Тĕп ыйту - Аслă Çĕнтерÿ…
Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Старейшинăсен канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев хутшăнчĕ.
Канаш членĕсем Аслă Çĕнтерÿ кунне хатĕрленсе кĕтсе илессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Асăннă тытăм ертÿçи Лев Кураков палăртнă тăрăх — çамрăксене патриотла воспитани парас енĕпе пуçаруллă ĕçлени курăмлă. Ку енĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă тĕслĕх кăтартать. Вĕренекенсемпе, студентсемпе тăтăшах тĕл пулнă май калаçусенче, тĕрлĕ мероприятире Тăван çĕршыва юратмаллине аса илтерсех тăрать.
Чăвашрессовпроф председателĕ Анатолий Коршунов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнисемпе ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем çитĕнекен ăрăва халăха юрăхлă ÿстермешкĕн пуçаруллă хутшăннине çирĕплетрĕ, Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнине кĕтсе илес енĕпе пурнăçлакан мероприятисемпе паллаштарчĕ.
Юрий Васильев республикăра Çĕнтерÿ кунне уявлама хатĕрленес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комиссийĕ туса хунине пĕлтерчĕ, кăçалхи уяв та пирĕншĕн юбилей датинчен уйрăлса тăмассине систерчĕ. «Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пурне те чыслатпăр. Социаллă хÿтлĕх пайĕсем, общество организацийĕсем, меценетсем, çамрăксемпе студентсем пулăшасси иккĕлентермест. Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем хăйсен пурнăçне çыхăнтарнă предприяти-организацин те вĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла», — терĕ вăл пĕлтерĕшлĕ тепĕр тĕллеве — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин кашни ветеранне хăтлă хваттерпе тивĕçтермеллине — палăртса.
Вилнĕ çар çыннисем ĕмĕрлĕх канăç тупнă вырăнсене йĕркене кĕртесси, çамрăксене çарпа патриотла воспитани парассине вăйлатасси, Çĕнтерÿ паттăрĕсен ячĕпе хисепленекен урамсен уявне ирттересси пирки çивĕччĕн калаçрĕç ларура.
ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев ларăва хутшăннисене Чăваш Республикин «Граждансен уйрăм категорине нумай хваттерлĕ çуртăн пĕрлехи пурлăхне тĕпрен юсамашкăн взнос тÿлес енĕпе социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Вĕсен пурнăç шайне лайăхлатас тĕллевпе саккун проектĕнче 70 тата 80 çулсене çитнĕ граждансене асăннă взнос тăкакне компенсацилеме социаллă пулăшăвăн хушма мерипе тивĕçтереççĕ. Виçи ÿсĕме кура: 70 çула çитнисен — 50, 80-рисен 100 процент. Кун пек чухне гражданинăн харпăрлăхăн пĕччен пурăнакан тата ĕçлемен хуçи шутланмалла е çемьери пенси ÿсĕмĕнчи ĕçлемен ватăсемпе кăна пурăнмалла. Саккунăн асăннă проектне ĕçе кĕртмешкĕн Чăваш Республикин бюджетĕнчен 2016 çулта хушма укçа — 33,4 млн тенкĕ — тăкакламалла. Сăмах май, çакăн йышши пулăшупа çĕршывăн 20 субъектĕнче кăна тивĕçтереççĕ.
«Халăхăн уйрăм ушкăнне хÿтĕлемелли хушма мерăсенчен пĕри çакă паян. Саккун проектне ЧР Патшалăх Канашĕн профильлĕ комитечĕсенче сÿтсе явнă. Тĕп юсав ĕçĕ валли укçа пухассине республикăра ытти регионтинчен лайăхрах йĕркеленĕ. Пирĕн, Старейшинăсен канашĕн членĕсен, халăха тĕплĕнрех ăнлантарса памалла: çынсем федераци саккунĕ, хамăр тăрăхри хÿтлĕх мерисем пирки те лайăхрах пĕлччĕр. Саккун проектне сессире депутатсен пысăк йышĕ ырласа йышăнчĕ», — терĕ Старейшинăсен канашĕн членĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков.
Валентина ИЛЬИНА