Унран телейлĕрех кун çук

5 Çу, 2016

Тăван ялне, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçне, таврăниччен тăшмана Берлина çитичченех çапса аркатнă салтак савăнăçне пытараймасăр амăшне хăйĕн çинчен маларахах пĕлтернĕ. Йĕпреçе çитсен ун патне телефонпа шăнкăравланă. Çавăнпа килте ăна чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Аслă ывăлĕ Василий çапăçу хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă хыççăн амăшĕ Ананийшĕн тата ытти ачишĕн фронтран ырă-сывă таврăнччăр тесе кунĕн-çĕрĕн кĕлĕ тунă. Юрать, виçĕ ывăлĕ каялла çаврăнса çитнĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунне аса илсе 92 çула кайнă Ананий Егорович Киргизов: "Ун пек телей урăх çук. Пирĕн ачасемпе мăнуксем нихăçан та вăрçă ан курччăр", - тет.

Салтака ăна 1943 çулхи чÿк уйăхĕнче илсе кайнă. Вăл ун чухне вунçиччĕри каччă пулнă. Алла винтовка, автомат тытма, пулеметпа пеме вĕренсен Киргизов сержант ыттисемпе пĕрле çапăçăва кĕнĕ. Виçĕ хут аманнă. Юлашкинчен, Берлина илнĕ чух ытла та йывăр суранланнă, аллине - снаряд ванчăкĕ, урине пуля лекнĕ. Пĕр уйăх больницăра сипленнĕ.

3-мĕш Беларуç фрончĕ йышĕнче Орша, Владимир хулисене, Польшăна ирĕке кăларма хутшăннă. Нимĕç фашисчĕсен "йăвине" илнĕ чух салтаксем выçăхса çитнĕ. Апат шыраса Берлин çывăхĕнчи пĕр яла кĕнĕ. Питĕ çиес килнĕ, анчах апат ыйтма шикленнĕ: ара, тĕп тăвас тесе, тен, апат-çимĕçе нимĕçсем наркăмăшлантарнă.

Берлина кĕнĕ чух зоопарк витĕр тухни асра юлнă. Хăйсен офицерĕсем американецсемпе тĕл пулнине, пĕр-пĕрин патне хăнана кайнине те астăвать чăваш салтакĕ.

Василий пиччĕшĕ вăрçа унран пĕр çул маларах ?1942 çулхи пуш уйăхĕнче% кайнă. Мускава, Сталинграда хÿтĕ-лессишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. Çиччĕмĕш хут амансан унăн пурнăçĕ татăлнă. Унччен малтан госпитальсенчен сывалнă-сывалманах тухнă та фронта талпăннă, маттуррисен шутĕнче пулнă.

Ананий Егорович та фронтран таврăнсан Киргизовсен ятне çÿлте тытса пынă. Ял Канашне учета тăма пырсан ăна секретарь ĕçне сĕннĕ. Ытахальтен мар, паллах. Мĕншĕн тесен вăрçăччен вăл шăпах çакăнта тăрăшнă. Çичĕ класс пĕтернĕ ?малалла вĕренмешкĕн тÿлеме укçа пулман% хыççăнах вырнаçнă унта. Шкулта вырăс чĕлхипе тата литературипе, математикăпа лайăх ĕлкĕрсе пынă каччăна тÿрех ĕçе илнĕ. Вунă çул ытла ял Канашĕнче секретарьте ĕçленĕ хыççăн финанс техникумне çул тытма шухăшланă. Шкул пĕтернĕренпе чылай вăхăт иртнĕрен экзаменсене ăнăçлă тытаймасран шикленнĕ. Кăлăхах-мĕн.

Пурнăçăн тепĕр сыпăкне Ананий Киргизов "Ял хуçалăх техники" пĕрлешÿре эконо-мистра ĕçлесе ирттернĕ. Ку организацин ячĕ-сумĕ республикипех сарăлнă. Каярах ун никĕсĕ çинче АТП йĕркеленнĕ.

Ананий Егорович мăшăрне те хăй пекех маттуррине суйланă. Мария Григорьевна вăрçă вăхăтĕнче МТСра трактористра вăй хунă. Фронта тухса кайнă арçынсене улăштарма çын çитменрен хĕрарăм "хурçă ут" рулĕ умне ларнă. Мăшăр 4 ывăлпа 2 хĕр пăхса ÿстернĕ.

Аслă Çĕнтерÿ кунне вăрçă ветеранĕ чăтăмсăррăн кĕтет. Çапăçу хирĕнче хытă суранланнă ури самаях нушалантарать халĕ, тăтăшах пуçĕ çаврăнать пулин те пурнăçран юласшăн мар: хаçат та вулать, телевизор та пăхать. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ уншăн - чи çутă та телейлĕ кун.

Ирина НИКИТИНА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.