Çурхи шыв-шур шар кăтартмĕ-и?

5 Ака, 2016

Çуркунне çитсен нумайăшне ейÿ тапхăрĕ мĕнле иртсе каясси шухăшлаттарать, уйрăмах — юханшыв, пĕве-кÿлĕ çывăхĕнче пурăнакансене. Шыв çыранран тухса пахчасене çитни тухăçа ÿстерме пулăшать теççĕ-ха, çапах çав хушăрах вăл пурлăха пысăк сиен кÿме те пултарать. Çакна шута илсех ĕнтĕ çурхи шыв-шур тапхăрне республика ертÿлĕхĕ те, МЧС ĕçченĕсем те тĕрĕслесех тăраççĕ.

Кăçал ейÿ тапхăрĕ мĕнлерех пулĕ? Чăваш Енри миçе яла шыв илме пултарать? Çынсен выльăх-чĕрлĕхне, йăла техникине, ытти япалине урăх çĕре куçарма тивмĕ-и? Муниципалитетсем асăннă тапхăр пăтăрмахсемсĕр иртсе кайтăр тесе мĕн тăваççĕ? Çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕпе /хÿтĕлев, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата мониторинг енĕпе/ Юрий АНТОНОВ полковникпа.

— Кăçалхи хĕл питех сивĕ пулмарĕ, юр нумаях çумарĕ, унти нÿрĕклĕх те пысăк мар /нормăран 50-60%/. Çĕр тарăнах шăнманран нÿрĕке вăйлă çăтать. Каçхине шăнтать, кăнтăрла ăшăтать — кун пек чухне çурхи ейÿ тапхăрĕ йĕркеллех иртмелле, — терĕ Юрий Владимирович.

— Хальхи вăхăтра мĕнлерех лару-тăру? Шыв шайĕ хăпарма пуçланă-и?

— Прогнозсемпе килĕшÿллĕн — кăçал республикăри юханшывсем пăртан ака уйăхĕн малтанхи вунă кунĕнче тасалмалла. Сăрта пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчех пăр кайма пуçланă, пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче юханшывăн Улатăр хули çывăхĕнчи пайĕ тап-тасахчĕ. Пăрачкавра та пуш уйăхĕн 31 тата ака уйăхĕн 1-мĕшĕсенче пăр кайнă. Шупашкар шыв управĕнче хальлĕхе пăр тăрать, çапах вăл унтан-кунтан çурăлнă /пуш уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлнеŸ. Аслă Çавалта çыран çумĕнче шыв тăрать. Пĕтĕмлетсе каласан — ку юханшывсенче те çак кунсенче пăр каймалла. Шыв шайне виçсех тăраççĕ. Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче ирхине Сăрти шыв шайĕ Улатăрта 319 сантиметр пулнă /пĕр талăкра 43 см ÿснĕ, хăрушлăх кăларса тăратаканни — 730 смŸ, Пăрачкавра — 385 см /Ç27 см, 813 смŸ, Етĕрнере — 197 см /Ç22 см, 785 смŸ; Çавалăн Туçи ялĕ çывăхĕнче — 443 см /Ç70 см, 812 смŸ. Пĕтĕм информаци пирĕн пата çитет. Лару-тăрăва сăнасах-тĕрĕслесех тăратпăр. Вăл прогнозпа палăртнă тата эпир кĕтнĕ пек мар, урăхларах, япăхрах аталанас-тăк пирĕн вăйсемпе техника синкере лекнисене пулăшма хатĕр.

— Республикăри миçе çуртпа объекта шыв илме пултарассине шутласа палăртнă ĕнтĕ.

— Паллах. Çурхи ейÿ тапхăрĕ питĕ хăвăрт вăй илсен республикăри 16 муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи 55 ял-поселока, 2211 çын пурăнакан 885 çурта, 100 метр автоçула /Канаш районĕнчи ШăхасантаŸ, социаллă пĕлтерĕшлĕ икĕ объекта ÿШăхасанти физкультурăпа спорт комплексне тата Пăрачкаври лаша спорчĕн шкулнеŸ — пĕтĕмĕшле лаптăк 115 тăваткал метр /çав шутран 85 тăваткал метрĕ — ял хуçалăх тĕллевĕллиŸ — шыв илме пултарать. Çавнашкал зонăри халăха эвакуацилесе вăхăтлăх вырнаçтармалли 26 пункт /3650 çынлăхŸ йĕркеленĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче ейÿпе кĕрешекен комиссисем туса хунă, вĕсем шыв айне пулас хăрушлăх пур лаптăксене тата объектсене тĕрĕслеççĕ, халăхпа тĕл пулса калаçаççĕ, синкер пулас-тăк хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантараççĕ. Эпир вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Планпа килĕшÿллĕн пирĕн республикăра ейÿпе кĕрешес тата унăн сиенне пĕтерес енĕпе йĕркелекен мероприятисене 4677 çын хутшăнать. Çакăн валли техникăн 913 хатĕрне уйăрнă, вĕсенчен 36-шĕ — кимĕсем.

— Çурхи ейÿ тапхăрĕ питĕ хăвăрт вăй илесси мĕнрен килет?

— Юр саппасĕ нумай пулсан, ăшă çанталăк вăраха тăсăлсан, сывлăш температури çĕрле те нуль градусран сивĕрех пулмасан юханшывсенчи шыв шайĕ питĕ хăвăрт хăпарать, вăл çыранран тухса пурăнмалли çуртсемпе ытти объект патне çитме пултарать. Тĕслĕхрен, 2012 çулта çакнашкал çанталăк тăчĕ, ун чухне Çĕрпÿ хулине шыв илес хăрушлăх çуралчĕ. Улатăрта вара хулан пĕр пайне шыв илнĕрен чрезвычайлă лару-тăру режимне йышăнма тиврĕ. 2013 çулта Улатăрта каллех çакнашкал режима вăя кĕртмелле пулчĕ, чăн та, шыв шайĕ ун чухне 2012 çултине çитеймерĕ.

— Чăваш Енре юлашки вунă çулта çурхи ейÿ тапхăрĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне миçе хутчен йышăннă?

— Пĕтĕмпе те икĕ хутчен: эпĕ маларах асăннисем. 2012 çулта Улатăр хулинчи «Подгорье» тата «Ямская» микрорайонсене, «Зеленый» поселока /221 çурт, 410 çын/ — вĕсем айлăм вырăнта вырнаçнă — шыв илнĕччĕ. Ейÿ ун чухне 3,2 млн тенкĕлĕх тăкак кÿчĕ. 2013 çулта Улатăрти 51 хушма хуçалăха шыв илчĕ. Çав çулхине пурăнмалли çуртсемпе экономика объекчĕсем хăрушлăх зонине лекмерĕç.

— Чылай çул каялла "Çĕрпÿре — Венецири пекех" тесе статья çырнине, асăннă хулана шыв илнине сăнлакан сăнÿкерчĕке хаçатра вырнаçтарнине питĕ лайăх астăватăп. Çĕрпÿре тата çывăхри ялта пурăнакансем кимĕпе резина атăсем маларахах хатĕрлетчĕç, ейÿ вăхăтĕнче выльăхĕсене типĕрех çĕре куçаратчĕç. Халĕ, хÿтĕлев сооруженийĕсене /дамбăнаº туса пĕтерсе ĕçе кĕртнĕ хыççăн, унти çынсене çурхи шыв-шур тапхăрĕ хăратмасть. Паянхи кун влаç органĕсене тата çăлавçăсене Улатăр хули шухăшлаттарать. Унăн пĕр пайне тăтăшах шыв ан илтĕр тесе мĕн те пулин тума палăртнă-и?

— Чăн та, Улатăрăн пĕр пайне шыв илес хăрушлăх тăтăшах тухса тăрать. Тĕп сăлтавĕ — Улатăрпа Сăр юханшывсен бассейнĕнчи юр питĕ хăвăрт ирĕлни. Пенза облаçĕнчи Сăр гидроузелĕ урлă тухакан шыв та шыв шайĕ тăруках хăпарассине витĕм кÿме пултарать. Нумай çулхи сăнавсене тĕпе хурсан — Улатăрăн айлăмра вырнаçнă пайне шыв илес хăрушлăх кăçал та пур. Асăннă хула халăхне тата территорине пулăшас тесе ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви Улатăр юханшывĕн хÿтĕлев дамбине тумалли проекта хатĕрленĕ, ăна 2017 çулта çирĕплетме планлаççĕ. Проектпа килĕшÿллĕн 7820 метр тăршшĕ хÿтĕлев дамби тума, 3 шлюз-регулятор вырнаçтарма палăртнă. Ăна пурнăçа кĕртни 1760 çынна, 765 пурăнмалли çурта, хулан 572 га лаптăкне хÿтĕлеме май парĕ.

— Ейÿ тапхăрне йĕркеллех ирттерес ĕçе гидротехника сооруженийĕсен тăрăмĕ те витĕм кÿрет. Вĕсем пирки мĕн калама пултаратăр?

— Пирĕн республикăра 554 гидротехника сооруженийĕ, çав шутран 2-шĕ — хуçасăр. Сăмах май, ытти регионта ун пеккисен, хуçасăррисен, шучĕ чылай пысăкрах. Чăваш Енре хуçасăр ГТСсене — пĕри Етĕрне, тепри Канаш районĕсенче вырнаçнă — çурхи шыв-шур тапхăрĕнче муниципалитет йĕркеленĕвĕсене çирĕплетсе параççĕ. Асăннă сооруженисен тăрăмне ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви тата Ростехнадзорăн Атăлçи управленийĕ тĕрĕслесех тăраççĕ. 2015 çулта, тĕслĕхрен, 3 ГТСа юсанă /пĕтĕмпе 11 млн яхăн тенкĕлĕхŸ. Сăмах май, Чăваш Ен гидротехника сооруженийĕсен тăрăмĕпе федерацин Атăлçи округĕнче лайăххисен шутĕнче.

— Юрий Владимирович, халăхăн ейÿ тапхăрĕнче мĕн асра тытмалла?

— Вĕсен çурчĕ çывăхĕнчи шыв çулĕсене тĕрлĕ тасамарпа çÿп-çапран, туратсенчен тасатмалла. Канализацие тăтăшах тĕрĕслемелле. Массăллă информаци хатĕрĕсем паракан хыпарсене сăнасах тăмалла. Шыв сарăлас-тăк çакăн пирки шăпах вĕсен урлă пĕлтерĕç. Пăтăрмах сиксе тухсан та çухалса каймалла мар, "01" номерпе (карас телефонĕнчен — "112") шăнкăравламалла.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.