, мирлĕ вăхăтра та вăрçăри пекех кĕрешме тивнĕ унăн: ун чухне тăшман вырăнне вут-çулăм пулнă. 34 çулта миçе пушар сÿнтермен-ши, мĕн чухлĕ çын пурнăçне çăлман-ши? Тепĕр чухне хăйĕн те çăлăнма тивнине палăртрĕ Аркадий Никифорович, уйрăмах — улăм витнĕ çуртсен тăррине хăпарсан. 3-мĕш хутран сикме тивнине те, çакăн пекки 4-5 хут та пулнине пытармарĕ хăюллăскер. Ахальтен мар ăна «Лайăх службăшăн» медальсемпе /виçĕ степенĕпе те\ наградăланă.

Мăшăрĕ вилнĕренпе вăрçăпа ĕç ветеранĕ пĕчченех пурăнать, хăй тĕллĕнех кăштăртатса çÿрет. Районтах тĕпленнĕ хĕрĕ пăрахмасть ашшĕне, пулăшсах тăрать. Ывăлĕ те манмасть, килсех çÿрет. Донецкри хĕрĕ те çывăх çыннин сывлăхĕпе кăсăклансах тăрать.

Аркадий Петрова Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнче тăрăшакансем манмаççĕ: ăна çуралнă кунпа кашни çулах килне пырсах саламлаççĕ, тĕрлĕ мероприятие йыхравлаççĕ. Шкулсенче те вăл — кĕтнĕ хăна. Ачасене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки каласа кăтартать, вĕсем чăн-чăн патриотсем пулччăр тесе ĕмĕтленет.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.