Ват чулĕ

21 Пуш, 2014

Пирĕн йăхра ват хăмпинче чул пухăннипе нушаланакансем пур. Мĕншĕн пухăнать-ши вăл; Инкек ан çыпăçтăр тесен мĕн тумалла?

Тамара Сергеева. Куславкка.

Тăвансем хушшинче çак чирпе чирлекенсем пулсан пушшех асăрханмалла. Чи малтанах иммунитета çирĕплетмелле, апат ирĕлтерекен орган сывă пултăр тесе тăрăшмалла. Пыршăлăхри бактерисем ват хăмпине лексе шыçă пуçарма «холецистит» пултараççĕ.

Ватра холестерин шайĕ ÿссе каясран асăрханмалла. Ытларах улма-çырлапа пахча çимĕç çимелле, тип çупа усă курмалла. Выльăх çăвĕпе ăшаланă апат-çимĕçе май пур таран сахалтарах тутанмалла. Мăнтăрланса каясран, юнри сахăр шайĕ ÿсесрен сыхланмалла.

Сывă пурнăç йĕрки тытса пымалла, кунне 4-5 хут апатланмалла, анчах сахалшар çеç çимелле. Ун чухне ват чулĕ пухăнмĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.