Çĕнĕ автотрасса ял-хула çумĕпе иртĕ
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Раççей транспорт министрĕпе Максим Соколовпа тĕл пулнă. Çул-йĕр хуçалăхне аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — хальхи вăхăтра йывăр тиевлĕ автотранспорт федерацин республика территорийĕ урлă хывнă М-7 «Атăл» автоçулĕпе Шупашкар хули, Кÿкеç поселокĕ, ытти ял-хула витĕр иртет. Талăкра 50 пин ытла автомобиль куçать. Çакă республика тĕп хулипе Шупашкар, Çĕрпÿ, Куславкка районĕсенчи экологи тăрăмне япăх витĕм кÿрет.
Автомагистралĕн техника виçисем ку чухне транспорт ыйтăвне тивĕçтермеççĕ, çавăнпа автомашина хăвăртлăхĕ пĕчĕк, вĕсем вырăн-вырăнпа «пăкăна» лекеççĕ. Çак çитменлĕхсем çул-йĕре хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме май памаççĕ.
Республика Пуçлăхĕ хăнана федерацин çул-йĕр агентствин хушăвĕпе пурнăçланă проектпа паллаштарнă. Унпа килĕшÿллĕн М-7 автомагистралĕн çĕнĕ автотрассине тумалла. Вăл Шупашкар хулинчен, Кÿкеçпе Лапсар поселокĕсенчен, ытти ял-хуларан пăрăнса иртĕ. Çавăн пекех нефтьпе газăн тĕп магистралĕсем те айккинче пулĕç. «Атăл» трассăн çĕнĕрен тăвакан çулĕ Çурçĕрпе Кăнтăра тата Хĕвеланăçпа Хĕвелтухăçа çыхăнтарма май парĕ.
М.Игнатьев строительство объектне РФ «Транспорт тытăмне аталантарасси» патшалăх программине кĕртмешкĕн пулăшма ыйтнă. Футбол ассоциацийĕн Пĕтĕм тĕнчери федерацийĕ /FIFA/ 2018 çулхи Тĕнче чемпионатне хутшăнакансен тренировка бази вырăнне Чăваш Республикине суйласа илнине пĕлтернĕ.
FIFA çул çинче хăрушсăрлăх туса хума, автотранспорта чăрмавсăр ирттерсе ярассине ÿстерме ыйтнине тивĕçтерес тĕллевпе М-7 автоçула Мускавран Владимир, Чулхула, Хусан витĕр Ĕпхĕве çити реконструкцилеме палăртнă. Михаил Васильевич объекта федерацин 2017 çулхи инвестици программине кĕртме ыйтнă. Çавăн пекех Шупашкар аэропорчĕн сывлăш транспортне йышăнмалли вырăна, перрона, вĕçсе хăпармалли тата анса лармалли лаптăка реконструкцилеме 2017 çулхи инвестици программине лекессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
В.ВАЛЕНТИНОВ
Комментари хушас