Рольсене çирĕп йĕркепе пайланă

26 Нарăс, 2016

Чăваш Ен наркополицейскийĕсем Пенза облаçĕнчи ĕçтешĕсемпе тата ЧР ШĔМĕн сотрудникĕсемпе пĕрле преступниксен пысăк ушкăнне тытса чарнă. «Ушкăнра Раççейпе Украинăн 20 ытла гражданинĕ тăнă», - пĕлтерчĕ управлени пресс-секретарĕ Ирина Анисимова. Пакунлисем саккунсăр çаврăнăшран 2,5 килограмм наркотик туртса илнĕ. Ваккăн шутласан çак виçе - 24 пин ытла хут усă курмалăх.

Йĕркеленнĕ пĕрлĕхре Украинăран килнĕ çынсем те пулнă. Вĕсене тăван çĕрĕнчен Раççей Федерацийĕнче наркотик сарма ятарласа пухса килнĕ. Пĕрлĕх «пирамида» евĕр ĕçленĕ. Унăн тытăмне йĕркелÿçĕ, «вербовщик», «территори кураторĕсем», «курьерсем», «диспетчерсем», «курттăмăн тата ваккăн сутă тăвакансем», ыттисем кĕнĕ. Тивĕçсене тата рольсене çирĕп йĕркепе пайланисĕр пуçне ушкăнра вăрттăн, пытанса ĕçлессине те пысăка хунă. Наркотике Интернетра информаци вырнаçтарса сутнă, электрон тÿлев системипе анлă усă курнă. Преступниксем наркотике пĕринчен теприн патне вăрттăн вырăнсене хурса хăварса çитернĕ.

«Пирамидăн» чи аялти картлашки çинче тăракансем «çÿлерехрисем» çинчен нимĕн те пĕлмен. Кирлĕ информацие «операторсем» е «кураторсем» урлă пĕлсе тăнă. Тупăша йĕркелÿçĕ палăртнă виçепе пайланă, «шалăва» е наркотик сутса пулнă тупăшăн процентне электрон енчĕк урлă валеçнĕ.

Следстви малтанласа палăртнă тăрăх - тăватă уйăхра преступниксем 12 миллион ытла тенкĕ тупăш илнĕ. Çак ушкăн тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе вĕçлесе пăнчă лартнă ĕнтĕ. РФ Уголовлă кодексĕ кунашкал ĕç-хĕлшĕн 20 çуллăха тĕрмене хупма ирĕк парать.

И.СЕРГЕЕВА.

Рубрика: 
Автор: