Сухалаççĕ, акаççĕ

28 Ака, 2016

Республикăри уй-хирте ĕç шавĕ вăй илсех пырать. Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне пур районта та çуракине тухнă темелле. Хальхи вăхăтра вунă районта 1613 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă. Патăрьел, Елчĕк тăрăхĕсенче 76 гектар çинче пахчаçимĕç акнă-лартнă. Елчĕк районĕнче çавăн пекех 40 гектар нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксем те акма тытăннă.

Асăннă вăхăт тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсем, фермерсем кĕрхисене - 21,4 пин, нумай çул ÿсекен курăксене 8,8 пин гектар çинче апатлантарнă. Кĕрхи культурăсене - 10,3 пин, нумай çул ÿсекен курăксене - 21,7 пин, çĕртме 13 пин гектар çинче сÿреленĕ.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх - ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ çителĕклех. Пурĕ 49,8 пин тонна ?кирлин 103 проценчĕ% янтăланă. Çав шутра 96 проценчĕ кондицие ларнă. 12,1 пин тоннине им-çамланă.

Ака-суха ирттерме 9,96 пин тонна минерал удобренийĕ хатĕрленĕ ?кирлин 49,8 проценчĕ%. Вăрнар районĕнче минерал удобренийĕ палăртнин 93,8 проценчĕ чухлĕ пур. Çĕрпÿ ?82,6 процент%, Елчĕк ?76,5%, районсенчи хуçалăхсен те вăл самай. Çав хушăрах Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай тăрăхĕсенче кирлин 30 процентĕнчен те пĕчĕкрех. Дизтопливо - 94,6, бензин 54,5 процент чухлĕ пур.

Вăрмар районĕнчи Геннадий Ямуков фермер хуçалăхĕнче те – ĕççи. Кăçал кăна çурхисем - 801, çĕрулми 230 гектар çинче лартмалла-акмалла. Хальхи вăхăтра 200 гектар çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă ĕнтĕ.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.