ĂШĂ ТАПХĂРТА ВĔРĔЛЕÇÇĔ
Çанталăк ăшăтсан ÿтĕн инфекци чирĕсем уйрăмах анлă сарăлаççĕ, вĕрĕлсе аптратаççĕ.
Кăмпа чирĕ ÿте, чĕрнене, лăймака сийе, çÿçе сиенлет. Тепĕр çынран ерет. Ăна бассейнра, пĕрлехи душра, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмре, пляжра çаклатма пулать. Çак сиплев витĕмлĕ.
Примочка. Сиплĕ улăх кĕпçин /окопник лекарственный/ 100 грамм тымарне 500 миллилитр шурă эрехе ямалла. 2 эрне лартмалла. Сиенленнĕ ÿте настойкăпа кунне 2-3 хут йĕпетмелле.
1 чей кашăкĕ шĕпĕн курăкне /чистотел/ тин вĕренĕ 200 миллилитр шыва ярса 4 сехет лартмалла. Çак шĕвекпе каçхине çывăрма выртас умĕн кăмпаллă ÿт çине примочка хурса çирĕплетмелле, çаплах çывăрмалла.
Маç. 1 апат кашăкĕ 70 процентлă апат уксусне, 1 апат кашăкĕ тип çăва тата чĕрĕ 1 çăмартана хутăштармалла. Маçа кăмпапа сиенленнĕ чĕрнесене кунне 2 хут сĕрмелле.
Çапла сипленнĕ вăхăтрах ятарлă шĕвек ĕçмелле. Пĕр виçепе илнĕ аслати курăкне /фиалка трехцветная/, чикен курăкне /герань луговая/, илепере /донник/, ÿт илен курăка /лабазник/, шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/, шапа пăттине /ряска/ хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Виçĕ сăтăрккăпа апатчен 20 минут маларах пĕр кунра ĕçсе ямалла. Курс — 1 уйăх. 10 кун тăхтанă хыççăн 1 уйăхлăх тепĕр курс ирттермелле.
Демодекоз — куçа курăнман сăвăс пуçаракан чир. Вăл пĕр алшăллипе шăлăнсан тепĕр çынна куçма пултарать.
Сăвăс ăшă çанталăкра уйрăмах активлă пулнипе палăрса тăрать. Куç хăрпăкĕсен тымарĕсем тĕлĕнче вырнаçма пултарать. Ăна пула аялти куç хупанкисем хĕрелеççĕ, тăртанаççĕ. Сиплевре çак мелсемпе усă курма пулать.
Шĕвек. 1 апат кашăкĕ куç курăкне /очанка/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе çĕр каçа лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла. Шĕвеке виçĕ сăтăрккăпа апатчен 20 минут маларах пĕр кунра ĕçсе ямалла. Курс — 1 уйăх.
Компресс. 2 апат кашăкĕ куç курăкне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла. Шĕвекпе куçа çумалла тата компресс хумалла. Куçсем валли компресс хума уйрăм мамăк дисксем кирлĕ.
Аптекăра сутакан чул çăвĕ /каменное масло/ витĕмлĕ: 5 грамм илсе 300 миллилитр шыва ямалла, пĕр кун лартмалла та лайăх пăтратмалла. Куçсем çине кунне 3 хут 30 минута примочка е компресс хумалла. Куç курăкĕн шĕвекĕпе черетлесе сываличченех сипленмелле.
Шĕпĕн курăкĕпе /чистотел/ шăши кикенекне /череда/ пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 1 чей кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 3-4 сехетрен сăрăхтармалла. Ăшă шĕвекпе куç çине кунне 3-5 хут примочка хумалла. Курс — сываличчен.
Комментари хушас