Кĕтне пĕвелесе çутта тухнă
ГОЭЛРО планне йышăннăранпа кăçал нарăс уйăхĕнче — 96, Кĕтне шывне пĕвелесе электричество вăйĕпе усă курма тытăннăранпа 68 çул çитрĕ.
Вăрмар районĕнчи Кĕтне юханшывĕн хĕрринче вырнаçнă Хĕрлĕçыр ялĕ Тутар Республикипе чикĕленет. Кĕтнен тепĕр енче — тутарсемпе вырăссем. Чăвашсем вĕсемпе килĕштерсе пурăнаççĕ.
Мĕн авалтан çынсене çут çанталăк пуянлăхĕпе пурнăçра туллин усă курасси канăç паман. Хĕрлĕçырта пурăнакан çамрăк Хĕветĕре те, пысăк тавракурăмлăскере, самаях шухăшлаттарнă çакă. Мĕнле кăна ĕç шанса паман-ши ăна? Вăлах — платник, тимĕрçĕ, арманçă. 1935 çулта районти колхоз шкулĕнче вĕренсе тухсан Федор Сапаркин выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлеме тытăннă. Ăна ферма заведующине çирĕплетнĕ. Икĕ çул çурăра фермăсене пысăк тупăш паракан тунă ертÿçĕ.
Çамрăк пулнă-ха Федор Евдокимович, 25 çулта кăна. Апла пулин те хастарлăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Унăн пултарулăхне палăртса 1938 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчи пухура колхозниксем ăна "Кубня" колхоз председательне суйланă. Шаннă, ĕненнĕ ăна.
— Колхоз пысăк тухăç илекен пултăр тесен обществăлла хуçалăха пур енĕпе те аталантарса пымалла, — тенĕ Хĕветĕр. Колхозниксене те çаплах ăнлантарнă. Колхоз çулсерен тĕрекленсе, унта кĕрекенсен шучĕ те ÿссех пынă. 1941 çул тĕлне колхоза уйрăм 180 хуçалăх кĕнĕ. Пурĕ 641 çын, ĕçе хутшăнакансем 532-ĕн пулнă.
Сасартăк хăрушă хыпар çитнĕ. Кашнин чĕрине çĕçĕпе чикнĕ евĕр туйăннă кĕтмен çĕртен илтнĕ çак хыпар. Ирсĕр нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва тапăннă. Вăрçă пуçлансан темиçе кунранах Хĕрлĕçырта митинг ирттернĕ. "Пурте — фронт валли, пурте — тăшмана çĕнтерме", — çапла тĕллев лартнă унта хутшăннисем.
Колхоз председателĕ Ф.Сапаркин та 1942 çулхи ака уйăхĕнче фронта тухса кайнă.
1943 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнчи хаяр çапăçура Ф.Сапаркина сулахай алăран йывăр амантнă. Çавăн хыççăн ăна киле янă. 1944 çулхи ака уйăхĕнче ăна каллех колхоз председательне суйланă. Шăпах çав вăхăтра ĕнтĕ колхозниксем фронт валли тата 40 мăшăр çăматă, 200 мăшăр алса-чăлха хатĕрлеме сăмах панă. Колхозăн çăм çителĕклĕ пулнă. Анчах ăна малтан таптармалла, унсăрăн çăматă тума çук. Çак тĕллевпе Ф.Сапаркин Тутар Республикинчи хăйсемпе кÿршĕллĕ "Искра" колхоза кайса килнĕ. Анчах лешсен çăм тапакан машини юрăхсăра тухнă иккен. Яла таврăнсан çав машинăна туянасси çинчен канашланă та çийĕнчех турттарса килнĕ. Ăна ĕçлеттермешкĕн Сăкăт шывне пĕвелеме пуçланă. Колхозра арçынсем юлманран хĕрарăмсем ĕçленĕ. Вĕсемех пура пураланă, шыв юхтармалли канавсем чавнă, сăвай çапнă. Председатель çăм тапакан машинăна майлаштарса ĕçлеттерме пĕлекен çын шыранă. Куславкка районĕнчи Çатрăк колхозĕнче авал çăм тапакан машинăпа анлăн усă курнă. Унтан Роман Никитин мастера ярса пулăшнă. Машинăна кĕçех талăкĕпех ĕçлеттернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче шыв вăйĕпе ĕçлекен çăм тапакан машина лартни "Хĕрлĕ Кĕтне" хуçалăхра тăрăшакансемшĕн кăна мар, таврари ытти ял çыннисемшĕн те савăнăç пулнă.
1945 çул пуçламăшĕнче Ф.Сапаркин колхоз членĕсене артелĕн çулталăкри ĕçĕ çинчен отчет туса панă: "Вăрçă пынине пăхмасăрах çăм тапакан машина лартрăмăр. Ăна тума 48 пин тенкĕ пухнă. Машина ĕçлеме пуçланăранпа колхоз хыснине 57 пин тенкĕ кĕчĕ. Çапла вара вăл пĕр сезон вĕçленичченех хăйĕн хакне кăларчĕ". Çав Сăкăт пухурах колхозниксем шывне пĕвелесе шыв арманĕ лартма йышăннă. Икĕ тĕлте пĕвеленĕ. Пĕр пĕвери шыв çăм тапакан машинăна, тепри шыв арманне ĕçлеттернĕ. Пĕвесем урлă лавсем кăна мар, автомашинăсем те каçса çÿренĕ. "Эпир пилĕкçуллăхăн иккĕмĕш çулне кĕретпĕр. Пирĕн умра тата пысăкрах тĕллевсем: колхоза аталантармалла, колхозниксен пурнăçне лайăхлатмалла, Кĕтне шывĕ çинче электростанци тумалла. 1945 çулта кашни гектартан вăтамран 8,8 центнер тухăç илнĕ пулсан, 1946 çулта 13 центнера çитермелле", — тенĕ председатель.
Вăхăт нумаях та иртмен — района ырă хыпар çитнĕ. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе пысăк тухăçлă тулă тата ыраш туса илнĕшĕн, 1948 çулхи çураки валли тĕштырă культурисемпе çĕрулми вăрлăхне çителĕклĕ хатĕрленĕшĕн колхоз председательне Федор Евдокимович Сапаркина Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Председателе ял хĕррипе юхса выртакан Кĕтне юханшывĕ самаях кăсăклантарнă. Ăна пĕвелес ыйтупа ятарласа пуху ирттернĕ. Нумайăшĕ çак пуçарăва ырланă. Ку ыйтупах кÿршĕри "Социализм", "Красные Шигали", "Большевик" ял хуçалăх артелĕсенчи колхозниксен пĕрлехи пухăвĕсем иртнĕ.
— Кĕтнене пĕвелесе гидростанци лартас пулсан унăн вăйĕ çак таврари ялсене çутатма, колхозсенчи чылай ĕçе механизацилеме çитет. Пирĕн хуçалăх Кĕтне çинче электростанци лартма тытăнать. Эсир те пирĕнпе пĕрле хутшăнăр, — тенĕ çав пухусенче "Хĕрлĕ Кĕтне" колхозран кайнă çынсем.
Тăватă колхоз пĕрле гидростанци лартас тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăн тунă. Унăн председателĕ пулма "Хĕрлĕ Кĕтне" колхоз пуçлăхĕн заместительне Гурий Иванова суйланă. Гидростанци тума кашни колхоз 250-шар кубла метр вăрман илнĕ. Ăна касма тытăнас умĕн "Большевик" колхоз представителĕ гидростанци тăвассине хирĕç агитаци пуçланă. Кÿршĕри колхозсен ертÿçисем артель членĕсемпе канашласа килĕшмесĕрех гидростанцие лартассинчен пăрăннă. Хĕрлĕçырсем хăйсем çеç тăрса юлнă. Колхоз пĕр-пĕччен 1000 кубла метр вăрман илнĕ. Ăна каснă çĕре фронтра паттăррăн çапăçса кăкăр тулли орден-медаль илнĕ Аверьян Тихонова бригадира янă. Йывăçа Кĕтне тăрăх сулăпа юхтарса антарма шутланă.
Часах Комсомольски районĕнчен хыпар çитнĕ: "Касса пĕтертĕмĕр, çитес кунсенче юхтарма тытăнатпăр. Пĕренесене тытма Кĕтне хĕррине çынсем кăларăр", — пĕлтернĕ вăтăр çынран тăракан ушкăн бригадирĕ А.Тихонов. Йывăрпа килнĕ пĕренесем. Юхса килнĕскерсене колхозниксем пакурпа тытса гидростанци тумалли вырăна кăларса купаланă. Кунĕн-çĕрĕн хуралланă, пĕр пĕренине те ирттерсе яман. Çăва тухсан колхоз 800 кубла метр чул кăларса турттарнă.
Кĕтнене пĕвелемешкĕн укçа-тенкĕ те, материал та, çынпа туртăм вăйĕ те нумай кирлĕ-çке. Чылайччен шухăшланă кун пирки колхоз пуçлăхĕсем. Юлашкинчен Тутар Республикинчи Ленин ячĕллĕ кÿршĕллĕ колхоза гидростанци тунă çĕре хутшăнмашкăн сĕннĕ. "Тахçантанпах пĕрле тытăнмалла пулнă", — пĕлтернĕ Маматăшсем шухăшне. Специалистсем Кĕтнене пĕвелемелли проекта часах хатĕрленĕ. Пĕве тунă çĕрте иртен пуçласа каçчен хĕрÿ ĕç вĕресе тăнă. Тутарсемпе чăвашсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕ. Кĕтнене пĕвелеме районтан та техникăпа пулăшнă. 1947 çулхи çуркуннеччен пĕве умне пăр ватакан юпасем лартса ĕлкĕреймен. Пусăрăнса çитеймен пĕвене пăр çĕмĕрсе кайма пултарнă. Гидростанци строительствин пуçлăхĕ Ион Шишкин тата Гурий Иванов мелиоратор колхоз уйăрса панă çирĕм çынпа кунĕн-çĕрĕн пĕве патĕнчен каймасăр сыхланă. Шавласа юхакан шыва пĕве умне хурçă пралукран явнă троссем карнă. Сулмакпа пыракан пăр катрамĕсем трос тăрăх шуса пĕверен тухса кайнă.
Çăва тухсан турбинăсем лартмалли котлована чавма тытăннă. 7 метр ытла чавсан çĕр айĕнчен хăватлă шыв тапма пуçланă. Шывне насуспа уçласа та кăларса ĕлкĕреймен. Вара И.Шишкин хăмасенчен пысăк валашкасем тутарнă. Вăтăр хĕрарăм çăл шывне витресемпе ăсса кунĕн-çĕрĕн валашка тăрăх юхтарнă.
1948 çулхи нарăс уйăхĕнче гидростанцие туса пĕтерсе ĕçе янă. Паянхи пекех лайăх астăватăп çав куна. Ялта электричество ламписем çунма тытăнсан кашни пит-куçĕнчех нимĕнпе виçейми савăнăç çиçрĕ. Урама тухнă çынсем пĕр-пĕрне хăйсен савăнăçĕ çинчен пĕлтерчĕç. Чÿречерен урама ÿкекен çутă каçхи тĕттĕме сирсе тавралăха çутатрĕ. "Гидростанцие хута яни колхоз производствине хăвăртлатма, лайăхлатма, çăмăллатма май пачĕ. Тырра машинăпа çапма пуçларăмăр, ытти ĕçе те электричество вăйĕпе пурнăçларăмăр. Çынсен культури те ÿсрĕ. Тăватă çул ĕçлерĕ гидростанци. Çав вăхăтра ăна станци пуçлăхĕ И.Шишкин пĕр аварисĕр ĕçлеттерчĕ", — çапла каланăччĕ 1949 çулта кунта электрикра ĕçленĕ Ефрем Алексеев. Гидростанци 4 çулта "Хĕрлĕ Кĕтне" колхоза кăна 556 пин тенкĕлĕх ĕç тума май панă.
Ялта радиоузел ĕçлеме пуçланă. 211 киле радио кĕртнĕ. Мускавран паракан кăларăмсене те киленсех итленĕ Хĕрлĕçырсем. Радиоузел заведующийĕнче Совет çарĕнче связист специальноçне илнĕ Гурий Молостовкин тăрăшнă.
Хуçалăх çулсерен тĕрекленсе пынă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн СССР Ял хуçалăх министерстви "Хĕрлĕ Кĕтне" колхоза автомашина парнеленĕ. Кашни ĕнерен çулталăкра 1200 килограмм сĕт сунă. Ĕнесене электричество вăйĕпе сума пуçланă. Колхозăн пулă ĕрчетмелли ятарлă план пулнă. Пилĕк гектар чухлĕ тăп-тăрă шывлă кÿлĕ тунă. Унта пулăсем ĕрчетнĕ. Сутса тупăш илнĕ.
1954 çулхи нарăс уйăхĕччен пĕр улшăнмасăр председательте вăй хунă Федор Евдокимович. Çак тапхăрта "Хĕрлĕ Кĕтне" колхоз ял хуçалăх культурисемпе те, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе те республикăра малтисен ретĕнче пынă.
Пултаруллă ентеше çавăн пекех "Хисеп Палли" орденпа тата "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальпе наградăланă. Ытти награда та чылай унăн.
Анатолий ХОВАНСКИЙ.
Вăрмар районĕ
Комментари хушас