Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет

4 Пуш, 2016

"Эсир мана хăвăрăн уçă тÿпе айĕнчи музей çинчен кăларнă буклета ярса паман пулсан эпĕ Чăваш çĕршывĕнче çакăн пек тĕлĕнтермĕш пуррине пĕлмесĕрех юлаттăмччĕ пуль", - çырнăччĕ икĕ çул каялла ман ятпа янă çырăвĕнче "Культура" телеканалра "Россия - любовь моя" кăларăма йĕркелесе ертсе пыракан Пьер Брюне Броше, вырăсланнă француз журналисчĕ, Мускавра тахçанах тĕпленнĕскер.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, хайхи телеертÿçĕ хăйĕн пултарулăх ушкăнĕпе персе те çитрĕ вăрманлă-юханшывлă Йĕпреçе. Çур сехете тăсăлакан документлă телеочерк эфира тухнă хыççăн тĕп хуларан самаях аякра вырнаçнă, унччен ытлашши палăрсах кайман музей çулçÿреве тухма юратакансемшĕн Мекка вырăннех пулса тăчĕ.

"Виçĕмçул тата пĕлтĕр пирĕн музей ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма килекенсен йышĕ икĕ хута яхăнах ÿсрĕ, - кăмăллăн пĕлтерчĕ музей директорĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Майоров. - Кăçалхи икĕ уйăхра кăна 1500 çынна йышăнтăмăр-иç! Кашнинех музей хăйĕн патĕнчи çĕрте курма çук экспоначĕсемпе, уйрăмах йывăç зодчествин ытарайми палăкĕсемпе тыткăнлать. Вĕсенчен пĕрин пирки кăна чарăнса тăрам-ха. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче тунă çил арманне хальхи Пучинке ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Кĕлĕмкассинчен куçарса килнĕ. Вăл экспонат кăна мар, унта паян та тырă авăртма пулать. Экскурсие килекенсен йышĕнче çав армана ĕçлеттерсе пăхакансем те тупăнаççĕ. Эпĕ вара хăнасене хăй вăхăтĕнче Пучинке хутлăхĕнчи хресченсене ку арманта манăн кукаçи арманçă пулни çинчен калатăп та - вĕсем тĕлĕнсех каяççĕ. Балтика тăрăхĕнчен килнĕ пĕр журналист хăйĕн статйинче çавна пайăррăн палăртсах çапла çырнăччĕ: "Кукашшĕ ĕçленĕ çил арманне халĕ унăн мăнукĕ сыхлать". Шÿтлĕрех илтĕнет те, тĕрĕслĕхĕ çук мар".

Çапла, уçă тÿпе айĕнчи музей, МИХсем пулăшнипе Чăваш çĕршывĕнче кăна мар, унăн тулашĕнче те паллă пулса тăчĕ. Эпир хальччен çав учреждение сайра тĕл пулакан япаласене упракан çурт вырăнĕнче кăна курса тăнă пулсан, çĕнĕ саманара унăн социаллă пĕлтерĕшĕ палăрăмлă шая çĕкленчĕ иккен. Тĕслĕхсем-и? Тархасшăн! 2015 çулта кăна музейри картинăсен галерейинче 24 курав йĕркеленĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕнче Йĕпреç çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнакан паллă ăстасен ĕçĕсене кăтартнă. Сăмах май, галерейăра паян Чăваш халăх художникĕн, Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕн, Йĕпреçсен мухтавлă ентешĕн Виктор Немцевăн ятарлă куравĕ ĕçлет, ăна сăнарлă искусство ăсти 80 çул тултарнине халалланă. "Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче курав хупăнмаллаччĕ, анчах шкулсенче ĕçлекенсем ыйтнипе тепĕр уйăха тăсма йышăнтăмăр", - каласа кăтартрĕ Надежда Климович сотрудник.

Картинăсен галерейинчех ĕçпе вăрçă паттăрĕсен Мухтав залĕ пур. Унта пĕтĕмпех çак тăрăхри паллă ентешсен, çапăçу хирĕнче тата мирлĕ пурнăçра çĕршыв наградисене тивĕçнĕ çынсен портречĕсем вырăн тупнă.

Музейĕн таврапĕлÿ уйрăмĕнчи экспонатсем те куракансене кăсăклантараççĕ. Акă "Вăл Йĕпреçре "иккĕмĕш çунат" туяннă анлă экспозициех илер. Сăмах легендăна кĕрсе юлнă, йывăр аманса икĕ урине те татнă хыççăн Йĕпреçри вĕçев шкулĕнче тепĕр хут хăнăху илнĕ Алексей Петрович Маресьев çинчен пынине вулакан тавçăрчĕ пулĕ. Кăçалхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче "Чăн-чăн этем çинчен çырнă повеç" геройĕ çуралнăранпа 100 çул çитет. Чаплă юбилее кĕтсе илме хатĕрленсе, музей сотрудникĕсем малтанхи экспозицие чылай анлăлатса, çĕнĕ документсем хушса самаях сулăмлă курава çынсен умне кăларас тĕллевлĕ. Унпа пĕр музейре паллаштарнă хыççăн ăна вăрçă çулĕсенче Йĕпреçри вĕçев шкулĕн аэродромĕсем пулнă ялсенче - Чăваш Тимешре, Кĕлĕмкассинче тата Канаш районне кĕрекен Çĕнĕ Шуртанта - кăтартасшăн. Кунпа пĕрлех Алексей Маресьев юбилейĕ тĕлне вăл çуралса ÿснĕ Камышин хулинчен /Волгоград облаçĕ/ сумлă делегацие чĕнсе илесшĕн. Сăмах май, Йĕпреç музей ĕçченĕсем чылай çул ĕнтĕ Камышинри историпе таврапĕлÿ музейĕпе тачă çыхăну тытаççĕ.

Хăйĕн тĕп тивĕçне пурнăçа кĕртсе пынипе пĕрлех Йĕпреç музейĕн дирекцийĕ районти шкулсенче йĕркеленĕ музейсем пирки манмасть, вĕсене май килнĕ таран тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшать. Акă нумаях пулмасть музейре таврапĕлÿçĕсене явăçтарса "çавра сĕтел" ирттерчĕç, унта хутшăннă Виталий Станьял ăсчах, таврапĕлÿçĕсен республикăри пĕрлĕхĕн ытти хастарĕ Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи музей пурнăçлакан мероприятисемпе ĕçсене лайăх хак пачĕç.

Музей директорĕ Александр Майоров районти таврапĕлÿçĕсен канашне ертсе пыни те çак тытăма лайăх витĕм кÿни куçкĕретех. Кунпа кăна чикĕленмест Александр Геннадьевичăн кулленхи ĕçĕ. Вăл тăваттăмĕш çул ĕнтĕ культура аталанăвĕн районти центр директорĕн тивĕçне пурнăçлать. Музей картишĕнче пултарулăх ăстисен юрри-кĕвви тăтăшах илтĕнсе тăнинчен, халăха йышлăн явăçтаракан савăнăçлă мероприятисем иртнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Аваллăха упракан сăваплă вырăн хăй патне çынсене илĕртме тĕрлĕ май шыранинче курса тăраççĕ те хăйсен тĕп тĕллевне кунти ĕçченсем.

Геннадий КУЗНЕЦОВ.

Николай РАЙМОВ сăнÿкерчĕкĕсем

Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи музее Шупашкартан, Канашран общество транспорчĕпе çитме пулать

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.